Наянлăха çĕнтермелле те çитĕнÿ тумалла!

5 Мая, 2016

Дима вун пĕрмĕш класра вĕренет, шкулти хаваслăхпа сыв пуллашиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çапах та халĕ канăç паман тĕп шухăш — патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать пулин те мĕн пĕлнине кăна шанса лармасть вăл, кĕнеке тытса тата тĕплĕнрех хатĕрленет.

Шкул пурнăçĕ вĕренÿпе кăна иртмест-çке. Кунта тĕрлĕрен мероприятие хутшăнни те, пултарулăха аталантарни те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен шкул чĕлхене е математикăна /çавăн пекех ытти предмета та/ кăна вĕрентмест, вăл пире пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшать. Хастарлăхпа палăракан ачан вара малашлăхĕ пысăк, йывăрлăхсен умне лексен те çухалса каймĕ вăл.

Дима та шкул пурнăçне хастар хутшăнать. Хоккейла выляма ăста. Унăн команди пĕлтĕр районта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пăшалтан перессипе те час-часах мала тухать арçын ача.

«Зарницăпа» «Орленок» вăййисене хутшăннă чухне Димăна кашнинчех командир пулма суйлаççĕ. Пĕлтĕр вĕсен команди районта пĕрремĕш, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

— Пĕчĕкренпех спортпа туслă эпĕ, пиччерен юлас килменнипех ун хыççăн тапаçланаттăм, — тет Дима сăпайлăн.

Предмет олимпиадисенче çулсеренех палăрать вăл. Районта кăçал ОБЖпа тата физкультурăпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Туртăм пурри яланах малалла ăнтăлма пулăшать ăна.

Дима — республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Çакна пурте тивĕçеймеççĕ. Апла арçын ачан ăнăçăвĕ мĕнре-ши?

— Стипендиат пулма нумай тăрăшмалла: спортпа туслă пулмалла, лайăх вĕренмелле, наянлăха çĕнтермелле те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тумалла, — пулчĕ хурав.

Дима çар çынни пулма ĕмĕтленет. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси — унăн пурнăç тĕллевĕ. Мĕн пĕчĕкрен патриотла кинофильмсем пăхать.

— Кĕскен каласан, çар романтизмĕпе «чирлетĕп», — тет вăл шÿтле-шÿтле.

Пĕчĕк шăллĕ те унран вĕренсе пырать пулмалла, халех ăслă калаçма хăтланать. Паллах, юратать вăл пиччĕшне, çавăнпа ăна евĕрлеме хăтланать. Акă футболла тата волейболла выляма та хăнăхрĕ-ха. Ырра вĕрентекен пиччĕшĕнчен тĕслĕх илсен, тен, пурăна киле вăл та сумлă стипендие тивĕçĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Канаш районĕ,

Шуркасси.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.