Çĕнтерÿçĕсене тав тăватпăр, кашни паттăра асра тытатпăр

11 Мая, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ кун çанталăк питĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ: Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене тата вĕсен йăхне малалла тăсакансене вăл та саламласшăн пулчĕ тейĕн. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çеç мар, чылай маларахах пуçланчĕç. Уяв программи кашни район-хуларах темиçе куна тăсăлчĕ — Чăваш Енре ку праçнике кăçал та питĕ анлăн паллă турĕç. Шел, хаяр вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн кĕрешнисен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1250 ветеранĕпе инваличĕ, "Блокадăри Ленинградра пурăннăскере" паллăпа наградăланă 49 çын, çул çитмесĕрех фашистсен пусмăрĕнче асапланнисем 79-ăн, вăрçăра пуç хунисен 62 арăмĕ, вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă 5 пин мăшăрĕ, 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Вĕсем Çĕнтерÿ кунне — пирĕнте мăнаçлăхпа патриотизм туйăмĕ вăратакан, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уява — савăнса та хумханса кĕтсе илчĕç.

Никама та манман...

Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, депутатсем, ветерансем, шкул ачисемпе хула çыннисем пухăнчĕç, йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксен палăкĕ умне чечексем хучĕç. Унта 80 ытла çын канлĕх тупнă. 1941-1945 çулсенче пирĕн республикăра 3100 вырăнлăх 10 ытла эвакогоспиталь йĕркеленĕ, вĕсенче 700 ытла медицина ĕçченĕ кунĕн-çĕрĕн вăй хунă. Çак эвакогоспитальсемпе лазаретсенче чирлĕ тата аманнă 100 пин ытла салтак сипленнĕ, вĕсенчен 73% строя тепĕр хут тăнă.

Çав кунах каçхине Чăваш Ен пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ кунĕ" флешмоба хутшăнчĕ: Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме Аслă Çĕнтерĕвĕн чăн-чăн гимнĕ пулса тăнă "Çĕнтерÿ кунĕ" юрра хорпа юрлама 3 пин ытла çын пухăнчĕ. Çак мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл кунашкал акцисем халăха пĕр шухăшлă пулма, çынсене несĕлĕсене асра хăварма, хăйсене çĕршыв патриочĕ пек туйма пулăшнине палăртрĕ. "Раççей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм Раççейĕн наци идейи тесе пĕлтерчĕ. Кунта питĕ тарăн пĕлтерĕш хывăннă, мĕншĕн тесен патриотизм туйăмĕ, тăван çĕре юратни пирĕн халăхăн вăй-хăвачĕн, унăн паттăрла ĕçĕсен çăлкуçĕ пулса тăнă", — терĕ республика Пуçлăхĕ. Флешмоба килнисем вăрçă çулĕсенче анлă сарăлнă ытти юрра та шăрантарчĕç.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Çĕнтерÿ" мемориал комплексне çын йышлă пухăнчĕ. Вĕсем вăрçă çулĕсенчи юрăсене итлесе Çар мухтавĕн монуменчĕ патнелле утрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, вăй ведомствисен представителĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн, район-хула Пухăвĕсен депутачĕсем, общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. Чечек хунă хыççăн вĕсем вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене асăнса Иоанн Воин часавайĕнче иртнĕ кĕлле итлерĕç. Михаил Игнатьев çавăн пекех Афганистанра пуç хунă салтаксене тата вырăнти хирĕçтăрусенче вилнисене асăнса лартнă палăксен умне те чечексем хучĕ.

Мăнаçлă Çĕнтерÿ парачĕ

Кăнтăрла Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа Çĕнтерÿ парачĕ иртрĕ.

Савăнăçлă мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна тата вĕсен ачисем Иванпа Мария; çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, официаллă ытти çын пулчĕç.

Парада хутшăнакансене тата ăна курма килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. “Пирĕншĕн пуриншĕн те Çĕнтерÿ кунĕ — çав тери пысăк уяв. Вăл — наци мăнаçлăхĕн, пирĕн халăхăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕн тата чун çирĕплĕхĕн çĕнтерĕвĕн кунĕ”, — терĕ Михаил Васильевич Çĕнтерĕве çывхартас тесе çапăçу хирĕсенче хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешнисене чĕререн тав тунă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăрушă вăрçă 1418 талăка тăсăлнине, пирĕн ентешсем ыттисемпе пĕрле Брест крепоçне хÿтĕленине, Мускава тата Севастополе сыхласа хăварнине, Сталинградпа Ленинград çывăхĕнче çапăçнине аса илтерчĕ: “Совет халăхĕн çирĕп чун хавалĕ, унăн хăюлăхĕпе çирĕплĕхĕ тĕнчене фашизмран çăлса хăварнă”.

