Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
1930 çул. Ырлăх-пурлăха хăйсен вăйĕпе пухнă Кĕркурипе Кçени çул çитмен виçĕ ачипе тинех çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Ĕçченскерсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Арман тытнă, таврари ялсенчи халăха çăнăх-кĕрпе авăртса панă.
Инкек кĕтмен çĕртен сиксе тухнă: чĕнмен хăнасем вуниккĕн пырса кĕнĕ вĕсем патне. Упăшкипе арăмне сĕтел хушшине ларма хушнă, çурăм хыçĕнчи винтовкисене вĕсен умне хунă. Хĕрĕпе икĕ ывăлне картишне кăларса янă. Хăйсем мĕн тĕллевпе килнине хиврен пĕлтерсе аслисене те пÿртрен хăваланă. Унтан аркатма-тустарма пикеннĕ, выльăх-чĕрлĕхе илсе кайнă, çемьене ăшă тумтирсĕр, тÿшек-минтерсĕр хăварнă. Пÿрт тăррине сÿтсе антарнă чухне чĕкеç йăви тухса ÿкнĕ, унпа пĕрле — тĕкленсе çитеймен чĕпĕсем. Тăхăр çулти Коля ял куштанĕсенчен мĕн те пулин пытарса хăварасси çинчен шухăшлас вырăнне шиплетекен чунсене хăй çумне чăмăртаса тунката çине кайса ларнă, куççулне шăла-шăла: «Вăйсăрскерсем мĕнле пурăнĕç-ши?» — тесе куляннă. Инкек-синкек арçын ачан ырă кăмăлне улăштарма пултарайман. Чунĕпе çут çанталăк еннелле туртăннă, пĕлÿ илсе ăслă çын пулма ĕмĕтленнĕ.
«Мана чăлт шурă лаша пачĕç…»
Шăллĕнчен икĕ çул аслăрах аппăшĕ Анна Григорьевна /шел, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/ хăйĕн асаилĕвĕнче палăртнă тăрăх — Николай лара-тăра пĕлмен арçын ача шутланнă. Граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев пек паттăр командир пулма ĕмĕтленнĕ. Йĕлтĕрпе хăвăрт чупнă. Çивĕч ăсĕпе палăрса тăнă. Малтан — Сыпайкассинчи пуçламăш, унтан — Çÿлтикассинчи виçĕ класлă, кайран Ишлейри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ.
Вĕрентекен пулас ĕмĕтпе Шупашкарти учительсен институтне кĕнĕ. Анчах студент пурнăçĕ нумая пыман: 1939 çулхи кĕркунне 18 çулти каччăн салтак ячĕ тухнă. Чикĕне сыхлакан çар чаçне хĕсмете лекнĕ вăл. Тăванĕсем патне: «Мана чăлт шурă лаша пачĕç: кавалеристсен командирĕсен шкулĕнче вĕренетĕп…» — çырнă салтак.
Ентешĕн ĕмĕт-тĕллевне ылханлă вăрçă таптанă-аркатнă. Николай Яшков хĕсметре тăракан утлă çар ахăр-самана пуçланнă малтанхи кунах çапăçăва кĕнĕ. Тан мар тытăçура салтаксенчен чылайăшĕн кун-çулне тăшман пульли татнă е вĕсене сусăрлатса хăварнă. Николай Яшков та вăрçă арманĕн чулĕ хушшине лекнĕ. Йывăр аманнă каччă тăна кĕрсе куçне уçнă кăна, хăрушă ÿкерчĕк ума тухса тăнă: гитлеровецсем тăрайман-утайман салтаксене пере-пере пăрахнă, сыввисене пăшалпа тĕллесе уйрăм ушкăна тăратнă. Ураран ÿкес мар тесе вăл пур-çук вăйне пухса, шăлне шатăртаттарса ура çине çĕкленнĕ, тĕшĕрĕлсе анасран сехĕрленсе аллине пÿрнесем хуçăлса каясла чăмăртаса тытнă.
Унтан — тыткăнри чĕр тамăк. Вĕри юнлă, тапса тăракан вăй-халлă Николай чунĕ ирĕкелле талпăннă, вилĕме çĕнтерес, тăшмана тавăрас туртăм кунран-кун амаланнă. Меллĕ самантра вăл тыткăнран тухса тарма пултарнă.
