Вăрçă ачин урокĕсем асрах
Çĕньял шкулĕнче ачасене ăс панă Раиса Сотнезова 85 çула çитрĕ. Вăл Услă Пукашра йышлă çемьере çитĕннĕ, кайран кÿршĕри Ваçликассине качча тухнă. Паянхи кунчченех çак ялта пурăнать.
Нумай ачаллă çемьере ÿснĕскер йышра тăваттăмĕшĕ пулнă. Чи асли — Феликс, унтан Антон, Рудик, хăйĕнчен кĕçĕннисем: Коля, Валерий, Эльза. Пурте ашшĕ ăшшисĕр çитĕннĕскерсем. Ашшĕ, Филипп Сотнезов, 1929 çулта ялта колхоз йĕркеленĕ, хастар коммунист пулнă, 1944 çулта Кенигсберг хулине фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне паттăрла вилнĕ. Совет салтакĕсене халалласа лартнă палăк çинче виçĕ ордена тивĕçнĕ Ф.Сотнезов капитан ятне çырса хуни паянхи кун та пур. Кенигсберга унăн ачисем те çитсе курнă. Аслă ывăлĕ те фронтра паттăрлăхпа палăрнă. Феликс Филиппович лейтенант ашшĕне шкулти тĕлпулусенче пĕрмай аса илетчĕ.
Çĕньял, Хуракасси шкулĕсенчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Раиса Шупашкарти пединститута хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ те хăй суйланă тăван Çĕньял Пукаш шкулнех таврăннă.
1956-1966 çулсенче вăл физика-географи предмечĕсем ертсе пыратчĕ. Каярах Раиса Филипповна вĕрентнĕ хĕрсем — Зина Васильева, Надя Еремеева, Зоя Исаева, Манефа Леонтьева — вăтам шкула медальсемпе вĕçлерĕç. Хăйсем те учительсем пулса тăчĕç.
Зина Васильева Уркас Кушкăри шкулта мĕн канăва тухичченех тăрăшрĕ, Таисия Осокина Çатрара вĕрентрĕ.
Çĕньял шкулĕнчи çулсем ĕмĕрлĕхе асра юлчĕç.
Раиса Филипповна шкул программи тăрăх кăна мар, пурнăçа, çут çанталăка юратма, тĕрĕслĕхе вĕрентетчĕ пире. Унăн урокĕсем питĕ чĕрĕччĕ, пире класра кăна пăчăхтарса лартман, çут çанталăка илсе тухма тăрăшатчĕ. Сăмахран, колхозăн тимĕрçĕ лаççинче, Энĕш хĕрринче, йĕтем çинче те уроксем ирттернĕ. Эпир физикăна, ытти предмета та тарăнрах ăнкарма тăрăшса ун хыççăнах çÿреттĕмĕр. Аслати мĕншĕн хытă кĕмсĕртетнине, çиçĕмĕ ăçтан пулнине ăнлантарса паратчĕ пире.
Тĕрлĕ енлĕччĕ Раиса Филипповнăн вĕрентĕвĕ: çил арманĕ те ăсталаттарать, дневник та /кун йĕрки/ çыртарать... Упăшки сарăмсăр вилсен виçĕ хĕрне — Гальăна, Эльзăна, Линăна — пĕчченех ура çине тăратса аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ. Вĕсем пурте медицинăра вăй хураççĕ.
Вăрçă пуçланнă çул вунна кăна пуснăскер хăй те питĕ нушаллă пурнăçа тÿснĕ. Уйра тырă вырнă, çуркунне крахмал пуçтарнă, амăшне ферма ĕнисене кĕтме пулăшнă, аслисемпе Сĕнреш вăрманне выртмана та çÿренĕ.
85 çулти кинемей Ваçликассинче паян пĕчченех кун кунлать. Хĕрĕсем хулара тĕпленнĕ. Хуракасси шкулĕнче ăс пухакансем, тĕрлĕ çулта хăй вĕрентнисем, ăна манмаççĕ, час-часах кĕрсе тухаççĕ. Çулсем иртеççĕ, вăрçă ачисем те пирĕн хушăра сахаллансах пыраççĕ.
Анатолий ПУКАШ.
Комментировать