Виктор ГОРБУНОВ: Тÿпере çăлтăрсем çуталаççĕ пулсан – ку ахальтен мар

11 Мая, 2016

Чылай чухне предприяти директорĕсем цифрăсемпе статистикăна мала хурса типпĕн те кичеммĕн калаçаççĕ. Чукун çулăн пĕрлештернĕ хуçалăхĕн генеральнăй директорĕ, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Виктор Горбунов пачах ун пеккисен йышĕнчен мар. Унăн кашни сăмахĕнче пурнăç çине тĕплĕн пăхни, кашни ĕç-пуçа философ куçĕпе хаклани палăрать. Ахальтен мар-тăр — яваплă должноçа йышăннă, «халăх тарçи» пулса çĕр-çĕр ыйтăва татса пама майсем шыранă хушăрах вăл поэзипе интересленет, чун-чĕринчен тарăн шухăшлă сăвă йĕркисем шăратса кăларать. Çавăнпа та Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, ытти нумай наградăна тивĕçнĕ Виктор Александровичпа иксĕмĕр çăмăллăн калаçса таçта та çитрĕмĕр.

Ырă туни ырăпа таврăнать

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — Любимовка сирĕншĕн çуралнă ял кăна мар, вăл хăй патне темĕнле асамлă вăйпа туртакан илемлĕ те питĕ çывăх хутлăх та.

— Çулсем иртнĕ май тăван ял пĕлтерĕшĕ тарăнланать, ун патне ытларах та ытларах туртăнма пуçлатăн. 2009 çулта питĕ пысăк инкек тÿсмелле пулчĕ — хĕрĕме Аленăна яланлăхах çухатрăм. Пурăна киле «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута яма пуçларĕç. Чăнах та, хăй вăхăтĕнче епле меллĕччĕ — кашни колхоз-совхоз территорийĕнчех медпункт пурччĕ. Кÿршĕ ялта çĕнĕ йышши ФАП уçсан тăван тăрăхра пурăнакансемшĕн ырă ĕç тума шухăшларăм. Вĕсен мĕншĕн пĕр яла — 5, тепĕр ялне çухрăм çурă утмалла? Хамăр ялтах самана ыйтăвĕсене тивĕçтерекен медицина пункчĕ пултăр. Çурт туянтăм, ăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕм, 1 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ оборудовани туянтăм. Чи çĕнĕ массаж комплексĕ кăна 380 пин тенкĕ тăрать. Медсестрана ĕçе илтĕм, ăна уйăхсерен шалу тÿлесе тăратăп. Чи пĕлтерĕшли маншăн ку та мар. Хĕрĕме тискеррĕн вĕлернĕ. Телефонне сÿнтернипе ăна ниепле те тÿрех шыраса тупаймарăмăр. Манăн ачан телефонне сÿнтерес килмерĕ, ăна номерĕ-мĕнĕпех медпункта патăм. Халĕ медсестра патне çав телефонпа кунсерен çынсем шăнкăравласа пулăшу ыйтаççĕ.

— Пархатарлă нумай ĕçе укçа хыватăр эсир.

— Çыннăн май пур чухне çынна пулăшмаллах, анчах кун пирки янăратса çÿремесен те юрать. Ыйтатăр пулсан калатăп: тин çеç Пăрачкаври ача çуртне пулăшма май тупăнчĕ те — самаях пысăк укçа куçарса патăм.

Укçа хакне пĕлсе ÿссен...

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене таврăнар-ха. Çĕршывшăн пачах çăмăл мар тапхăрта эсир предприяти тилхепине тытнă. Хăрамарăр-и?

— Тÿпере çăлтăрсем çуталаççĕ пулсан — ку ахальтен мар. Çав çăлтăрсем çут тĕнчене кирлĕ. Хăрама-и? Ялта çуралса ÿсекен çын мĕн ачаранпах йывăр ĕçпе пиçĕхет. Эпир нимрен те ютшăнман, аслисемпе танах ĕçленĕ: ака-сухара та, вырмара та. Çынна халăх хушшинче вăл ĕçе епле парăнса пурнăçланине кура хаклаççĕ, çавăнпа çанă тавăрса тар тăкма нихăçан та именмелле мар. Эпĕ ялтан тухнă паллă ентешсенчен, спортра çитĕнÿ тăвакансенчен тĕслĕх илме тăрăшаттăм. Шăпах çакă пиçĕхтернĕ те ĕнтĕ мана.

