Пĕçертекен хĕвел акма хистет

5 Мая, 2016

Çураки Шупашкар районĕнче те вăй илчĕ. Иртнĕ шăматкун «Приволжское» акционер обществин Ярăскасси уйĕнче акма тухрĕç.

Уй-хир ĕçĕсене Александр Порфирьев, Олег Романов, Василий Смирнов, Герман Ефимов, ытти механизатор хутшăнать.

— Вĕсен ĕç кунĕ ирхи 5 сехетре пуçланать те тавралăх тĕттĕмленсен çеç вĕçленет, — пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Николай Борисов. — Акара пурин те кăмăл лайăх. Мĕншĕн тесен шалу аван, пĕлтĕр вунпиллĕкмĕш ĕç укçи панă, кашни уйăхрах преми илеççĕ, кунне виçĕ хут апат тÿлевсĕр çитеретпĕр. Людмила Рязанова повар ăна тутлă пĕçерет. Ĕçлекенсене киле тата ĕçе хуçалăх транспорчĕпе турттаратпăр.

Общество 2900 гектар ытла çĕрпе усă курать. Кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнă. Çурхисене 1500 гектар ытла акаççĕ.

— Кăçал çуракине вăтăр çиччĕмĕш хут тухрăм, — терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Калишов, Ярăскасси ялĕ патĕнчи уйра тăпра кăпкалатаканскер. — Хĕлле ака-суха ĕçĕшĕн питĕ тунсăхларăм. Нумаях пулмасть тракторпа лаптăка кĕтĕм те — кăмăл çĕкленчĕ, чун савăнчĕ, юрлас килет!

— Общество директорĕ Константин Григорьев куллен ирхи 7 сехетре специалистсемпе планерка ирттерет, — калаçăва хутшăнчĕ хуçалăх ертÿçин заместителĕ Алексей Антонов. — Уйра куллен мĕнле ĕç тумаллине пайăррăн палăртать. Ăçта мĕнле культура акмаллине ÿсентăран комплексĕн пуçлăхĕ Роза Кушникова агроном кăтартать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ çителĕклĕ, техника хатĕрĕсем юсавлă.

Владимирпа Ольга Алаевсем, Денис Корнилов, Сергей Никифоров, Андрей Гаврилов, Иван Васильев, Михаил Евграфов тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне им-çамласа пĕтернĕ.

Уй-хирте курса çÿресе çапла пĕтĕмлетрĕмĕр: вĕсене васкавлăн тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Константин Григорьев директор ертсе пынипе акана кĕске хушăра пĕтерессишĕн коллектив пĕтĕм вăя хурать. Тата çакна уйрăммăн палăртмалла: иртнĕ çулсенче общество таврари ял тăрăхĕсенчи 300 гектар çĕре тара илсе акма тытăннă.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.