ГАСТРИТ ВĔРĔЛСЕН

11 Мая, 2016

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит. Кашни апат умĕн çĕрулми /кĕрен хупăлли лайăхрах/ сĕткенне çуршар стакан ĕçмелле. Ăна ĕçес умĕн тин юхтармалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

  • Пĕр виçепе илнĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, сар çип утине /зверобой/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă япалапа чĕркесе çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Пĕр пек виçесемпе апатсен умĕн кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  • Кунне çичĕ-вунă аçтăрхан мăйăрĕ çимелле.

Анчах вăрах колит, энтероколит, экзема, нейродермит, псориаз аптратсан юрамасть.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ йĕркеллĕ чухнехи гастрит. Çĕртме уйăхĕнче хупахăн çамрăк çулçисемпе тунине аш арманĕпе авăртмалла. Пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, пылпа çурмалла хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 10-15 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

  • Эмел курăкĕн 2 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут чĕрĕкшер стакан ăшăлла ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  • Вĕренĕ ăшăрах 1 стакан шывра 1-2 апат кашăкĕ пыл ирĕлтермелле. Пĕр пек виçесемпе апатчен 40 минут маларах кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла. Ăшă пыл шывĕ хырăмлăх стенкисен тонусне чакарать, лăймака сийе çĕнелме пулăшать. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ кирек мĕнле чухнехи гастрит. 1 апат кашăкĕ шăрçа курăкне /зопник/ çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Илсен 30 минутран сăрăхтармалла. Апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит. 30-36 градус ăшă шывра 1 апат кашăкĕ пыл ирĕлтермелле. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах пĕр пек виçесемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăхăн язва чирĕ вĕрĕл­сен. 1 апат кашăкĕ календула чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн пĕр пек виçесемпе ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

  • Хырăн пăрçа пысăкăш чĕр сухăрне 1 стакан вĕри сĕтре ирĕлтермелле. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăх язвине сиплеме /йÿçеклĕх пĕчĕк чухне/. Кунне 2-3 хут апатчен пĕр сехет маларах тин юхтарнă шурă купăста сĕткенĕ çуршар стакан ĕçмелле. Юхтарнă сĕткене холодильникре икĕ талăкран ытла упрамалла мар. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

  • 1 апат кашăкĕ шăнăр курăкне /подорожник/ термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах е апат хыççăн 2 сехетрен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.