Тĕллевсĕр пурнăç тĕрексĕр

12 Мая, 2016

Çулланнă хĕрарăм Етĕрне тăрăхĕнче çăмăл машинăпа арçури пек ĕрĕхтерсе çÿренине курма хăнăхнă ĕнтĕ ентешĕсем. Лартса кайма ыйтакансем те пур. «Мĕн хăрамалли? 20 çул ĕнтĕ руль умĕнче», - кулать Галина Семенова Мăн Явăшри ветеринари участокĕн заведующийĕ.

Ĕне - çемьене тăрантаракан

Галина Владимировна 42 çул выльăх-чĕрлĕхе сыватать, чир-чĕртен профилактика ĕçĕсене ирттерет. Çуркунне çитнĕ май ларса канма та вăхăт çук тейĕн: ĕнесене укол тумалла, анализ валли юн илмелле тата ытти те.

- Юрать, машина пур, унсăрăн ĕлкĕрме кансĕр, - терĕ вăл. - Чир-чĕр ăна пăхмасть, выльăха çĕрле те ураран ÿкерет. Инкек куçа курăнса килмест. Пĕлтĕр Йĕрĕхкассинчи Кузьминсен картишне чирлĕ тилĕ пырса кĕнĕ хыççăн яла икĕ уйăха карантина илтĕмĕр. Кунти выльăх-чĕрлĕхе, йытă-кушака тепĕр хут укол турăмăр.

- Хальхи вăхăтра мĕнле чир-чĕр ытларах сарăлнă?

- Хушма хуçалăхсенче ĕнен «родильный парез» текен чир вăй илчĕ. Юнра кальципе сахăр шайĕ анса кайнипе унăн температура чакать. Вăл чĕлхине кăларать, ĕнĕрлет, сĕт антармасть. Ĕне пăруличчен е пăруласан 2-3 уйăхран чир çиеле тухать. Ун пек чухне çиллине тÿрех сывлăш яратпăр - кислород организмри юна чуптарма пулăшать. Унччен пĕрре укол тусанах мур иртсе каяканчĕ, халĕ - çук. Организм вăйсăррипе чир-чĕре хирĕç кĕрешеймест.

- Амак килти ĕнене ытларах çыпçăнни мĕнпе çыхăннă?

- Ĕлĕк ĕнене улăм панă, халĕ ăна уй-хирех вĕтетсе сапалаççĕ. Унта выльăха уйрăмах кирлĕ клетчатка пур. Утăра, ытти хытă апатра сахал вăл. Фураж ытлашши çитерни те сиенлĕ. Çур енне выльăха В, В1, В6 ушкăнри витаминсем памалла. Рацион чухăннипе, минералсем çитменнипе чирлеççĕ те.

Ĕне температури 38,5-38,7 градус пулни йĕркеллĕ. 37,5-пĕчĕк, кун пек чухне выльăх ураран ÿкет, 39,5 градуса çитсен вăл хашкама пуçлать, чир шала кайнине систерет. Шел, ĕне пăруланă хыççăн чирлесе вилнĕ тĕслĕх те пулчĕ.

Парезпа аптранă выльăхăн атони - хырăмлăх чирĕ - аталанать. Вăл вара мастит пуçарать. Ял хуçалăх организацийĕсенче рациона пăхăннипе, витаминсем панипе лару-тăру лайăхрах.

- Халăх патшалăха сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслетĕр-и?

- Ăна валли «Лактан» прибор та туянтăмăр. Уйăхра 1 хут анализ илетпĕр. Пахалăхне пăхмасăр пурне те пĕр пек тÿлеççĕ.

 

Тракторист пулаймарăм

Вăр-вар хĕрарăма ултă теçеткене çывхарать тесе калама чĕлхем çаврăнмасть. Галина Семенова Мăн Явăшри ветеринари участокне вунă çул ытла ертсе пырать.

- Ĕçрен хăтарма темиçе те ыйтса çыртăм. Ветеринар çуккипе тăхтама ыйтаççĕ, - терĕ вăл. - Кăçал республикăри вĕренÿ заведенийĕнчен ветеринара пĕр çамрăк кăна вĕренсе тухать. Хальхи яш-кĕрĕм йывăр ĕçе каясшăн мар. Капла малашне выльăх-чĕрлĕхе кам сыватĕ?

