Чылайăшĕ никĕс те яман
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков акан 27-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче «Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парас ĕç практики» ятпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу ирттерчĕ.
— «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккуна йышăннăранпа 5 çул çитрĕ, — терĕ. — Паянхи тĕлпулăва хутшăнакансенчен унăн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене пĕлтерме ыйтатăп. Унпа килĕшÿллĕн асăннă категорие çурт тума, дача лартма, кил хуçалăхне аталантарма çĕр тÿлевсĕр уйăраççĕ. Саккуна пурнăçа кĕртнĕ чухне патшалăхпа муниципалитет органĕсен умне çивĕч ыйтусем тухса тăраççĕ. Çакна Патшалăх Канашне килекен çырусемпе сĕнÿсем çирĕплетеççĕ.
Республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева саккуна еплерех пурнăçа кĕртни çинчен пĕлтерчĕ. Акан 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем асăннă ушкăнри 8293 çемьене лаптăк пама черете тăратнă. Ăна 4214-шĕ /51%/ — çав шутран 2711-шĕ уйрăм çурт çĕклеме, 1452-шĕ кил хуçалăхне йĕркелеме, 51-шĕ дача хăпартма — илнĕ. Унпа Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенчи нумай ачаллă мĕнпур çемьене, Канаш /99%/, Етĕрне /97%/ Хĕрлĕ Чутай /92%/, Куславкка /91%/ районĕсенче аван тивĕçтернĕ.
Калаçăва хутшăннисем патшалăхпа муниципалитет органĕсен умне тухса тăнă йывăрлăхсене тишкерчĕç. Чылай çемьене çĕр виçсе парайман-ха. Сăлтавне Шупашкарта, ытти хулара пушă выртакан лаптăксем çуккипе ăнлантараççĕ. Районсенче ку чăрмав çук. Пĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен теприне çĕр куçарса, республика харпăрлăхĕнчи лаптăксене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене парса чылай çемье ыйтăвне татнă. Федераци харпăрлăхĕнчи çĕре муниципалитетсене куçарса та саккунран тухса тăракан тĕллеве пурнăçлама палăртнă.
Хăшпĕр хула-районти çемьесен ыйтăвне халичченех татса паманшăн вырăнти влаçа ÿпкелесе пĕр сăмах та калаймăн, мĕншĕн тесен черетрисен пĕрремĕш пайĕ муниципалитет сĕннĕ лаптăка инженери инфратытăмĕ хывман пирки харпăрлăха илме килĕшмест, иккĕмĕшĕ пурăнакан тĕлтен çывăхра çĕр касса пама ыйтать.
— Акан 1-мĕшĕ тĕлне лаптăксенче инфратытăм тума çеç 2 миллиард, вăл шутра 2016-2018 çулсенче 704,6 миллион тенкĕ укçа кирлине палăртнă, — пĕлтерчĕ ЧР строительство министрĕн заместителĕ Сергей Безруков. — Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çак ĕçе кĕске хушăра пурнăçлама хыснаран укçа çителĕклĕ уйăраймаççĕ. Кăçал — 13,4, килес çул — 19,5, 2018 çулта 16,3 миллион тенкĕ пуçтарма шухăшлаççĕ. Паллах, ку объектсене хăтлатса пĕтерме сахал.
2013-2015 çулсенче вĕсене инфратытăмлама республикăпа муниципалитет хыснисенчен 33,4 миллион тенкĕ куçарнă. Бюджетра укçа çителĕксĕр пухăннине кура ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçлеймеççĕ.
— 1011 лаптăка электричество, 616-шне шыв, 655-шне газ, 308-шне асфальт çул, 1532-шне тăпра çул çитернĕ, — терĕ министр заместителĕ. — Лаптăксенче çурт е дача тума пуçланă çемье сахал. Вĕсене харпăрлăха илнисенчен пĕр пайне сутса янă.
Саккуна улшăну кĕртсе пурăнмалли вырăн тума лаптăк чăннипех те кирлĕ çемьесене çеç памаллине палăртрĕç, социаллă инфратытăм тата инженери коммуникацийĕсем хывма лаптăксенче вырăн хăварма ыйтрĕç.
Патшалăх Канашĕн социаллă пурнăçпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов лаптăксен пĕчĕк пайĕнче кăна строительство пынинчен тĕлĕнчĕ. Сăлтавне тĕпчесе пĕлмелле терĕ. Район-хуларан килнисем ытти сĕнÿ чылай пачĕç.
— Вĕсене комитетра сÿтсе явăпăр, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ О.Мешков. — Саккуна улшăнусемпе хушăмсем кĕртсе çемьесене паракан лаптăксенче çурт-йĕр, дача тăвассине хăвăртлатар, кил хуçалăхне лайăхрах аталантарар.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментировать