Лагерь, разведшкул… Кинори пекех

11 Мая, 2016

Хăрушсăрлăх органĕсем /НКВД, НКГБ, çарăн «Смерш» контрразведки/ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче фашистсен Германине çапса салатассишĕн чăннипех те пысăк ĕç тунă.

Пысăк улшăнусем

Хăрушă çапăçусем пуç-лансанах хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркеленĕ. Вăрçă Хĕç-пăшаллă Вăйсен тытăмĕсене çеç мар, хăрушсăрлăх органĕсенне те çĕнетме хистенĕ. Часах вĕсен ĕçне йĕркелекен саккунсене чылай улăштарнă. НКВД органĕсемпе çарĕсен тивĕçне сарнă. Пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри çапăçусенчи çарсен тылне хÿтĕлесси пулнă. НКВД чаçĕсем 1939-1940 çулсенче совет-финн кампанийĕнче çак енĕпе паха опыт пухнă пулин те вăрçă театрĕн кăткăслăхĕсем тыла сыхлакан çарсен право статусĕпе, вĕсем хăш органсене пăхăнса тăрассипе, вĕсене регламентацилессипе çыхăннă ыйтусене çивĕч кăларса тăратнă.

Хĕрлĕ Çар тылне хÿтĕленĕ НКВД çарĕсем çинчен калакан положение 1942 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Аслă вăрçă пуçлансан 10 уйăх иртсен çеç, вăя кĕртнĕ. Оборона тата СССР Шалти ĕçсен халăх комиссарĕсен заместителĕсем Б.М.Шапошниковпа А.Н.Апполонов алă пуснăскерте çакна палăртнă: «Фронтсен тылне сыхлассине Фронтсен çар канашĕсем йĕркелеççĕ тата çак ĕçе НКВДăн çар чаçĕсемпе тыл учрежденийĕсем, НКВДăн асăннă тĕллевне пурнăçлама уйăрнă ятарлă чаçĕсем тăваççĕ. Çар тылне хÿтĕлекен НКВД чаçĕсен умне диверсантсемпе, шпионсемпе тата фронтсен тылĕнчи бандит эшкерĕсемпе кĕрешме, фронтсен тылне вĕçсе çитекен самолетсенчен пăрахса хăваракан тăшмансен пĕчĕк отрячĕсемпе ушкăнĕсене /автоматçăсем, парашютçăсем, пĕр-пĕрне систерекенсем т. ыт. те/ пĕтерме, Фронтсен канашĕсен йышăнăвĕпе хăшпĕр чухне çыхăнăвăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене хураллама тĕллев лартас».

Çав положенипе килĕшÿллĕн Степан Ефимович Белолипецкий /1940 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи çу уйăхĕччен — Чăваш АССР шалти ĕçсен халăх комиссарĕ/ ертсе пынипе Чăваш Енри хăрушсăрлăх органĕсем тăшман шпионĕсемпе, диверсанчĕсемпе, тылри общество пурнăçне пăтратакансемпе пĕр хĕрхенмесĕр кĕрешнĕ, дезертирсене тытса чарнă. Вăрçă çулĕсенче совет влаçне хирĕçле ĕç тунăшăн 1500 ытла çынна, вăл шутра нимĕçсем патне çитерме информаци пухнă шпионсене арестленĕ.

Трак енрен,фельдфебель

Германин разведкăпа контрразведка органĕсем вăрçă вăхăтĕнче пирĕн çĕршыва янă сотрудникĕсемпе агенчĕсене, фашистсен карателĕсемпе националистсен чаçĕсенче пулнисене тăрă шыв çине кăларассишĕн пуçланă ĕçе вăрçă хыççăн та тăснă.

Сăмахран, Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ çын РСФСР Уголовлă кодексĕн 58-I статйинче пăхнă преступлени тунă пирки Чăваш АССР Патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕн следстви уйрăмĕ 1954 çулхи раштав уйăхĕнче ĕç пуçарнă. Вăл 1941 çулхи утă уйăхĕнче нимĕçсен аллине, каярахпа тыткăнрисен Берлин районĕнчи Вульгайд лагерьне лекнĕ, çу-раштав уйăхĕсенче нимĕç агенчĕ-пропагандисчĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Хĕрлĕ Çар тылĕнче диверси тума, шпион пулма килĕшнĕ. Ăна тата икĕ пропагандиста нимĕçсен Смоленскри разведка-диверси шкулне куçарнă.