— Ертÿçĕ пулни — пĕрре, экономика арканнă тапхăрта предприятие аталантарма тарăн ăс кирлĕ-çке-ха.

— «Мĕнле майпа ĕçе ăнăçтаракан бизнесмен пулмалла-ха?» — тăтăшах ыйтаççĕ манран студентсем тĕлпулусенче. Яланах Улатăрти чукун çул хуçалăхĕн техникумĕнче вĕреннĕ çулсене таврăнатăп. Ун чухнех, 1979-1980 çулсенче, занятисене «Жигулипе» пыракансем пурччĕ. Хăйсем çинче — джинс шăлавар, сăран куртка. Тĕлĕнеттĕм эпĕ ун пеккисенчен. Техникумран вĕренсе тухнăранпа 25 çул çитсен тĕл пултăмăр. Ун чухне чаплă тумланнисем вăхăт иртсен те сăрлакаланă, темиçе хут юсанă çав машинăсемпех пычĕç. Мĕншĕн çапла пулса тухнă-ха? Мĕншĕн тесен пĕрин ашшĕ карап капитанĕ пулнă, теприн амăшĕ — универмаг заведующийĕ. Шел те, ашшĕ-амăшĕн ăшă çуначĕ айĕнче ÿснĕскерсем янттине хăнăхнă, çавăнпа пурнăçра нимĕнех те çĕнсе илеймен. Укçа хакне пĕлсе ÿснисем çеç ăна пусăн-пусăн пухма мĕн тери йывăррине ăнкараççĕ. Эпĕ те, сăмахран, аслă классенче вĕреннĕ чухне комбайнер пулăшуçинче ĕçлерĕм. Техникума хам ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă сехет çыхса, тум тăхăнса кайрăм, атте-анне илсе панипе мар.

— Пĕр вăхăтра чăнах та усламçă ĕçне кÿлĕнекен йышлăччĕ. Официаллă статистикăна пăхас пулсан — юлашки çулсенче харпăр ĕçе пуçăнакан çамрăк сахалланнă. Сирĕн шухăшпа — мĕнпе çыхăннă çакă?

— Кашни саманан хăйĕн паттăрĕсем пулаççĕ. Çамрăксене хурлама кирлĕ мар. Иван Тургеневăн «Отцы и дети» романне аса илер-и? Тепĕр тесен, апельсин хăва çинче ÿсмест. Мĕн акатăн — çавă шăтать. Енчен те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хурлама тăратпăр пулсан малтан хамăра кирлĕ чухлĕ тиркемелле. Паянхи çамрăксем предпринимательлĕхре те, патшалăх ĕçĕ-хĕлĕнче те, ытти тытăмра та сахал мар. Пултаруллисем аталанаççĕ, ура çине çирĕп тăма пĕтĕм чун хавалĕпе талпăнаççĕ.

Хăйĕн вăйне шанма пăрахман

— Эсир Раççей Транспорт министерствин Тав çырăвне, Хисеп хутне тивĕçнĕ. Сире «Чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, «2010 çулхи предприниматель» Дипломпа, ытти вун-вун наградăпа хавхалантарнă. Хăвăр шухăшпа — паянхи кунччен тунă çитĕнÿсенчен хăшĕ чи пысăкки?

— Ахăртнех, çавăн пек пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ хыççăн хамăн вăя шанма, Турра ĕненме пăрахманни. Мĕн пытармалли: чылайăшĕ кун пек чухне ĕçкĕçе тухать, пĕтĕм тĕнчене курайми пулать, хăй çине алă хуракансем те пур. Асăрханă-и эсир? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен куçĕсем мĕн тери таса! Çав вăхăтрах хăшпĕр ветеран вăрçă çулĕсенче нимĕçе те курман, кăкăрĕ çинче те — юлашки çулсенче панă юбилей медалĕсем кăна. Тен, манăн кун пек калама ирĕк те çук? Анчах çавсен йышĕнчех патшалăха хурлама, май çуккине ыйтма пăхакансем пур-çке-ха.