Муркаш районĕнчи Сыпайкассинчи ашшĕпе амăшĕ аслă ывăлĕ килтен тухса кайнăранпа икĕ çул иртсен кăна хыпар илнĕ. Николай Белоруссире партизанра çÿренине пĕлтернĕ. Çырăва ăçтан янине кăтартман, адресĕ — симĕс вăрман тесе кăна палăртнă. «Çырăва кайăкран парса яратăп, — тесе çырнă. — Чĕрĕ таврăнсан — каласа парăп, таврăнмасан — асăнса пурăнăр мана. Чĕре тапнă чухне фашистсене чылай пĕтерĕп-ха».
Тăванĕсем унран тек хыпар кĕтсе илеймен. Иккĕмĕш ывăлĕ Иван фронтра паттăрла вилни çинчен кĕçех «хура хут» илнĕ вĕсем.
«Утмашкăн анне вĕрентсе çитереймен…»
Çыхăнăва йĕркелесе тăракан Павел Будько шăммипе тирĕ юлнă, шалалла путса кĕнĕ куçĕсем çапах та хĕм сапакан Кольăна отряда илсе пынă. «Искра» партизанĕсем Червинск, Березников, Смолевичи тата Минск районĕсенче çапăçнă, тылри тăшмана канăç паман.
Темиçе кунранах Николай Яшков пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Унашкаллисем пĕрре кăна мар пулнă: юлташĕсемпе — Владимир Батурăпа, Тимофей Измайловпа, Анатолий Николаевскипе, Вячеслав Горбатовичпа, Колшебек Исмановпа, Анатолий Ищукпа, Анар Иманалиевпа тата ыттисемпе — операцие ăнăçлă ирттерессишĕн пурнăçа шеллемесĕр хăюллăн та харсăррăн кĕрешнĕ.
Яшкова пурте хисепленĕ: паттăрлăхĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн, ыттисене пулăшмашкăн кирек хăçан та хатĕрришĕн. Партизансем инçе çула пуçтарăннă-и е çывăххине-и — Николай унта хутшăнас тĕллевлине пуринчен малтан пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах вăл сывă маррине отряд командирĕ тата тухтăрĕ кăна пĕлнĕ: пĕçĕ шăммине тăрăнса ларнă снаряд ванчăкне пула суранне ниепле те ÿт илеймен. Çавна май каччă сулкаланса çÿренĕ. Утти мĕншĕн стройри салтакăнни пек пулманнине пĕлесшĕн çунакансене хăй пĕр евĕрлĕ хуравланă: «Утмашкăн анне вĕрентсе çитереймен…»
Пĕр шиксĕр-хăравсăр çын пулнă ентеш. Заданисене хăй ыйтса кайнă. Ыттисем те унран юлман. «Ăçта Яшков — унта ăнăçу», — çапла шухăшланă вĕсем.
1944 çулхи пуш уйăхĕнчи çапăçу Николай Яшковшăн юлашки пулнă.
…Партизансен бригадисем çапăçнă хутлăхра тăшман гарнизонĕсем тĕп позицисене йышăннă тĕслĕх те пулман мар. Борисов районĕнчи Верески ялĕнче шăп çапла пулса тухнă. 1944 çулхи çуркунне «Искра» тата «Мститель» отрядсем унта вырнаçнă гарнизона тĕп тумашкăн пысăк операци ирттерме палăртнă.
Штурма тĕплĕн хатĕрленнĕ: партизансем виçĕ ушкăна уйрăлса /пĕрремĕшне Николай Яшков ертсе пынă/ пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕрле позицие тухнă, вăрманти уçланкăра вырнаçнă. Юнашарах — тăшман гарнизонĕ. Командир сывлăша симĕс ракета кăларса ярсанах партизансем малалла ыткăннă, Яшков ушкăнĕ дзота çĕмрен пек пырса кĕнĕ, темиçе салтакпа офицера тĕп тунă. Гарнизонăн тĕп çуртне вут хыпса илнĕ, дзотсем шăпланнă. Çакна кĕтмен тăшман малтанах çухалса кайнă, унтан хирĕç тăма пуçланă: путвалсенче тĕпленнĕ эсэсовецсем урса кайса пенĕ. Çулăм ярса илнĕ казармăра та пăшал сасси кĕрлесе тăнă. Николай Яшков çав çурта вирхĕннĕ, ун хыççăн — Иосиф Зинькевич, Леонид Хлопяников, Василий Тайбухтин тата пĕрремĕш ушкăнри ытти партизан. Вĕсем казармăри гитлеровецсен пулемет ушкăнне пăчлантарнă.
