Шупашкарта Туслăх аллейи уçăлчĕ

6 Мая, 2016

Ӳлĕмрен республикăн тĕп хулинче ентешлĕхсен туслăхне вăй парса тăракан йывăçсем ӳсĕç.

Ĕнер Шупашкарти «Çĕнтерӳ» паркра Туслăх аллейи уçăлчĕ. Паха çак акцие Ентешлĕхсен ертӳçисен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Кашни район ячĕпе йывăç лартса тĕрлĕ район пĕрлĕхĕсен представителĕсем хулара тата республикăра иртекен мĕнпур мероприятие хастар хутшăнма хатĕррине çирĕплетме шут тытнă.

Ентешлĕхсен ертӳçисен канашĕн председателĕ Юрий Зорин пухăннисене çак пуçарăва ырласа йышăннăшăн, ăна пурнăçа кĕртме кар! тăнăшăн тав турĕ. "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов республика ертӳлĕхĕ, хула влаçĕ ентешлĕхсемпе яланах тачă çыхăну тытнине, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине палăртрĕç. Вĕсем çак туслăха тата ĕçтешлĕхе çирĕплетсе йывăç лартма килни çинчен пĕлтерчĕç. Акцие çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн членĕсем хастар хутшăнчĕç. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов палăртнă тăрăх — конгресс тата ентешлĕхсем яланах пĕр тĕллевлĕ, пĕр шухăшлă. Çавăнпа та вĕсем хальхинче те йывăç лартма сĕнсен хирĕçлемен — тӳрех килĕшнĕ.

Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем те маттур. Инçе çула хыçа хăварса вĕсем те Шупашкара килнĕ. Малашне тĕп хулара Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр чăвашĕсен йывăçĕсем те ӳсĕç.

Ыркăмăллăх, савăк йыхрав çынсене пĕрлештерни куçкĕрет: «Çĕнтерӳ» парка халăх йышлă пухăннă. Кашниех тăван районне юратнине çирĕплетсе пĕрер тĕм лартрĕ. Çулсем иртĕç. Çак йывăçсем вара çут тĕнчене çĕнĕрен килекен ăрăва туслăха упрамалли çинчен асăрхаттарса кашлĕç те кашлĕç...

Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: