Йĕри-тавра пĕве, пусăра шыв çук...

5 Мая, 2016

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Атнаш питĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Ял çывăхĕнче икĕ пĕве, юнашарах Теткеш, Аслă Папакăш, Кĕçĕн Папакăш вăрманĕсем. Çырми те, улăх-çаранĕ те пур. Сывлăшĕ уçă... Пĕр сăмахпа, çăтмах кĕтесĕ тейĕн. Пĕчĕк яла ура ярса пуссанах лăпкăлăхпа шăплăх, сăмахпа каласа кăтартма çук ытарлăх ытамне лекрĕм. Ял хушши типсех çитеймен пулсан та /кунта вăрманти шывсем юхса анаççĕ/ типтерлĕхпе тасалăх хуçаланни савăнтарчĕ.

"Пирĕн ял 1928 çулта пуçланнă. Аслă Чакран куçса килнĕ 15 çемье никĕсленĕ ăна. Йĕркеленсе çитсен 20 кил пулнă. Паян 22 çурт. Вĕсенчен вунсаккăрăшĕнче пурăнаççĕ. Ытларахăшĕ — пенсионерсем. Çамрăк çемьесем те пур. Вăйпитти арçынсем аякри хуласене вахта мелĕпе ĕçлеме çÿреççĕ. Пире шкула чупакан ачасем пурри савăнтарать. 5-ĕн вĕсем, 2 пепке садике çÿрет. Çавăнпа ял пĕтмест-ха тесе хĕпĕртетпĕр. Атнашра лавкка тавраш çук, эрнере пĕрре автолавкка килет. Вара апат-çимĕçе пĕр эрнелĕх туянса юлатпăр. Тепĕр чухне çăкăр илме 4 çухрăмри Аслă Чака каятпăр. Аслă Чакпа Атнаша çыхăнтаракан çула 2008 çулта асфальт сарчĕç. Питĕ хĕпĕртетпĕр уншăн. Пĕлтĕр ав ял хушшине чул сарса пачĕç. Малтан пирĕн ял витĕр вăрман турттарнăран питĕ çăрăлатчĕ. Ял пĕчĕк пулсан та çут çанталăк газне Аслă Чакран маларах кĕртнĕ. 1995 çултанпах "кăвак çулăмпа" усă куратпăр. Энĕшпуçне газ пăрăхне хывнă чухне çула май пире кĕртсе хăварнă. Маларах пĕчĕк ял пулнине пăхмасăрах кунта "Атнаш" колхоз та йĕркеленĕ. Ял пуçĕнчех колхоз правленийĕн çуртĕччĕ. Каярахпа 4 яла пĕрлештерсе "Ударник" колхоз турĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялта 4 çул вĕренмелли шкул та пулнă. Пурăна киле çав çуртра клуб вырнаçрĕ. Шел те, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче культура вучахĕ те хĕмленме пăрахрĕ. Тăлăххăн ларать халĕ вăл. Пĕлтĕр ăна электрокăмакасемпе ăшăтса Çĕнĕ çул та тунăччĕ. Суйлавсене пирĕн патра килте те ирттеркеленĕ. Урамра та суйлани пулнă. Халĕ Пĕчĕк Енккассине каятпăр. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче мăшăрăм Людмила Петровна яланах район депутачĕ пулнă", — паллаштарчĕ Атнаш ялĕн старости, 67 çулти Михаил Васильев.

Людмила Петровнăпа Михаил Васильевич питĕ тараватлă та ăшпиллĕ çынсем пулчĕç, яла кăтартса çÿрерĕç. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуç тайрăмăр. Ял çыннисем шыв ăсакан çăлсене /вĕсем тараса теççĕ/ тишкертĕмĕр. "Субботнике тухаймарăмăр-ха. Кашни çулах пурте пĕрле урам шăлаканччĕ. Ăпăр-тапăр йăваланса выртмасть-ха унта. Çапах ÿкнĕ çулçăсене шăлса пуçтармаллах", — калаçăва хутшăнчĕ Людмила Петровна. Михаил Васильевича вара вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка йĕркене кĕртес ыйту канăçсăрлантарать. Вырăн-вырăнпа хуçăлнă картасене çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен тытса çавăрмаллине асăнчĕ вăл. Мана вара акă мĕн пăшăрхантарчĕ. Палăк çине "Никам та манăçман, нимĕн те манăçман" тесе çырнипех çырлахнă. Фронтра пуç хунисен ячĕсем вара паллă мар. Пĕчĕк çак ялтан миçе çын вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунине тÿрех пĕлеймерĕм. Сăмах май, Аслă Чакри палăк та çакăн пек хурăмлахчĕ. Юрать, Аслă Чак клубĕнче паттăрсен ячĕсене çырса хунă... "Маларах ячĕсем пурччĕ, палăксене юсаса çĕнетсен темшĕн çырмарĕç. Чăнах та, аванах мар капла", — шухăшне палăртрĕ Михаил Васильевич та. Тĕрĕссипе, Аслă Чак ял тăрăхĕнчен фронта 283 çын тухса кайнă, вĕсенчен 143-шĕ каялла таврăнайман. Атнаш ялĕнчен 19 паттăр салтакран 8-шĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Паян вара ялта чĕррисен йышĕнче никам та çук ĕнтĕ... Икĕ çул каялла Еремей Иванова юлашки çула ăсатнă. Пире ял ячĕ те кăсăклантарчĕ. "От нас" тенинчен тухса кайнă", — тетчĕ шкулта вĕреннĕ чухне Мария Ивановна. Ваттисем каланă тăрăх — уйра "Атнаш кати" текен вырăн та пур", — пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Г.Ф.Саттаровăн тутар ячĕсен словарĕнче Аднаш /Атнаш/ çын ячĕ тесе палăртнă.

