Кăмăл туртăмĕ - ăнăçу тупсăмĕ

5 Мая, 2016

Хĕвеллĕ те çиллĕ çанталăк çĕре палăрмаллах типĕтрĕ. Уйри тракторсем хыççăн тусан самаях йăсăрланать.

- Ака-сухана хирсем типме пуçласанах тухрăмăр, - терĕ Канаш районĕнчи «Цивиль» хуçалăх ертÿçи Вениамин Ефимов. Ĕççине тĕплĕ хатĕрленнĕ: техникăна юсанă, вăрлăх, удобрени, бензин-топливо туяннă.

Уй-хире 7 трактор кăларнă. 3 машинăпа тырă турттарса тăраççĕ. «Çанталăк лайăх тăрсан çураки вăраха каймалла мар», - терĕç ĕçченсем. Механизаторсем хĕвелпе пĕрлех ĕçе тытăнаççĕ. Тавралăх тĕттĕмленичченех уй-хирте тăрăшаççĕ. Вĕсене кунне икĕ хут вĕри апат çитереççĕ.

Вениамин Михайлович вунă çул ытла предприяти лавне туртса пырать. Вĕрентекене хуçалăха ертсе пыма шансан çухалса кайман, çанă тавăрсах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ.

- Малтанхи тапхăрта Петр Иванов агроном нумай пулăшрĕ. Пĕрремĕш çуракине удобренисĕрех ирттертĕмĕр - укçа çитмерĕ. Унчченхи предприяти парăмĕсем те пирĕн çине тиенчĕç. Коллективра малтан 300 çын пулнă. Вĕсене çу каçа пăхса тăма кăшмана пайсемпе валеçсе патăмăр. Ана çине пурĕ иккĕн тухрĕç. Лаптăка çумкурăк пусса илнĕрен тухăç пулмарĕ. Ячĕшĕн шутланса тăракансенчен хăпма тиврĕ. Хальхи вăхăтра 40 çын ĕçлет, çав шутра 5 специалист. Çĕр лаптăкĕ вара унчченхинчен те пысăкрах, 1600 гектар. Çапах вăхăтра сухаласа акма, пуçтарса кĕртме ĕлкĕретпĕр, - каласа парать вăл.

Машинăпа трактор паркне хăватлă техникăпа пуянлатни те ĕç тухăçне ÿстернĕ. Çăмăллатнă кредитпа «Дон», «Агрос» комбайнсем, «Джон Дир» трактор, ытти агрегат, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă. «Кредита Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илтĕмĕр. Вунă çул ытла ĕнтĕ унпа çыхăнса ĕçлетпĕр. Хамăр укçапа кăна аталанаймăн», - терĕ Вениамин Ефимов.

Сезон ĕçĕсене пурнăçлама та Раççей ял хуçалăх банкне кивçене кĕнĕ. Кредит укçи удобрени илме, ытти тăкака саплаштарма кайнă. Çĕре «Джон Дирпа» хатĕрлеççĕ. Вăл вăхăта, укçа-тенке самай перекетлет.

- Ĕнер 120 гектар лаптăка акма хатĕрлерĕм, - пĕлтерчĕ хăватлă техникăпа ĕçлекен Александр Порфирьев. - Лапамсенче йĕперех-ха. Вĕсене типнĕ май сÿрелетпĕр.

Кăçал пĕрлешĕвĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра çурхисем - 700, кĕрхисем 300 гектар. Хуçалăха çĕрулми, хĕрлĕ кăшман та пысăк тухăç парать.

- Патăрьел районĕнчи пĕр старик мана 2010 çулта çу шăрăх та типĕ килессе каларĕ. Ăна итлесе çĕрулмине, кăшмана, кишĕре юханшыв хĕррипе лартрăмăр. Тухăç лайăх тухрĕ, сутса пысăк тупăш илтĕмĕр. Тинех укçа-тенкĕ енчен çаврăнса кайрăмăр, - аса илет ертÿçĕ.

Ял хуçалăх хакĕсем таканари шыв пек вылянса тăнине пăхмасăр халĕ те çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтерет вăл. Продукцие посредник урлă вырнаçтараççĕ. «Хамăр сутсан хаклăрах каять-ха, анчах суту-илÿпе аппаланма вăхăт çукрах. Капла курттăм сутатăн та ĕçĕ пĕтет», - палăртрĕ Вениамин Ефимов. Унччен Çурçĕре те çитнĕ вăл, тараса умĕнче тăнă. Машинăран тулли михĕсене пĕчченех пушатнă. Вăхăт иртнĕ май аякка каймасăр, чĕртавара вырăнтанах ăсатма тытăннă. «Хресченĕн продукци туса илмелле, сутуçăн сутмалла», - терĕ кун пирки кĕскен. Чăн та, тырра хăйсемех вырнаçтараççĕ. Вăл республикăрах аван каять пулсан мĕншĕн такамран пулăшу ыйтмалла?

- Тырă, сĕт хăйхаклăхне саплаштарма, тупăш илме те çитет, - палăртрĕ хастар арçын.

Мăйракаллă шултра выльăх 300 пуç, çав шутра - 100 ĕне. Фермăри ĕç-хĕле механизациленĕ, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çапах дояркăсем çитмеççĕ-мĕн: «Шалăва тивĕçлипе, вăхăтра тÿлетпĕр. Сăвăма ир-ирех кайма тивни çынсене килĕшмест пулас. Юлашки вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿренисем хуçалăхах таврăнма тытăнни сисĕнет».

Калаçса тăнă хушăра трактор лаптăка сÿрелесе пĕтерсе тепĕр уя çул тытрĕ. «Кăмăл туртăмĕ - ăнăçу тупсăмĕ. Йывăрлăхран хăрамасан çитĕнÿ тума пулатех», - терĕ Вениамин Ефимов.

Лариса Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.