МĂЙĂР, КИШĔР, ИÇĔМ ÇИМЕЛЛЕ

5 Мая, 2016

Ача çуратма ĕмĕтленекен хĕрарăмсен рациона çакăнта илсе кăтартнă элементсемпе пуян çимĕçсем ытларах кĕртмелле. Ку ача юлас шанчăка темиçе хут ÿстерет тесе çирĕплетеççĕ.

Марганец. Вăл япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, çăмарталăх клеткине йĕркеллĕ аталанма витĕм кÿрет, арçынсенне ар вăрлăхĕн куçаслăхне ÿстерет. Марганецăн тĕп çăлкуçĕсем — мăйăр /миндаль, арахис, аçтăрхан мăйăрĕ/, урпа, хуратул, иçĕм, куккурус, хăмăр рис, креветка, миди. Çак элемент вĕлтрен çулçинче нумай, çавăнпа пулас ашшĕ-амăшне çуркунне çамрăк вĕлтрен яшки ытларах çиме сĕнеççĕ.

Асăннă микроэлементăн талăкри виçи 2 миллигрампа танлашмалла. Организма çак виçепе тивĕçтерес тесен 100 грамм урпа е 250 грамм хуратул кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă, е 50-шар грамм мăйăрпа хăмăр иçĕм, е 150 грамм миди е креветка çимелле.

Бор. Çак элемента пула ача юлас шанчăк темиçе хут ÿсет. Анчах виçене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен организмра бор ытлашши пулни арçынсенне те, хĕрарăмсенне те пĕтĕленес пултарулăха чакарать.

Борпа кишĕр, панулми, груша, иçĕм çырли, финик, миндаль, арахис, аçтăрхан мăйăрĕ уйрăмах пуян. Вăл организма кальцие, магние, фосфора лайăхрах йышăнма та пулăшать. Вĕсем пулас амăшĕпе пепкине шăмăсен çирĕплĕхĕ валли кирлĕ.

Цинк. Арçынсен арлăх парĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме витĕм кÿрет. Çавăнпа организмра цинк çитмесен ар шĕвекĕ тата тестостерон туса кăларасси япăхма пултарать.

Унсăр пуçне çак элемент арлăх парне /простата/ хÿтĕлет. Цинк кавăн тĕшшинче, пылра, курагара, мăйăрта, симĕс чейре нумай.

Селен. Вăл арлăх шĕвекĕ хăвăрт арканасран хÿтĕлекен ятарлă белоксен йышне кĕрет. Селенпа ыхра, сысна сали, фисташка, хывăх пуян.

Суйлама. Авалхи индуссем ывăл çуратма хĕрарăмсен темиçе кун йÿçĕ, пăрăçлă, тăкăскă тутăллă апат /техĕмлĕх, горчица, хĕрен, йÿç кăшман, грейпфрут, банан, çĕрулми/ çимелле тесе шухăшланă. Арçыннăн вара пылак, йÿçĕ, тăварлă /лимон, пыл, йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем, кукăль-икерчĕ, булка-торт/ çимелле.

Мăшăрсем хĕрача çуратма ĕмĕтленеççĕ пулсан пачах хирĕçле тумалла: арăмĕн — пылак, йÿçĕ, тăварлă, упăшкин йÿçĕ, пăрăçлă, тăкăскă çимелле тесе палăртаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.