Михаил Игнатьев тыл ĕçченĕсене те тав сăмахĕ каларĕ. “Çĕнтерÿ фронтра çеç мар, тылра та туптаннă. Ачасем, хĕрарăмсемпе ватăсем ырми-канми вăй хунă, оборона ĕçĕсене хутшăннă, фронта мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Вĕсем юлашки çăкăр татăкне те салтаксемпе тата Чăваш Ене эвакуациленĕ çынсемпе пайланă”, — палăртрĕ вăл. “Раççей халăхĕн чысĕпе паттăрлăхĕ — пирĕн çĕнтерĕвĕн никĕсĕ. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй! Çĕнтерÿçĕ халăха, вăрçă паттăрĕсене — мухтав!” — çак сăмахсене уява килнисем хыттăн алă çупса йышăнчĕç.

Тыл ĕçченĕ, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ Нина Китаева çав çулсенче хăйсем мĕн курни-тÿсни çинчен кĕскен аса илчĕ. Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Александр Максимов пире тата ытти нумай ăрăва çутă пуласлăх парнеленĕ ветерансене тав сăмахĕ каларĕ, çак куна пурăнса çитеймен паттăрсене эпир яланах асра тытассине пĕлтерчĕ.

Çĕнтерÿ парачĕ çынсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмне çуратрех пулĕ. Парада ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăнчĕ. Унăн заместителĕ Александр Исаев полковник парада командăсем пачĕ. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç: вăй ведомствисен представителĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсем, Çурçĕр Кавказри хирĕçтăрусене хутшăннă салтаксем, кадетсем, ача-пăча полици академийĕн вĕренекенĕсем, çар-спорт клубĕсен хастарĕсем... Крестовоздвиженская станицин казакĕсем джигитовка мелĕсене, хĕç-пăшалпа мĕнле усă курмалли тĕслĕхсене тата лашапа тĕрлĕ трюк кăтартрĕç. ЧР ШĔМĕн ятарлă подразделенийĕсен /СОБР тата ОМОНº, çавăн пекех парашютистсен кăтартуллă номерĕсем парада пушшех илем кÿчĕç. Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техникине те курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Çынсем Т-34 танка, ЗИС-5 фронт автомобильне, “Катюша” ракета комплексне, “Тигр” бронеавтомобиле уйрăмах кăсăкланса сăнарĕç.

“Вилĕмсĕр полк”

Парада кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, “Вилĕмсĕр полк” акцие хутшăнакансем вĕçлерĕç. Ăна “Каçхи кашкăрсем” мотоклубăн Шупашкарти уйрăмĕ ертсе пычĕ. 20 пин ытла çын, çав шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн ачисем те, хăйсен тăванĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕç.

Аса илтеретпĕр: “Вилĕмсĕр полк” акцие пĕрремĕш хут 2012 çулта Томск хулинче йĕркеленĕ, парад колоннине ун чухне 6 пине яхăн çын тăнă. 2013 çулта ку юхăма 40 ытла хула, çав шутра Шупашкар та, хутшăннă. Ун чухне Анне палăкĕ умне 150 çын пухăннă. “Вĕсем кирек хăш вăхăтра та çĕнтерÿллĕ стройпа утма тивĕç” девизпа иртекен акци пĕлтĕр тĕнче шайĕнчи мероприятие çаврăннă: 15 çĕршыври 1200 хулари 12 миллион ытла çын колоннăсене тăнă. Сăваплă акцие хутшăнакансен шучĕ çулсеренех ÿссе пыни халăх çĕнтерÿçĕсене тав тунине, кашни паттăра асра тытнине çирĕплетет.

Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвне хуравланă май амăшĕн темиçе тăванĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнине пĕлтерчĕ. “Сăнÿкерчĕкре — манăн атте Василий Игнатьевич Игнатьев. Вăл Балти флотĕнче хĕсметре пулнă. Ленинград блокадăра пулнă вăхăтра Ладога кÿллин пăрлă çулĕ тăрăх çав хулана çар хатĕрĕсемпе апат-çимĕç турттарнă. Европа çĕршывĕсене, Эстоние, Латвие ирĕке кăларма пуçласан Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене çар хатĕрĕсем турттарнă. “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн” тата “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” наградăсене тивĕçнĕ. Кукаçи Николай Алексеевич Семенов стрелоксен дивизийĕн 46-мĕш гвардийĕн саперĕ пулнă. Вăл Калинин /халĕ Псковº облаçĕнче пуç хунă, ăна унтах пытарнă. Эпĕ вĕсемпе чăнласах та мухтанатăп”, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Парад хыççăн ветерансем салтак пăттине астиврĕç. Уяв концерчĕсенче вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерÿ кунне халалланă сăвă-юрă янăрарĕ. Каçхи тÿпене пин-пин салют çăлтăрĕ илем кÿчĕ.

***

Çĕнĕ Шупашкар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Шупашкарта уяв митингĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ачисемпе, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем хутшăннă.