Хĕр чухне ăнсăртран суйласа илнĕ специальноçпа кун-çулне çыхăнтарасса шутламан та-тăр.

- Шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех пĕчĕк тракторпа çÿреттĕм. Аттестат илсен «Выльский» совхоз директорĕ пулнă Геннадий Федоров тракториста вĕренме кайма ыйтрĕ те килĕшрĕм. Анчах килтисем хирĕçленипе çул хупăнчĕ. Экономист та пулаймарăм - конкурс витĕр тухаймарăм. Ирĕксĕрех Калинин облаçĕнче ветеринар профессине алла илтĕм, тăван тăрăха таврăнтăм.

Чун туртăмĕ, техникăпа çÿрес ĕмĕт канăç паман ăна. Тĕлĕкре те час-часах хăйне руль умĕнче ларнине курнă вăл.

- Совет тапхăрĕнче «Москвич» туянма 7 çул черетре тăтăмăр, кăлăхах, - аса илет хĕрарăм иртнине.

Пурнăç улшăнни, машинăна ирĕклĕн сутма тытăнни унăн ĕмĕтне çывхартнă. 20 çул каялла тинех шап-шурă «Москвич» туяннă.

- Хамăн права çуккипе шăллăма илсе патăм. Вăл ÿсĕрле машинăпа тухса кайнă та инспекторсен аллине çакланнă. Тарăхнипе Çĕмĕрлери автошкула вĕренме кайрăм, - каласа парать Галина Владимировна. - Маргарита Бугровăпа ăçта кăна çитмен-ши: Шупашкар, Етĕрне... Эпĕ ферма заведующийĕнче, вăл зоотехникра вăй хунă. Хамăн машинăна совхоз ĕçĕпе чупсах пĕтертĕм.

Кĕçех çĕннине туяннă хайхи. Анчах тепĕр куннех аварие лексе кĕç-вĕç пурнăçран уйрăлман.

Унтанпа сахал мар машина улăштарнă. «Ял çулĕсем япăх, «урхамах» хăвăрт ванать. Çавăнпа кашни икĕ çултан çĕнететĕп», - терĕ водитель.

 

Сакки сарă сарлака

Çемье телейне тупма унăн икĕ хут качча тухма тивнĕ. Пĕрремĕш мăшăрĕпе 17 çул ытла пурăнса та пепке кĕтсе илеймен. Малтанах çакăншăн упăшкин тăванĕсем Галинăна айăплама пăхнă. Урăх çынран ача кĕтнине пĕлсен мăшăрĕпе хунямăшĕ ăна тухса тарасран тĕп сакайне хупнă. Анчах пĕр каснă чĕлле çыпăçтараймăн çав.

Иккĕмĕш мăшăрĕпе, Леонид Николаевичпа виçĕ ача - Евгений, Ирина, Ева - çуратса ÿстернĕ. Ачисем хăйсем пек ĕçчен те хастар пулнишĕн савăнать амăшĕ. Юнашар шанчăклă, ăнланакан çын пулсан йывăрлăха та туймастăн.

Галина Семенова юрлама-ташлама юратать, вырăнти «Выла» ансамбле çÿрет. Саратов, Мускав, Шупашкар... çитмен кĕтес хăварман темелле.

- Хушма хуçалăхра та выльăх йышĕ чакса пырать. Ял çынни сысна усраманпа пĕрех. Халăх кахалланчĕ, ĕçлесшĕн мар. Çулла пахчасене çумкурăк пусса илет. Çамрăксем эрех ĕçни кулянтарать. Акă пĕртăван виçĕ каччă çакна пулах пурнăçран уйрăлчĕ. Çемье çавăрса та ĕлкĕреймерĕç. Çыннăн тĕллев, туртăм пулмалла. Мĕнпе те пулин кăсăкланмалла. Эпир ĕçе, ансамбле çÿретпĕр, килте тăрмашатпăр, ĕçкĕ-çикĕпе аташма вăхăт çук, - пĕтĕмлетрĕ ĕç ветеранĕ.

Лариса Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.