«Кун-çулăр вăрăм, пурнăçăр тулăх пултăр…»

6 Мая, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Аслă ăру гражданĕсемпе инвалидсен социаллă тата сывлăха тĕреклетекен «Вега» центрĕнче канакансемпе тĕл пулчĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

Савăнăçлă мероприятие çавăн пекех ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова, «Вега» центр директорĕ Сергей Иванов хутшăнчĕç.

«Аслă Çĕнтерĕве фронтра çапăçнă салтаксемпе пĕрле тылра ырми-канми ĕçленĕ хастарсем те туптанă. Пире, сирĕн хыççăнхи ăрăва, ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав тăватăп, — терĕ Михаил Игнатьев тĕлпулăва уçнă май. — Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче паттăрсене кирлĕ пек чыслаймарăмăр та пулĕ. Паян вара эсир çине тăнипе кăмăл-сипет пуянлăхне хаклама пĕлекен çамрăксем паттăрлăхăра ăша хываççĕ, пархатарлă ĕçĕре малалла тăсаççĕ, экономикăна аталантарассишĕн вăй хураççĕ, мăнукăрсем инновациллĕ садиксенче воспитани илччĕр, хальхи йышши шкулсенче ăс-тăна тарăнлатчăр тесе тăрăшаççĕ.

Республика ертÿлĕхĕ ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тивĕçлипе хаклать. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăрсене, тăлăх арăмсене — 6 пине яхăн çынна — хваттер сертификачĕсемпе тивĕçтернĕ, çак тĕллевпе 5,6 млрд тенкĕ уйăрнă».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕлпулăва та пушă алăпа килмен: тыл ĕçченĕсене, тăлăх арăмсене — Дина Константиновăна, Мария Митрофановăна /Элĕк районĕ/, Мария Михайловăна /Канаш районĕ/, Елена Милютинăна /Куславкка районĕ/, Зинаида Элеменкинăна /Етĕрне районĕ/ хваттер сертификачĕсем пачĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев ветерансен пĕр ушкăнне Чăваш Республикин Гербĕпе илемлетнĕ алла çыхмалли сехет парнелерĕ.

Уяв сĕтелĕ хушшине пухăннă ветерансем вăрçă çулĕсене аса илчĕç, паттăрлăх юррисене шăрантарчĕç, куллен пулăшса тăнăшăн республика ертÿлĕхне тав турĕç. Хисеплĕ ватăсене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн «Фаворит» ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Сергей Иванов директор сĕннипе социаллă тата сывлăха тĕреклетекен центрăн тĕп корпусĕ умне Михаил Игнатьев, Сергей Димитриев, Татьяна Богданова тата ветерансен пĕр ушкăнĕ асăнмалăх хыр хунавĕсем лартса хăварчĕç.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.