«Шикленсен те тăвайккине хăпаратчĕ»

5 Мая, 2016

Çĕнĕ Лапсарта пурăнакан Альбина Семенова хăйĕн маттур та пултаруллă хĕрĕпе чăннипех мухтанать. Унăн хĕрĕ — Раççей биатлонисчĕ, 2013 çулхи Универсиада çĕнтерÿçи, çĕршыв чемпионки Татьяна Акимова. Кăçал вăл тĕнче кубокĕн тапхăрĕсене хутшăнма тивĕç пулчĕ. Альбина Николаевнăна хĕрĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăм.

— Эпир Çĕнĕ Лапсарта 1987 çултанпа пурăнатпăр. Вырăнти йĕлтĕр базинче 20 çула яхăн ĕçлетĕп. Йĕлтĕрçĕсен уйрăмĕ поселокра иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех уçăлнă. Ун чухне йĕлтĕрпе чупасси питĕ çÿллĕ шайраччĕ. Эпĕ те хамăн виçĕ ачана — Иринăна /1987 çулта çуралнă/, Сергее /1988/ тата Таньăна /1990/ — спорт секцине ятăм. Вĕсене Владимир Ванягин тренер чупма хăнăхтаратчĕ. Пурте йĕлтĕрпе ярăнма юрататчĕç. Спорт шкулĕнче вăл вăхăтра питĕ лайăх йĕлтĕр пурччĕ. Унпа вĕсем ылмашăна-ылмашăна ярăнатчĕç. 2000 çулта йĕлтĕр бази хута кайсан, вăл пирĕн килтен аякрах марччĕ, ачасем унта çÿреме пуçларĕç. Вĕсене тĕрĕслесех тăраттăм, çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланаттăм. Ывăл уйрăмах лайăх кăтартусемпе савăнтаратчĕ, анчах сывлăхĕ хавшанине пула вăл спортран пăрăнчĕ. Аслă хĕрĕм те шкул хыççăн Мускава тухса кайрĕ. Йĕлтĕр спортĕнче тата кросс чупассипе ăстаччĕ пулин те вĕренÿ еннелле ытларах туртăнчĕ, Мускав университечĕ пирки мĕн ачаранах ĕмĕтленетчĕ те. Каярахпа аспирантурăра пĕлÿ илчĕ, халĕ тĕп хулари пĕр фирмăра ĕçлет.

— Таня аслисенчен хастартарах пулчĕ апла?

— Тренерсем сĕннипе вăл 7-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме куçрĕ. Унта çÿресшĕнех марччĕ: каяс килмест, юлташсенчен уйрăлаймастăп тесе йĕретчĕ. Паллах, училищĕре унта нумай ыйтнă. Хĕрачан вара выляс та килнĕ пулĕ. Валерий Павлов тренер ăна спортра пысăк çитĕнÿсем тăвас килсен хулари йĕлтĕр базинче хатĕрленмелле тесе хĕтĕртрĕ. Хам та нумай хавхалантартăм ăна. Тĕрĕссипе, унăн пушă вăхăт та çукчĕ, кунне-çĕрне йĕлтĕр базинче ирттеретчĕ. Ача чухне вăл пиччĕшĕпе аппăшĕнчен пачах та юлмастчĕ, ялан вĕсемпе пĕрлеччĕ. Аслисемпе ĕлкĕрсе пыраймастчĕ те мана пăрахса хăвараççĕ тесе макăратчĕ. Çапах вăл вĕсем пек пулма тăрăшнă, вĕсенчен тĕслĕх илнĕ. "Хăçан та пулин сана хăваласа çитсе иртсе кайăп", — тетчĕ шăпăрлан аппăшне. Училищĕре вĕренме пуçласан унран ирттерме тытăнчĕ. Лешсем те пĕчĕккĕ тесе хăваламан ăна, йĕлтĕрпе чупма вĕрентетчĕç. Малтанхи тапхăрта ярăнма шикленетчĕ пулин те тăвайккине çав-çавах хăпаратчĕ. Хамăр та, ашшĕпе Сергей Ивановичпа, йĕлтĕрпе сахал мар чупнă. Пирĕнпе те çÿретчĕ вăл, нихăçан та ÿркенместчĕ.

— Пушă вăхăт сахал унăн терĕр, çапах яланах спортра мар пулĕ-ха.

— Мунча кĕме юратать, кашнинчех милĕкпе çапăнать. Çемйипе мунчана çÿретпĕр. Ют çĕршыва кайсан мунчашăн тунсăхлать. Мунча кĕрес килет тет вара кашнинчех телефонпа çыхăнсан. Апат- çимĕç янтăлама та ăста вăл. Самантлăха килсен те мĕн те пулин хатĕрлесе хăварать. Уяв сĕтелĕ çинче яланах салат тавраш пур. Вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала ăсталать. Халĕ те пушă вăхăтра алла илет вĕсене. Вăрман варринче йĕлтĕрпе çÿресе ÿсрĕ те йывăçсене юратать. Кашни килмессерен вĕсем мĕн çÿллĕш ÿснине пăхать.

— Хĕрĕрĕн наградисен шучĕ те çук пулĕ?