— Çемйĕрпе паллаштарсамăр.

— Çĕнĕрен вăй пухма, çемье çавăрса татах ача-пăчаллă пулма Турă пÿрнĕшĕн савăнатăп. Аслă хĕрĕм пурнăçран кайнă вырăнта тăтăшах пулатăп. Çамрăксем те час-часах унта пыраççĕ. Ташă каçĕнчен таврăннă чухне кĕреççĕ, çула тухсан чарăнса пуç таяççĕ. Пĕррехинче чечек кăшăлĕсен хушшинче çыру асăрхарăм. Тавралăха каç чаршавĕ карнăран ăна кĕсьене чикрĕм те киле таврăнтăм. «Виктор Александрович, эсир чиркÿре куллен пулнине пĕлетĕп. Эпĕ те унта каймассерен сирĕн сывлăхшăн кĕлĕ вулатăп. Ĕненĕр: хĕрĕр тепĕр ача чунĕпе сирĕн пата таврăнатех. Сирĕн хĕр пулатех», — тенĕ унта. Ахăртнех, ватă çын çырнă. Ун чухне пирĕн ывăл пурччĕ ĕнтĕ. Арăма çыру пирки каласа кăтартрăм. Вăл, паллах, çакна шанмарĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — мăшăрăм ача кĕтнине пĕлтерчĕ. Алена ят хурасшăнччĕ, анчах чылайăшĕ ир вилнĕ çыннăн ятне пама юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Православи календарĕнчи менелниксене тишкертĕм, Ульяна ята суйларăмăр. Аленăна чиркÿре Елена тесе çыртараççĕ. Тĕрĕссипе, Ульяна та çак ятранах пулнă. Вăт çапла килсе тухать пурнăçра. Халĕ икке пуснă хĕрĕмпе çын çине тухсан аслашшĕ теççĕ мана. Хирĕçлетĕп вĕсене: «Çук, ашшĕ кăна-ха». Тĕлĕнеççĕ вара! Çыннăн хăйне нихăçан та шанма пăрахмалла мар — вара пурнăçа йÿнеçтерме пулать.

Пĕтĕмпех депутатăн тумалла

— Депутат ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçма вăхăт çитрĕ ахăртнех. Иккĕленместĕп: сирĕн пата нумай ыйтупа килеççĕ.

— Иккĕмĕш хут суйланнă чухне суйлавçăсен 60 ытла проценчĕ маншăн сасăларĕ. Ку, паллах, сахал мар. Çапах кирлĕ чухлĕ ĕçлесе çитереймен пек туйăнчĕ. Эпĕ лайăх депутат-и, япăх-и — суйлавçăсенчен ыйтмалла. Икĕ юриста предприятие ĕçе илтĕм, вĕсем çынсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн куллен ĕçлеççĕ. Пĕлетĕр-и: халăх шухăшĕпе пĕтĕмпех депутатăн тумалла — арканнă çул-йĕре те унăн юсаттармалла, канализаци, шыв пăрăхĕсене те унăн улăштарттармалла, парковка тăвассипе çыхăннă ыйтăва та унăнах уçăмлатмалла. Ыйтусен вĕçĕ-хĕрри те çук, çапах майĕпен ĕçлетпĕр, йăлтах уçăмлататпăр. Хам территорире аслисем валли сывлăха çирĕплетме комплекс вырнаçтартăм, çитес вăхăтрах ача-пăча лапамĕ тăвăпăр. Ачасем халĕ сывлав органĕсен чирĕсемпе тăтăш нушаланаççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх — кун пек чухне профилактика шучĕпе «тăвар пÿлĕмĕ» витĕмлĕ пулăшать. Çакна шута илсе 128-мĕш садикре юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех галокамера уçрăмăр. Ачасем унта çÿреççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ.

— Нумаях пулмасть çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Йошкар-Олара Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн конференцине ирттерчĕ. Унта эсир те хутшăнтăр.

