Патреккелте кашлаççĕ йывăçсем

7 Мая, 2016

Пирĕн çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă та сăваплă куна чыслăн кĕтсе илме хатĕрленсе Елчĕк районĕнчи Патреккел вăтам шкулĕнче те çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсем ачасемпе çамрăксене Тăван çĕршыва, çуралнă кĕтесе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ, историе тĕпчеме хистеççĕ.

Аслă вăрçăра пуç хунисене халалласа шкулта «Çĕнтерÿ сиренĕ» акци ирттернĕ, саккăрмĕш класра вĕренекен хастарсем спортзалпа гараж хушшине 25 тĕм лартнă. Мĕншĕн шăпах — сирень? Шăп Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çурăлать çак тĕм. Хăйне евĕрлĕ вăл, çулçи чĕрене аса илтерет, ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çуркунне, сирень чечеке ларнă вăхăтра вĕçленнĕ. Çавăнпах ăна Çĕнтерÿ символĕ теççĕ те. Ун чухне те, 71 çул каяллахи çу уйăхĕнче, вăрçăран таврăннă паттăрсене сирень чечекĕпе кĕтсе илнĕ.

«Пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун» акцие ытти çулхи пекех кăçал та хастар хутшăннă шкул. Унта уйрăмах пиллĕкмĕш тата улттăмĕш класс ачисем тăрăшнă. Кĕçĕн Пăла юханшывĕн сылтăм айккипе çыран ишĕлесрен шăпăрлансем 250 хыр-чăрăш лартнă, унсăр пуçне çырмана çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртнĕ. Çамрăк хунавсен лаптăкне çулсерен ÿстерме тĕллев лартнă вĕрентекенсем. Патреккелте пурăнакан çутçанталăк тусĕ Ю.Петров та шкул ачисене чылай пулăшнă.

«Çамрăк ăру Тăван çĕршыва юратса ÿстĕр, вĕсем ăна хÿтĕлеме яланах хатĕр пулччăр. Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Халĕ тăрăшсах Гимн вĕренетпĕр. Шел, ветерансем пĕрин хыççăн тепри кайса пĕтрĕç, пирĕн тăрăхра пĕртен-пĕр Петр Кузьмин çеç юлчĕ. Вăл Элекçей Тимеш ялĕнче пурăнать», — терĕ Татьяна Никифорова социаллă педагог.

Елена ГЛУХОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.