«Арçынсăр та йывăр, арçынпа та çăмăл мар»

11 Мая, 2016

Вăрçă нуши-тертне тÿснĕ хĕр-упраç вăй-хал енчен кăна мар, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те çирĕпрех. Вĕсем сивве те, выçлăха та парăнтарнă. Нăйкăшман, ÿпкелешмен, шăпа çапла тухнăшăн пуç усман.

Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашара пурăнакан 96 çулти Ольга Фомина ялта чи асли паян. «Пĕр класра вĕреннĕ 37 ачаран эпĕ кăна пурăнатăп. Шкулта 4 класс анчах вĕренейнĕ. Ĕçлемелле, аттепе аннене пулăшмалла пулнă. Аттене Михаил Фомича ямшăксем тимĕр парса яратпăр тесе улталаса лартса кайса Саланчăк патĕнче вĕлернĕ. «Укçуна нумайрах ил», — тенĕ ăна хайхисем килтен тухас умĕн. Çывăх çыннăмăр шаннă — икĕ лашапа кайнă. Çемьере 4 ача çитĕнтĕмĕр эпир. Пичче Григорий вăрçăран аманса таврăнчĕ, Николая вара фронтран кĕтсе илеймерĕмĕр. Павел вăрçă хыççăн ял канашĕн председателĕнче вăй хучĕ. Эпĕ 16 çулта дояркăра ĕçлеме пуçларăм. Тури Кăмаша ферминче 11 ĕнене алăпа сăваттăм. Кăвак çутăллах тăраттăм. Вăрçă çулĕсенче «1-мĕш май» колхозра кладовщикре тăрăшрăм. 1947 çулта Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялне качча илсе кайрĕç. Ман пирки: «Унăн тырри те, укçи те нумай», — тенĕ евчĕ Павăла. Юрату мĕнне пĕлмен, арçын сахал пулнă та — каяс тенĕ... Мана хайхи упăшка укçашăн хирме пуçларĕ. «Пальто илсе пар, шăлавар туянса пар», — тет. Пĕр-икĕ уйăхранах, эпĕ тупрасăр хĕр пулнине ăнланса илсен: «Усрамастпăр, пĕрех укçи çук», — текелеме пуçларĕ. Вара мана ял канашĕн председателĕнче ĕçлекен пичче пырса илчĕ. Тепĕр 8 уйăхран татах качча илсе кайрĕç. Ку хутĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси йĕкĕтне Иван Кадемейкина тупса пачĕç. Манран 7 çул кĕçĕнрехчĕ вăл. Евчи ман пирки каллех: «Укçи нумай унăн», — тенĕ. Эпĕ тупраллă хĕр пулнине вăл та ĕненнĕ. Ара, эпĕ 5 çул колхозăн тырă кĕлечĕсен «хуçи» пулнă-çке-ха... Килте тата икĕ ĕне, лаша, сурăхсем тытнă... Апи те /амăшне çапла калаççĕ. — Авт./ Екатерина Васильевна çивĕч хĕрарăмччĕ. Колхоза кĕриччен килте 3 ĕне, 3 лаша усранă. 16 çул пурăннă хыççăн мăшăрăм вербовкăпа Мускава тухса тарчĕ. Икĕ ачапа ют çĕрте пурăнма çăмăлах марччĕ. Вара мана каллех пичче пырса илчĕ. Колхоз ферминче сурăх кĕтĕвне пăхакан çук терĕ. Кĕтÿçе вырнаçрăм вара», — иртнине аса илчĕ Ольга Михайловна.

Ольга Фомина вăрçă вăхăтĕнче ялти хĕрсемпе, кинемейсемпе, мучисемпе пĕрле Сăр хĕрринче, Волга поселокĕ çывăхĕнче, окопсем чавнă. Çĕрпÿртре выртса тăнă. Выçăллă-тутăллăскерсем çĕрлечченех ĕçленĕ. «Хĕлле ура шăнса хытатчĕ, эпир çăпата кăна сырнă-ха та. Вăрманта шĕшкĕ кăчкине пухаттăмăр та пашалу пĕçереттĕмĕр. Тĕрлĕ курăк, пăчкă кĕрпи, уйран çĕрĕк çĕрулми пухса çинĕ. Ялти пĕр çемьере вунă ачаччĕ. «Вăрманта курăк хăвармарăм та пулĕ», — тетчĕ вĕсен амăшĕ», — каласа кăтартрĕ ĕç ветеранĕ. Вăл «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Ĕçре хастар та çивĕч пулнăшăн ăна Хисеп хучĕсемпе чысланă. Сурăх кĕтĕвне чылай çул кĕтнĕ вăл. Хĕвелпе пĕрлех тăнă, таврана хура чатăр карсан тин киле таврăннă. Хăй каласа кăтартнă тăрăх — лайăх пăхнипе выльăхсем сĕре мăнтăрланнă, икшер путек туса панă. «Мĕнле лайăх çÿреççĕ сурăххусем кĕтÿре. Эсĕ вăрттăнлăхне пĕлетĕн пулĕ», — тесе пĕрре кăна каламан ăна иртен-çÿрен. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Ольга Фомина колхозра вăй хунă. Икĕ хĕре Зойăпа Райăна ура çине тăратнă. Тĕпренчĕкĕсем иккĕшĕ те медицина енĕпе пĕлÿ илсе Мускавра ĕçленĕ. Халĕ вĕсем те пенсире ĕнтĕ. Паян Улькка аппана кĕçĕнни Рая пăхать.

«Мана качча илес текенсем кайран та пулнă. Кивĕ Атикассине те пынă. Эпĕ вара: «Икĕ ачана çын куçĕнчен пăхтармастăп, макăртмастăп», — теттĕм. «Ку хĕрарăм çирĕп вара!» — тетчĕç çынсем. Арçынсăр та йывăррине, арçынпа та çăмăл маррине аванах чухлатăп. Арçын ĕçне те хамах тунă. Пăчка та хамах хăйранă, мунча кăмаки тунă. Ялти 15 çынна кăмака туса патăм. Çак ăсталăха хам тĕллĕнех алла илтĕм. Арлама, çыхма, тĕрлеме те вăхăт тупнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Хĕр туссем те лайăх пулнă манăн. Йывăрлăхсене пит уяман, яланах шÿтленĕ. Ĕмĕр иртни сисĕнмерĕ те. Халĕ ав ачасем лайăх пăхаççĕ. Пенси параççĕ, пÿрт ăшă, вырăн çемçе. Кун пек телей ăçта вăл? Çавăнпа тата пăртак пурăнасчĕ-ха», — ĕмĕтне пытармарĕ ватă.

«Апи, тавах пурăннăшăн, йывăр пулсан та пире лайăх воспитани панăшăн. 100 çул ытла пурăн», — калаçăва хутшăнчĕ Рая та.

Паян Ольга Михайловна хĕрĕ Мускавран кÿме илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра урама, хĕвел питтине тухса ларма ĕмĕтленет. «Мана, тăлăх хĕрарăма, Турă пăрахмасть, нумай усрать. Анне те 9 теçетке çул ытла пурăнчĕ. Нумай ĕçлени пиçĕхтерет, ĕмĕре вăрăмлатать. Тата, паллах, ырă кăмăллă пулмалла, шÿте юратмалла», — çакăн пек каласа ăсатрĕ мана Улькка аппа.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.