КАШНИН - ХĂЙĔН ВИÇИ

11 Мая, 2016

Çуллă какай та, тăвар та малтан шухăшланă пекех сиенлĕ мар иккен. Сывлăхлă пулма вĕсене çимеллех теççĕ. Апла-тăк нимĕнле чару та çук-ши? Кун пирки опытлă диетолог-гастроэнтеролог О.Базылева ăнлантарса панипе паллаштаратпăр.

Тăвар

Тăвар натрипе хлор çыхăнăвĕсенчен тăрать, вĕсем ăна пирĕн организмшăн питĕ кирлĕ çимĕç пулма пулăшаççĕ.

Натри йÿçек-сĕлтĕ шайлашăвне йĕркелеме хутшăнать, нерв импульсĕсене куçарассишĕн яваплă, мышцăсене хутланма пулăшать. Натри çитменни вăй чакнипе, ыйхăлаттарнипе палăрать.

Хлор хырăмлăх сĕткенĕн, юн, ват шĕвекĕн йышне кĕрет. Вăл çитмесен апат ирĕлтерес тытăм ĕçĕ пăсăлма пуçлать.

Тăвара талăкра 6-10 грамран ытла çимелле мар. Кунта 3-4 грамне апатпа пĕрле çинине асра тытмалла, апла-тăк тата 5 грамĕпе кăна усă курма пултаратпăр.

Çак виçене пăхăнмалли ансат йĕрке пур: 1 чей кашăкĕ тăвара пĕчĕк савăта ямалла та кун тăршшĕпе кирлĕ май апата хушмалла.

Анчах çакна та шута илмелле: вăрттăн тăварлă çимĕç те сахал мар çиетпĕр, Тĕслĕхрен — çăкăр, сыр, кăлпасси, консерв.

Пĕтĕмлетÿ пĕрре — тăвар усăллă, анчах виçене çирĕп пăхăнмалла.

Çуллă какай

Унăн белок пайĕпе çу пайне тĕрĕс уйăрма пĕлмелле. Уйрăммăн вĕсем чăннипех усăллă. Сăмах май, сысна какайне тирпейленĕ чухне салине касса илмелле те пĕçермесĕрех тăварламалла. Салăра А, Д, Е витаминсем, каротин, ытти витамин питĕ нумай.

Унсăр пуçне питĕ кирлĕ япала — арахидон йÿçекĕ — пур. Вăл — полиçăра мар çуллă йÿçексен йышĕнчен. Чĕре мышцин, пÿре тĕртĕмĕсен, пуç мимин ĕçĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Салă усал шыççа хирĕçле витĕмпе те палăрса тăрать, организмран наркăмăшсене кăларать, юн тымарĕсене япăх холестеринран тасатать. Çапах та тĕрĕс виçи пирки ан манăр — кунне 60 грамран ытла мар. Мĕншĕн тесен усăллă çимĕçсем те ытлашши çисен организма сиен кÿме пултараççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.