Митинга килнисене саламланă май Михаил Игнатьев Çĕнтерÿ пирĕн çĕршывшăн ытла хакла ларнине палăртнă. 13 ялтан — вĕсен вырăнĕнче вăрçă хыççăнхи çулсенче Çĕнĕ Шупашкар хулине хăпартнă — 1 пине яхăн çын фронта кайнине, çав шутран 765-шĕ каялла таврăнайманнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ вăрçă хыççăн кĕске вăхăтра халăх хуçалăхне ура çине тăратни çинче чарăнса тăнă. «Çĕнĕ Шупашкара — спутник хулана, химиксен, энергетиксемпе строительсен хулине — хăпартма пуçланă. Пирĕн салтаксемпе офицерсен тата тыл ĕçченĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр», — тенĕ Михаил Васильевич.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Иван Торин 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшне аса илнĕ, тăшман систермесĕр тапăннине тата вĕсем вăйлăрах пулнине пăхмасăр пирĕн халăх çĕнтернине, Германири Рейхстаг çинче Çĕнтерÿ Ялавĕ вĕлкĕшнине пĕлтернĕ.

Елчĕк районĕнче уяв кунĕсенче çĕнĕ виçĕ палăк уçнă: Курнавăшра тата Çĕнĕ Эйпеçре — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа хăпартнисене, Аслă Елчĕкре вара çапăçу хирĕсенчен тăван тăрăха таврăннă çĕнтерÿçĕ салтаксене асăнса тунă стелăна. Çак ялсенчи уяв мероприятийĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăннă. Юрий Попов ветерансене чĕререн тав тунă. «Аслă Çĕнтерÿшĕн вĕсем хăйсен пурнăçне те хĕрхенмен. Кашни иккĕмĕш çемьере вăрçăра вилнисем пур. Эпĕ ветерансене тата паянхи кун Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене чĕререн тав тăватăп», — тенĕ спикер. Сумлă хăнасем Кушкăра республикăри районсен хушшинче футбол енĕпе иртекен «Туслăх кубокĕ» ăмăртусене уçма та хутшăннă.

Елчĕкре «Астăвăмпа мăнаçлăх — ăрусен чĕринче» парад иртнĕ: шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата педагогсем факел йăтса утнă. Вĕсем хыççăн — «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем вăрçăра вилнĕ салтаксемпе офицерсене асăнса пĕр минут шăп тăнă, палăк умне гирляндăсем хунă. Николай святитель чиркĕвĕнче кашниех çурта лартма пултарнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Елчĕкре савăнăçлă митинг иртнĕ.

Патăрьелти Мухтав обелискĕ умĕнче Çĕнтерÿ кунне халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă митинга çын йышлă пухăннă. Пурне те хумхантаракан самант — шкулта вĕренекенсем тата аслисем хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн тата ытти тăванĕн, çĕр çинчи тăнăçлăхшăн кĕрешсе пуç хунисен, сăнÿкерчĕкĕсене мăнаçлăн йăтса утни: «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем те митинга килнĕ. Çак сăнÿкерчĕксем çине куççульсĕр пăхаймастăн: пирĕн çывăх çыннăмăрсем ывăлĕсемпе хĕрĕсене, мăшăрĕсене, пиччĕшĕ-шăллĕне, ашшĕсене… çухатнă.

Велосипедпа çитнĕ «почта» мероприятие килнĕ ветерансене тата тыл ĕçченĕсене виç кĕтеслĕ саламлă çырусем парса тухнă. Митинга хутшăннисене райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков тата сумлă ытти хăна саламланă.

Муркаш районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине халалласа çамрăк автомобилистсен хушшинче авточупу йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. «Муркаш — Çатракасси — Ятман — Анатри Панкли — Йÿçкасси — Исетерккĕ — Отарккă — Муркаш» маршрутпа чупăва тухнисем паттăрсен палăкĕсен умне гирляндăсем хунă, Йÿçкассинчи стадионра «71 авточисло» евĕр тăрса тухнă. Ку мероприятие виççĕмĕш çул ĕнтĕ Çатракасси ял тăрăхĕнчи хастар çамрăксем Димитрий Федоров ертсе пынипе йĕркелеççĕ. Кăçал 25 автомобиль çинче те ялавсем, Георгий хăйăвĕсем, Аслă Çĕнтерÿ темипе çыхăннă наклейкăсем пулнă. Шупашкарта пурăнакан Константин Трофимов тата Дмитрий Федотов тăрăшнипе авточупăва квадрокоптерпа усă курса ÿкернĕ. Çак видеоматериалпа Муркаш район сайтĕнче паллашма пулать.

Муркаш районĕнче кăсăклă ытти мероприяти те иртнĕ, çав шутрах — митинг та. Райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев 9845 ентешĕ çапăçу хирĕсенче юн тăкнине, вĕсенчен çурри ытла унтах выртса юлнине палăртнă. Паянхи куна районта вăрçа хутшăннă 31 ветеран çеç пурăннине пĕлтернĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Фоторепортаж

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.