— Халăх фронтне мĕншĕн йĕркелени паллă: шел те, вырăнтисем чылай ĕç-хĕл, пулăм пирки Мускава хутсене «илемлетсе, якатса» ярса параççĕ. Ку патша вăхăтĕнченпех çапла. Çавăнпах «чи çÿлте» регионсенчи лару-тăру пирки тĕрĕссине пĕлмеççĕ. Пÿрне хуçлатса шутлăр-ха: Халăх фрончĕ йĕркеленнĕренпе миçе кĕпĕрнаттăра ĕçрен кăларчĕç? Конференци патне таврăнар. Владимир Владимирович ыйтусене яланхиллех тĕплĕн те уçăмлăн хуравларĕ. Чăн-чăн патриот вăл, пирĕн унран яланах тĕслĕх илмелле. Романовсен тапхăрĕнчен мар, Рюриковичсен вăхăтĕнченпех Раççее тимлĕ сăнаççĕ, унран хăраççĕ. Кăшт хавшаклансанах «пĕр пайне тăпăлтарса илме хăтланаççĕ». Анчах Раççей ĕмĕртенпех вăйлă, ку хутĕнче те эпир çакна тĕнчене ĕнентерейĕпĕр. Санкцисем, паллах, йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ, анчах вĕсем вăхăтлăха çеç. Ун хыççăн эпир тата вăйлăрах пулăпăр.

Тĕллеврен пăрăнмасăр

— Санкцисем тенĕрен, эсир ертсе пыракан предприятие витĕм кÿчĕç-и вĕсем?

— Вăйлă çил-тăвăл тухсан хавшак йывăçсене тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлтарать, тĕреклĕ йывăçăн вара турачĕсем кăна шатăртатаççĕ. Пирĕн куллен-кун вăйланма тăрăшмалла, ун чухне йывăрлăхсем ура хумĕç. Паллах, санкцисем япăх витĕм кÿчĕç: саккас палăрмаллах сахалланчĕ, тавар вăйсăррăн сутăнать, ытти ыйту та самай. Манăн тĕп тĕллев — ĕçлекенсене уйăхсерен шалу тÿлесси, налуксемпе вăхăтра татăласси. Хальлĕхе вĕсене пурнăçласа пыма май килет. Апла пуç усмастпăр-ха! 90-мĕш çулсенче чылай йывăртарах пулнă.

— Эпĕ илтнĕ тăрăх — эсир бокса ытти спортран ытларах кăмăллатăр.

— Çаплаччĕ. Юлашки çулсенче бокса вăхăт уйăрма май сахалланчĕ. Халĕ эрнере икĕ-виçĕ хутчен фитнес-зала çÿреме тăрăшатăп. Хăшпĕр чухне пĕтĕм ĕçе пăрахатăп та, секретаре: «Округа кайрăм», — тетĕп те — спортзала вĕçтеретĕп. Çыннăн ялан хускалмалла: утмалла, чупмалла... Унсăрăн хытатпăр, ир ватăлатпăр. Ывăлăма Ивана та çакна ăса хывтартăм. 10 çула пуснăскер ирĕклĕ кĕрешĕве суйларĕ, секцие çÿрет.

Дмитрий МОИСЕЕВ

 

ПИРĔН СПРАВКА

Виктор Горбунов Пăрачкав районĕнчи Любимовка ялĕнче 1962 çулта çуралнă. Раççей патшалăх çыхăнăвăн уçă университетĕнче тата Мускав патшалăх экономикăпа гуманитари институтĕнче вĕреннĕ. Вăл — çул çыхăнăвĕсен инженерĕ, менеджер, юрист. Ĕç карьерине Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 1982 çулта пуçлан ă. Тăватă çултанах мастера транспортăн пĕрлештернĕ хуçалăхĕн Çĕнĕ Шупашкарти цех участокĕн пуçлăхне лартнă. Çапла ÿссе пырса Виктор Александрович 1993 çулта «Чукун çулăн пĕрлештернĕ хуçалăхĕ» акционерсен обществин директорĕ пулса тăнă. Унтанпа должноçăн ячĕ кăна улшăннă: генеральнăй директор.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.