Тăм тивичченех окоп чавнă

6 Мая, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пирĕн ентешсем окоп чавас ĕçе хастар хутшăннă. Тăпра ан ишĕлтĕр тесе вĕсене хăма-пĕренепе, чулпа çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ хута кайнă — кĕреçе, киркка, лум, кувалда... Шартлама сивĕре те, çил-тăманра та, çумăрпа йĕпе-сапара та ăшталаннă халăх.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче те окоп сахал мар чавнă. Сĕнтĕрвăрри шкулĕнче вĕренекенсем хÿтĕленмелли вырăнсене Аксарин çывăхĕнче хăтланă. Çак ĕçе хутшăннисенчен пĕри — Мария Михайловна Евграфова — çулсем иртсен тăван шкулĕнчех математика вĕрентекенĕнче ĕçленĕ. Йывăр ĕçре пĕр арçын ачана тăм тивнине аса илсе каласа кăтартнăччĕ.

Çĕршывра паллă композитор пулса тăнă Андрей Яковлевич Эшпай, Чăваш Ене Литваран эвакуациленнĕскер, Сĕнтĕрвăрри шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕррехинче тантăшĕсемпе окоп чавма кайсан çÿхе тăхăннăскере /унăн хулăн тумтир пулман/ чутах тăм тивмен. Шăнса кайнăскере киле кайма ирĕк панă.

Сĕнтĕрвăрринчи вăрман, çĕр техникумĕсенче вĕренекенсем Кĕчкей ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă. Ушкăна çар çыннисем ертсе пынă. Вăхăтлăх пурăнма пирĕн ялти Осокинсен çемйинче чарăннă, хăшĕ-пĕри инвалидсен çуртĕнче çĕр каçнă.

Пирĕн ялти икĕ бригада вара Чăнкасси таврашĕнче ĕçленĕ. Окопсăр пуçне пулемет точкисене те купаланă, танкран хÿтĕленмелли сооруженисем те тунă.

«1941 çулта хĕл çав тери сивĕ килчĕ. Хушăран сывлăш температури 45 градус таран сивĕччĕ», — çапла каласа паратчĕ Мария Игнатьевна Кутаркина, шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ педагог.

Иван Романович Гришин асаилĕвĕ те кăсăк: «Атте, Роман Дмитриевич, вĕсен бригади самай пысăк пулни çинчен каласа паратчĕ. 30-35 çын та пулнă. Турханкасси çывăхĕнче окоп чавнă вĕсем. Пĕррехинче атте киле кувалда илсе килчĕ. Унăн окоп чавнă чухнехи ĕç хатĕрне, 8 килограмм таяканскере, халĕ те упратпăр».

Апполинария Григорьевна Гришина вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшнă. Окоп пулнă вырăнсене аван астăвать. Халĕ çав вырăнсенче çуркунне карта кăмпи шăтса тухать.

Çамрăк ăрăва хамăрăн историе тарăнрах пĕлме хавхалантарас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Ача-пăчана хушма пĕлÿ паракан «Эткер» центр, сăмахран, «Великие сыны России — чувашский край, 1551-2016 гг.» конкурс пуçарнă. Ăна Чăваш Ен Раççей йышне кĕнĕренпе 465 çул çитнине халалланă. Шупашкарти 1-мĕш гимназире вĕренекен Константин Масин унта хутшăнма кăмăл туса тĕрлĕ информаци шырама пуçланă та... «Хусан-Сăр хÿтĕленÿ чикки» статьяна тупса вуланă. Ăна Кĕчкейри библиотекăра упранакан материалсем тăрăх çак йĕркесен авторĕ хатĕрленĕччĕ.

Çак кунсенче Константин хăйĕн амăшĕпе пĕрле пирĕн тăрăха экскурсие килсе курчĕ. Тăван ен историйĕпе кăсăкланакан шкул ачине историе кĕрсе юлнă хамăр тăрăхри пулăмсемпе çынсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрăмăр. «Манăçнă паттăрлăх» экскурси вăрçă паттăрĕсене халалланă палăк умне чечек хунипе, тыл ĕçченĕ Иван Гришин патĕнче хăнара пулнипе пуянланчĕ. Иван Романович Костьăна хайхи чаплă «экспоната» — ашшĕ окоп чавнă чухне усă курнă кувалдăна — кăтартрĕ.

Елена ПАВЛОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.