1943 ç., нарăс уйăхĕ: пирĕн ентеш — разведкăн «Абверкоманда-103» ушкăнĕн штатри сотрудникĕ. Пирĕн çар тылне янă тата унтан таврăннă агентсене шута илессипе ĕçленĕ, 350-шĕ валли суя документ хатĕрленĕ. 1943 ç., пуш уйăхĕ: Германи çарĕсен тĕп фрончĕ çумĕнчи «Абверкоманда-203» разведорган штабне куçарнă. Унта та пирĕн пата яракан агентура валли суя документсем тунă. 1-Г пай Германи капитуляцийĕчченех çак ĕçе пăрахман. Служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна малтан унтер-офицер, темиçе уйăхран фельдфебель ятне панă, икĕ медальпе наградăланă.

Унăн СССР умĕнчи преступленине нумай кÿнтелен кăтартăвĕпе, хăй хатĕрленĕ суя документсемпе, НКВД агентсене тытса чарнă чухне туртса илнĕскерсене графика экспертизи витĕр кăларса çирĕплетнĕ. 1955 çулхи ака уйăхĕнче Атăлçи çар округĕн çар трибуналĕ ăна 7 çула ирĕклĕх прависĕр хăварнă, СССР гражданинĕн прависене 3 çуллăха туртса илнĕ.

Лагерьте — «йĕкехÿре»!..

1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче тепĕр ентеш /Етĕрне районĕнчен/ — Германи разведкин агенчĕ, маларах пирĕн çарта хĕсметре тăнăскер — НКВД «танатине çакланнă». Пуш уйăхĕнче ăна РСФСР Уголовлă кодексĕн 58-I статйинче пăхнă преступлени тунăшăн персе вĕлерме йышăннă. СССР Аслă сучĕн коллегийĕ приговора улăштарнă — ĕçлеттерсе юсамалли лагере 10 çула янă, 5 çуллăха çĕршыв гражданинĕн прависемсĕр хăварнă.

Мĕншĕн айăпланă-ха? 1941 ç., çурла уйăхĕ: тăшман енне хăйĕн ирĕкĕпе куçнă. Тыткăнрисен Киев облаçĕнчи Белая Церковь хулинчи лагерĕнче нимĕçсем майлă ĕçлеме килĕшсе тăшмана пуçĕпех сутăннă. Лагерьте 12 коммуниста, политработника, еврее тĕллесе кăтартнă. 1943 çулта вăл — тыткăнрисен Румынири лагерĕнче. Икĕ еврее сутнă, ял-хулара пытаннă десантник-парашютистсене хÿтерме хутшăннă. 1944 ç.: пирĕннисем ăна ыттисемпе пĕрле тыткăнран хăтарнă. Следствире, суд ларăвĕсенче тăван çĕршыва сутнине йышăннă.

1942 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕ-шĕнче НКВДăн Улатăр хулин уйрăмне çамрăк арçын кĕрсе тăнă. Пакунли унран устав хушнă пек: «Ăçтан, кам, пирĕн пата мĕншĕн кĕтĕр?» — тесе ыйтнă. «Борис Алексеевич Киселев, 1914 çулхи, Улатăр районĕнчи Иваньковăра çуралнă — нимĕç шпионĕ, диверсанчĕ, оперативлă псевдоним — «Гончаров», — хуравланă лешĕ. Дежурнăй малтан ку çын аташать пуль тесе иккĕленсе тăнă. Диверсант текенни хăйне ĕненменнине туйса кĕсйинчен револьвер кăларса хурсан çеç ăна пĕччен лармалли камерăна хупнă.

Бухенвальдран — разведшкула

Вăл мĕн пĕлтернĕ-ха? Киселев фашистсен тыткăнне лекнĕ, ытти салтак-офицерпа пĕрле Бухенвальдра пулнă. Çĕршыва таврăнассишĕн 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче лагерьти Вырăс националисчĕсен çар союзне кĕнĕ. Çав организаци нимĕç командованийĕ хушнă пек ĕçленĕ. Киселев та, чылайăшĕ пекех, унăн идеологине чун-чĕрене хывнă.