Ялта, паллах, ĕçлемесĕр пурăнаймастăн. Вăрман çывăхĕнчи халăх яланах вĕлле хурчĕ тытнипе палăрать. Атнашра та хурт-хăмăрçă чылай. Хĕрарăмсен хушшинче те ăстасем пур. Анатолий Егоров сурăх нумай усрать. "Ялĕпе пурĕ 9 ĕне. Черетпе кĕтĕве каятпăр. Касу хăвăрт çитни лайăхах мар паллах. Çамрăксем ĕне тытасшăнах мар. Яла усламçăсем сĕт пуçтарма та килмеççĕ. Пĕлтĕрхи çулла пĕри çÿрекелерĕ те — хĕпĕртенĕччĕ. Сар çу, тăпăрчă туса кине хулана сутма парса яратăп", — пытармарĕ Людмила Петровна.

Атнашсем ял çумĕнчи пысăк пĕвепе сĕре мăнаçланаççĕ. Ăна 1955 çулта лашапа чул турттарса халăх пĕвеленĕ. Паян унта карп, карас, уланкă ĕрчет. Ондатра та чылай иккен. Çуллахи вăхăтра кунта канма питех те шеп вырăн.

"Эпир пĕчĕк ялта пĕр çемьери пек питĕ туслă пурăнатпăр. Ниме йăли-йĕрки те упранса юлнă пирĕн. Утă тунă чухне пĕр-пĕрне шутсăр пулăшатпăр. Çав вăхăталла ял кунне паллă тăватпăр. Уявра палăк умĕнче пухăнатпăр. Праçниксене пирĕн Леонард Алексеев йĕркелесе пырать.

Пĕчĕк ял нуши — лавкка çукки ĕнтĕ. Клуб ĕçлеменни те начар паллах. Унтан та ытларах пире шыв ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Йĕри-тавра пĕве, анчах çуллахи вăхăтра пусăра шыв çук. Халĕ, çуркунне, ял варринчи тараса туллиех-ха. Ара, тĕпсакайĕнче те шыв нумай та. Хăшпĕр çулхине хĕлле те пусăра шыв пĕтет. Кун пек чухне ачасем канмалли кунсенче хуларан килсе Аслă Чакри çăлкуçран флягăсемпе шыв кÿрсе парса хăвараççĕ. 2010 çулта, типшар вăхăтĕнче те эпир шыв илме Аслă Чак ялне çÿрерĕмĕр. Выльăх валли, мунча хутма, йăрансене шăварма пĕверен шыв йăтатпăр. Пусăри шыв та таса мар. Ятарлă тĕрĕслев килсен ăна ĕçме юрăхсăр тесе хупласа хăварнăччĕ. Анчах мĕн тăвăн-ха? Пурпĕрех шывсăр пурăнаймастăн. Пĕвери шыва ĕçейместĕн вĕт. Шыв ыйтăвĕпе Шупашкара та çыру янăччĕ", — пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Ял хушшинчи икĕ пусăран пĕри кивелсех çитнĕ. Унтан паян шыв ăсмаççĕ. Шывĕ туп-туллиех-ха, анчах вăл таса марри куçкĕрет. Ялта хăшĕ-пĕрин картишĕнче те пусă пур, анчах вĕсем çулла типеççĕ иккен.

"Шыв кĕртме проект тунă эпир, анчах укçа-тенкĕ çитменни ура хурать", — ăнлантарчĕ Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Мельников.

Атнаша Аслă Чакран почтальонка эрнере виçĕ хутчен çÿрет. Ял çыннисем хаçат-журналтан писмен-ха. Васильевсем, сăмахран, "Хыпар" Издательство çурчĕ кăларакан "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Сывлăх" тата Вăрмар район хаçатне çырăнса илеççĕ. Яла та пĕчĕккĕн çĕнĕ сăн кĕрсе пырать. Сăмахран, 3 çул каялла кунта Çĕнĕ Шупашкартан пĕр çемье /вĕсем Атнашра çуралса ÿснĕ, пенсие тухсан тăван тăрăхалла чун туртнă/ куçса килнĕ. Тата тепĕр çемье те ялта тĕпленме хатĕрленнине пĕлтĕм. Вĕсем кил-çурт вырăнне тасатса тирпейленĕ, мунча лартнă. Васильевсем те ав çурт тăррине çĕнетеççĕ. "Çын вăл ĕмĕр тăршшĕпех стройкăпа айланать, кайран ачасене юлать", — терĕ Михаил Васильевич. Апла-тăк — ял пурăнать-ха...

Шухăшăма пĕтĕмлетсе пăнчă лартиччен çакна та калам. Атнашсен, вăрман çумĕнче пурăнаканскерсен, çеçпĕл чечекĕ те, серте те пахчарах çитĕнеççĕ. "Çуркунне чăн малтан серте яшки çимелле, малтан вĕлтĕрен яшки астивсен çулталăкĕпех вĕтĕленсе пурăнатăн теççĕ", — вăрттăнлăха уçрĕ Людмила Петровна. Ватăсем вĕрентнине ăша хума кăмăллатăп, анчах кун пеккине илтменччĕ-ха. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", — тесе ахальтен каламан çав.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.