Уяв тĕлне - Астăвăм кĕнеки
Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса тата тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă çар çыннисене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче “Тăнăç пурнăç вăхăтĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисен Астăвăм кĕнеки” кун çути курчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе хатĕрленĕ çĕнĕ кăларăм виçĕ кĕнекерен тăрать. Пĕрремĕш пайĕнче 1979-1989 çулсенче Афган вăрçинче пуç хунă салтаксемпе офицерсем çинчен çырса кăтартнă, иккĕмĕшĕнче — 1990-2010 çулсенче Раççейре тата ун çывăхĕнче пулнă вăрçă-çапăçура вилнĕ çар çыннисем, виççĕмĕш кĕнекене 1946-2015 çулсенче тăнăç пурнăç вăхăтĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне вилнисем кĕнĕ. Уйрăм списокра — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисем /5 томлă “Астăвăм” кĕнекене кĕменнисем/.
Паттăрсен хушамачĕсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă, кĕнекере салтаксен сăнÿкерчĕкĕсем те пур. Унтах вĕсем ăçта çапăçни, хăçан вилни, ăçта пытарни тата мĕнле наградăсене тивĕçни çинчен çырса кăтартнă.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕ
Комментировать