Лагерьте Киселева мĕн кĕтнĕ? Е йĕплĕ пралука ярса тытсанах электричество çапса антарнăран самантрах пурнăçран уйрăлатăн, е пĕрмай хĕненĕрен, выçăхса минренĕрен майĕпен хытса выртатăн, е рейх хĕсметĕнче тăма килĕшсен пурнăçа сыхласа хăваратăн. Разведшкулта вĕреннисене шпион-диверсант тĕллевĕсене пурнăçлама Хĕрлĕ Çар тылне янине пытарман. Киселев вилĕм патне туртакан вăййа выляма килĕшнĕ.

1942 ç., утă-авăн уйăхĕсем: малтан Ленинград облаçĕнчи Ораниенбаум, каярахпа Польшăри Яблонь разведшкулĕсенче вĕреннĕ. Иккĕмĕшне 1942 çулхи пуш уйăхĕнче Люблин /Польша/ хулинче йĕркеленĕ. Унăн официаллă ячĕ — Яблонь гауптлагерĕ е СС уйрăм чаçĕ. Кунта вырăссене уйрăм хупса усранă лагерьсенчен, «Цеппелин» зондеркомандисенчен илсе пынă. Хамăр çар тылĕнче разведка, радиоçыхăну, совет командованийĕн чи пысăк ертÿçисем тĕлĕшпе теракт йĕркелеме, оборона объекчĕсене сывлăша сирпĕтме, ятарлă хĕç-пăшалпа усă курма 200 яхăн курсанта харăсах 3-6 уйăх вĕрентнĕ. Киселев, вĕренÿре ытти курсантран маларах пынăскер, разведка-диверси ăсталăхне хăвăрт алла илнисĕр пуçне таврара куçĕ мĕн курнине хăвăрт астуса юлнă. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче тыла пăрахакан пĕр ушкăн ертÿçи пулма ăна ахальтен шанман.

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче самолет Смоленск аэдромĕнчен сывлăша çĕкленсе хĕвелтухăçнелле çул тытнă. Шалта икĕ енĕпе тăршшĕпех диверсантсем ларса тухнă. Ульяновск облаçне çитиччен пурте парашютпа сиксе юлнă. Хăйсен черетне Киселевпа Закиров та /вăрттăн хушамачĕ — «Ягудин»/ кĕтнĕ. Тĕллевĕсене пурнăçлама — должноçри çынсене хăйсене майлă çавăрма — темиçешер пачка укçа, карттă, икĕ пистолет, тăватă граната, 50 патрон, суя документсем, раци, граждан тумтирĕ, ятарлă амуници, апат-имĕç панă. «Гончаров» кутамккине пысăках мар пичет станокĕ, ещĕк тулли взрывчатка тултарнă. Унăн пирĕн çарсем ăçта йĕркеленни, чукун çул станцийĕсенчен мĕнле эшелонсем иртни çинчен пĕлтернисĕр пуçне Совет влаçĕпе коммунистсен партине хирĕçле листовкăсем пичетлесе Хусанта сармалла пулнă. Рацин условнăй кодне «Ягудин» радист çеç пĕлнĕ. Смоленскран тухнă хыççăн 3 кунран вăл шкулпа çыхăнасса кĕтнĕ.

Легенда тăрăх — Киселев аслă лейтенант госпитальте сипленнĕ хыççăн тăван ялĕнче пĕр хушă пурăнса сывлăхне çирĕплетме таврăнать. Иккĕшне Хусанти оборона предприятийĕсене сывлăша сирпĕтме задани панă. Киселевăн ăна пурнăçлама Закиров тăванĕсене е çывăх çыннисене явăçтармалла пулнă. Вĕсем тар туса кăларакан зоводра ĕçленĕ. Операци ăнăçлă иртни çинчен разведшкула пĕлтерме, унтан çĕнĕ заданипе инструкци илме «Ягудина» хушнă.

