Арăм ан систĕрччĕ...

7 Мая, 2016

Манăн хаçат урлă чуна уçас килет. Чăн юратăвăм пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть. Тĕнчере асамлă çав туйăм пуррине çирĕплетсех калатăп.

Ун чухне техникумра вĕренеттĕм. Пире практика вăхăтĕнче пĕр колхоз общежитине вырнаçтарчĕç. Пĕр пÿлĕмре 5-6-ăн выртса тăраттăмăр. Машина-тракторпа хире тухса кайни çаплипех куç умĕнче. Шанса панă вĕт пире техника! Çук, нихăшне те йĕркерен кăларман.

Пĕрле вĕренекен Пашăпа Костя çак ял хĕрĕсемпе телефонпа паллашнă иккен. Вĕсемпе пĕрре те тĕл пулман. Пĕрремĕш каçах Костьăн хырăмĕ ыратма пуçларĕ, ăна «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе кайрĕç. Пире, вырăнти çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупаймасран шикленсе, ĕç хыççăн ниçта та тухма хушман.

Пашăпа Костя çепĕç саслă пĕлĕшĕсемпе тĕл пулма калаçса татăлнă-мĕн. Хĕрсене кĕттерме юрамасть. Паша юлташĕ вырăнне мана илсе кайрĕ. Эпир ывăннине пăхмасăрах тĕлпулăва чупрăмăр. Хаваслă хĕрсем пире урам вĕçĕнчи улах вырăнта кĕтсе илчĕç.

Катьăна пĕрре курсах килĕштертĕм. Вăтанчăклăн пăхни, йăл кулни, шÿтлени тыткăнларĕ мана. Вăл та ман пата туртăннине туйрăм. Мĕнле лайăхчĕ пире иксĕмĕре! Эпĕ ăна çĕрĕпе ыталама хатĕрччĕ.

Пĕр каçхине савнипе тĕлпулăва каймарăм. Мана тантăшсем урăх хĕрсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем çамрăксене килентерме пĕлнине систерчĕç. Мĕншĕн çывăхлантăм-ши паянхи кунпа пурăнакан чиперккепе? Ар çыхăнăвне кĕнине никам та пĕлмест терĕм-ши? Чăнах та, уй — куçлă, вăрман — хăлхаллă.

Çакăн хыççăн Катя манран сивĕнчĕ. Эпĕ ăна каçарма йăлăнтăм, вăл нимĕн те шарламарĕ. Вылянчăк кăмăллă, айван пулнăшăн хама халĕ те ÿпкелетĕп. Анчах, шел, çывăх чавсана та çыртма çук.

Сывпуллашу каçĕнче ăна юлашки хут киле ăсатасшăнччĕ. Вăл вара яхăнне те ямарĕ. Общежити пÿлĕмĕнче пĕчченех выртса çывăртăм. Ыттисем ирчченех хĕрсемпе çÿрерĕç. Сăмах май, Костьăна эрнерен больницăран кăларчĕç. Вăл та çак ялта савни тупрĕ.

Эпир Катьăпа пĕр районтах пурăнатпăр, çавăнпах кайран та тĕл пулнă унпа. Анчах урăх нихăçан та юрату çинчен калаçман. Халĕ иксĕмĕр те çемьелле, ача-пăчаллă. Пурпĕрех манаймастăп ăна, малтанхи пекех чунран саватăп.

Эх, пĕр самантлăха та пулин таврăнасчĕ çамрăклăха, Катьăн куçĕнчен ăшшăн пăхасчĕ! Ăна никампа та улталамăттăм. Анчах эпĕ йăнăшнă. Самантлăх киленĕве пула савнă хĕре ĕмĕрлĕхех çухатнă.

Арăмпа та лайăхах пурăнатпăр. Эпир пĕр-пĕрне хăнăхнă. Ачасен амăшне чунран хисеплетĕп, çапах Катьăна савнă пек юратаймастăп. Хăй кăна ан систĕрччĕ çакна.

Петр К.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.