Йывăçсене шурататпăр

5 Мая, 2016

Халĕ лавккаран йывăç вуллине шуратмалли тĕрлĕрен хутăш туянма пулать. Акрил сăрă /акриловая краска/ чи анлă сарăлни темелле. Пахчара усă курма хатĕр водоэмульсионкăна е водно-дисперсионнăй сăрăсене «улма-çырла йывăççисем валли» е «сад-пахча сăрри» тесе палăртаççĕ. Вĕсем йывăç вулли çинче лайăх тăраççĕ, çумăр çунипе юхса анмаççĕ. Çак хутăшсенче антисептик пур, çавăнпа унта урăх ядохимикат хушма юрамасть.

Енчен те хатĕр хутăш шĕвĕрех пулсан ПВА çилĕм хушма юрать, хутăш çăра пулсан çилĕм хушма кирлĕ мар.

Йывăçсене шуратмалли хутăша килтех хатĕрлеме пулать. 1 меслет. Сÿнтернĕ извеçе шывпа хутăштарса çăра хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Вулă çумне лайăх çыпăçмашкăн 2-3 ывăç тăм, ПВА çилĕмне е канцеляри çилĕмне хушмалла. Сĕтел-пукан çыпăçтармалли /столярный/ çилĕме чĕрĕ вулăна сăрламалли хутăша хушма юрамасть. Пăхăр купоросĕ тата дихлофос е БИ-58 препаратсем хушма юрать.

2 меслет. Сÿнтернĕ извеçе шывпа хутăштарса çăра хăйма пек тумалла. Унта канцеляри çилĕмĕ, ирĕлтернĕ хуçалăх супăнĕ, пăхăр купоросĕ, хом фунгицид /30-40 г — пĕр витрене/ е оксихом /20 г — пĕр витрене/. Çак хутăш йывăçсем кăмпа чирĕсем палăракан, лишайник, мăк вăйлăрах ÿсекен садра усă курма юрăхлă. Сăмах май, кашни пахчаçă хутăша хăйне кирлĕ пек хатĕрлеме пултарать.

Пахчара йывăçсене çуркунне пĕрре шуратнипе çеç лăпланмалла мар. Йывăçсене шуратнă сăрă юхса анса пĕтнĕçемĕн вулăсене татах шуратмалла.

Шуратнă хыççăн хурт кăпшанкă пуçтармалли «пиçиххи» çыхсан аван. Улăма е утăна жгут евĕр пĕтĕрĕр, ăна порошок ядохимикат сапăр, йывăçа сад çилĕмĕпе ункăласа сĕрĕр. Çĕртен хăпаракан хурт-кăпшанкă /кăткăсем те/ çилĕмпе çыпăçса лараççĕ, капкăн-пиçиххине лексе пĕтеççĕ. «Пиçиххие» çуркунне икĕ хутран кая мар улăштармалла, киввине çунтарса ямалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.