Киселевпа Закирова графикпа килĕшÿллĕн Ульяновск облаçĕнчи Чуфарово станцийĕнчен инçе мар вырăнта самолетран парашютпа пăрахса хăварнă. Сĕм тĕттĕмре пĕр-пĕрне шыраса тупайман, кашнин хăйĕн çулĕпе утма тивнĕ. «Гончаров» Улатăра çитнĕ. НКВДра «Ягудин», ушкăн тĕллевĕсем çинчен пĕр пытармасăр каласа кăтартнă.

«Хăнана» Хусанта кĕтнĕ

Киселев диверси заданине пурнăçлас темен. Хаклă информатора Улатăртан Мускаври Бутырка тĕрмине куçарнă. Каллех — вăрăм допроссем. Официаллă пĕлтернисенче Киселев тăшман агенчĕ мар — патриот, хăйĕнпе разведшкулта вĕреннĕ 20 диверсанта тăрă шыв çине кăларма пулăшнă. Вăл НКВДна кирлĕ оперативлă информаци панине тивĕçлипе хакланă, 1944 çул пуçламăшĕнче ăна ĕçлесе юсанмалли лагере 3 çула яма йышăннă.

Тыткăна лекнисене пурне те Уголовлă кодексри «Тăван çĕршыва сутнăшăн» статьяпа айăпланă. 36 уйăх уншăн хăвăрт иртнĕ. Улатăр районне таврăннă, Алтышевăри вăрман промхозĕнче вăй хунă, лайăх ĕçлекенсен йышĕнче шутланнă. 1966 çулта унăн ĕçĕсенче преступлени паллисем çук тесе приговора пăрахăçланă.

Улатăрта Киселевран «Ягудин» çинчен пĕлнĕ хыççăн НКВДăн Хусанти сотрудникĕсем «хăна» унта çитессе кĕтнĕ. Хабри Закиров Чуфарово станцине кĕмен, Улатăр еннелле темиçе кун утнă. Укçин пĕр пайне çĕре чавса чикнĕ. Станцире Хусана каякан пуйăса ларнă. Кĕсье тулли укçа-çке! Вырăна çитсенех пасара кĕнĕ. Ăна пĕр ялта çитĕннĕ тантăшĕ, Закиров хыпарсăр çухалнине пĕлнĕскер, палласа илнĕ те милицие систернĕ. Çапла агент НКВД кутускине лекнĕ.

Каллех — Улатăр патĕнче

Унпа пĕр разведшкулта пĕлÿ пухнă диверсантсенчен контрразведчиксем «Ягудин» мĕнлерех çын пулнине малтанах пĕлнĕ. Закиров хăйне асаплантарса допрос тăвасса кĕтнĕ, анчах оперсем çапкă-çупкă пама васкаман. Тен, хăйне йывăр айăпламĕç тесе Хусана мĕн тĕллевпе килнине пĕр пытармасăр каласа панă. Кăтартăвĕсемпе разведшкултан Ярославльпе Хусана нимĕçсем янă Кирилловпа Киселев тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене тĕпченĕ чухне усă курнă. Диверси акчĕ туманнине кура Закиров та вилĕмрен çăлăнса юлнă. Айăплав вăхăтне ĕçлесе юсанмалли лагерьте ирттернĕ.

Пирĕн контрразведчиксем вăр-çă çулĕсенче Улатăр патĕнче нимĕçсен тата икĕ агентне — Фурмановпа Смирнова — хуптĕрлесе тытнă. Разведшкул вĕсене те Хусанти оборона предприятийĕсене сăтăр тума хушнă. НКВД иккĕшне те арестленĕ хыççăн разведшкулпа радиовăйă йĕркелесе суя информаципе тивĕçтернĕ. Хăрушсăрлăх органĕсем вăрçă çулĕсенче тăшманпа оперативлă радиоçыхăну тытса нимĕç разведкин 400 ытла агентне «танатана лектернĕ».

Юрий МИХАЙЛОВ

Редакцирен. Материала Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби тивĕçтернĕ документсемпе усă курса пичете хатĕрленĕ. Тĕпчеве вулакансем патне çитерме пулăшнăшăн «Хыпар» редакцийĕ ăна тав тăвать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.