Отряд командирĕ Владимир Дерябин асаилĕвĕ тăрăх — тăшмана çар хатĕрĕпе тултарнă путвалтан тĕтĕрсе кăларма çăмăл пулман: пулăшу ушкăнĕсем вирлĕн çунтарнине пăхмасăр бетон стенасене аркатайман.
Çав вăхăтра «Мститель» отряд командирĕ çул тăрăхĕсене лартнă минăсем сирпĕннĕ хыççăн тăшман броневикĕсем тавран çаврăнса хăйсен салтакĕсене пулăшма васкани çинчен пĕлтернĕ. Хыпар илсе çитернĕ çынна Николай Яшков та итлесе тăнă. Лару-тăрăва ăнланса илнĕскер хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ: танксемпе кĕрешмелли хĕç-пăшал пуррисем хĕрринчи чÿречесене – путвал амбразурисене — персе тăраççĕ, хăй вара çунакан çуртран вĕсем патне шăвăнса пырать. Паллах, нимĕç тумне тăхăнса ĕнтĕ. Анчах гитлеровецсем ăна тÿрех тĕлленĕ. Яшков ÿкнĕ, унтан сиксе тăнă та хĕрринчи чÿрече патнелле вирхĕннĕ, автоматран пере-пере путвала кĕнĕ. Вилмеллех аманнăскер эсэсовецсене путвалăн хăй ярса илнĕ кукрине кĕртмен. Юлташĕсене вара кунтан васкавлăн тухма ыйтнă.
…Вăйлă вут-çулăм çĕре кисретнĕ, хĕç-пăшал склачĕ сывлăшалла сирпĕннĕ, тĕтĕм-сĕрĕм вун-вун фашиста тĕп тунă. Вĕсемпе пĕрле Николай Яшков комсомолецăн кун-çулĕ те татăлнă.
«Пĕррехинче Николай хăйĕн адресне пĕлтерсе: «Вилес пулсан эпĕ мĕнле çапăçни çинчен тăван киле аттене çырса пĕлтер», — терĕ. Вăл ыйтнине пурнăçларăм. Вăрçă хыççăн Григорий Тимофеевичпа, каярахпа аппăшĕпе Анна Григорьевнăпа чылай вăхăт çыру çÿретрĕмĕр.
Пирĕн отрядра чăваш халăх ывăлĕсем татах пулнă. Федор Углева /Çĕмĕрле районĕ/, Петр Семирзина, Василий Тайбухтина /иккĕшĕ те Ульяновск облаçĕнчен/ лайăх астăватăп. Вĕсем Белоруссие фашистсенчен ирĕке кăларичченех хăюллă çапăçрĕç», — çак йĕркесем «Искра» отряд командирĕ пулнă Владимир Дерябин асаилĕвĕнчен илнĕскерсем.
Ячĕ вилĕмсĕр
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Минскри музейĕнче «Искра» отрядпа паллаштаракан экспонатсем пуян. Стена çинче — паттăр партизансен сăнÿкерчĕкĕсем. Вĕсен хушшинче Николай Яшков та пур.
Çывăх тăванĕсем Беларуç çĕрĕнче пĕрре кăна мар пулнă, Смолевичи хулине çитсе килнĕ, Николай ĕмĕрлĕх канăç тупнă тăванла масарта партизансен ячĕпе çĕкленĕ палăк умĕнче пуçĕсене тайнă. Унта ылтăн саспаллисемпе çырнă вун-вун хушамат хушшинче Николай Григорьевич Яшков ячĕ-шывĕ те пур. Юлашки çапăçура пуç хунисене Верески ялĕн çыннисем тăванла масарта пытарнă. Николай склада сирпĕтнĕ чухне хăрах аллисĕр пуçне унран нимĕн те юлман…
Манмаççĕ хăйсене тăшманран ирĕке кăларассишĕн пуç хунă чăваш каччине инçетри Беларуçре. Ентешĕсем те Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне манăçа кăлармаççĕ.
Валентина ИЛЬИНА
Комментировать