— Çапла, туллиех. Вĕсене тирпейлĕн упратăп. Чылай ăмăртуран наградăпа таврăнать. Хамăр тăрăхра иртнĕ турнирсене хам та çÿреттĕм, анчах вăл тăванĕсем пынине юратмастчĕ, ытларах пăлханатăп тетчĕ. Тренерсем ăна ырлатчĕç, вĕсем мĕн каланине веçех тăватчĕ. Халĕ те ăмăртусене лайăх хатĕрленет, кашни ĕçе тĕплĕн тума тăрăшать. Шкулта та лайăх вĕренетчĕ, спорт вăхăта тытатчĕ пулин те шкула урок туса кайманни пулман. Училищĕпе институтран та аван паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Хальхи вăхăтра вăл иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет.

14 çулта чухне Сыктывкарта Раиса Сметанинăна асăнса ирттернĕ ăмăртура мала тухса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Çавăн чухне унран пĕрремĕш хут журналистсем интервью илнĕ, сăн ÿкернĕ. Вăтаннипе çĕр тĕпне анса каяс пекех туйнă вăл. 18 çулта Тутарстанра иртнĕ ăмăртура хĕрарăмсен ушкăнĕнче йĕлтĕрпе чупса Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Ун чухне унран чылай çул аслăрах спортсменсем те питĕ тĕлĕннĕ, çамрăк йĕлтĕрçе пырса саламланă. Училищĕрех вăл биатлон уйрăмне куçрĕ, Анатолий Акимов патĕнче ăсталăха туптама пуçларĕ. Унччен вăл винтовкăран персе те курман: вĕренчĕ, хăнăхрĕ.

— Татьянăн мăшăрĕ Вячеслав та биатлонист. Вĕсене спорт паллаштарчĕ ахăртнех.

— Çапла. Слава, Шупашкарта пурăннă пулин те, 6-мĕш класранпа Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулне çÿретчĕ. Ун чухнех пĕр-пĕрне куç хывнă вĕсем. Çав тапхăртанах пĕрле: училищĕре, институтра, ăмăртусенче, тренировкăсенче... 10 çул ытла пĕрле çÿренĕ хыççăн 2015 çулта пĕрлешрĕç. Телее, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Ача чухне Таня журналсенчен паллă спортсменсен сăнÿкерчĕкĕсене каса-каса илме юрататчĕ. Ют çĕршыври сумлă биатлонистсен /арăмĕпе упăшки пулнă вĕсем/ сăнÿкерчĕкне пит юратса пăхатчĕ: манăн та вĕсем пек пулас килет тетчĕ. Чăн та, калани пурнăçланчĕ, икĕ спортсмен çемье çавăрчĕ.

— Спортсменăн ашшĕ-амăшĕ пулма çăмăл-и?

— Çу-ук! Пĕрре те çăмăл мар. 2013 çулта Универсиадăна телевизорпа пăхнă чухне хама унпа пĕрле чупнăнах туйрăм. Пемессерен хускалми лартăм, вĕçĕм уншăн кĕлĕ турăм. Пăлханса пĕтрĕм. Эпĕ пăшăрханни Таньăна куçнине ĕненсе /амăшĕпе ачи кăвапапа çыхăннă теççĕ вĕт/. Юлашки вăхăтра ăмăртусене пăхма пăрахрăм. Кашни салтак генерал пулма ĕмĕтленнĕ пекех пур спортсмен та Олимпиадăна хутшăнас тĕллевлĕ. Таня та çавсен йышĕнчех. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тесе вăл пĕрремĕш утăмсем турĕ-ха.

— Татьяна çитсе курман çĕршывпа хула та юлмарĕ пулĕ?

— Европăри çĕршывсенче кашнинчех пулса курчĕ вăл. Швецие ытларах килĕштернĕ. Унта питĕ таса та тирпейлĕ пулнине палăртать, йĕри-тавра симĕс курăк ÿсет тетчĕ. Пирĕн тăрăхра вара — хыт-хура. Швецире кашни кил умĕнче йĕлтĕр пур теççĕ. Пирĕн патра йĕлтĕре урама пăрахса хăвар-ха — йăкăртса кайĕç. Çулсем яп-яка. Çуртсемпе пÿлĕмсенче те питĕ хăтлă. Апат-çимĕç енчен те начар мар, унта та тĕрлĕ çимĕç туянма пулать. Хăшпĕр поселока хамăр тăрăхри ял пекех тет. Америкăра мар, Çĕнĕ Лапсарта çÿренĕнех туять иккен хăйне. Паллах, çулçÿрев ывăнтарать ăна. Килти апатсăр тунсăхлать, таврăнсан яшкана, çăкăра пит юратса çиет. Европăра услови питĕ лайăх пулин те тăван тăрăха нимĕнпе те улăштараймăн — çуралнă килтен лайăхраххи нимĕн те çук.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă

Çак кунсенче ЧР Спорт министерствипе Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕ 2015-2016 çулсенчи хĕллехи сезона пĕтĕмлетрĕç. Татьянăпа Вячеслав Акимовсем "Чи лайăх биатлонистсем" ята тивĕçрĕç. Вĕсен амăшĕсене, Альбина Николаевна Семеновăпа Венера Петровна Акимовăна, Тав хучĕпе чысларĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.