Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем

5 Мая, 2016

Пушарнăй профессийĕ — чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Ăна теветкеллĕ утăм тума шикленмен хăюллă та паттăр çынсем çеç суйласа илеççĕ. Шăпах çак шухăша палăртрĕç Раççей пушар хуралне йĕркеленĕренпе 367 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннисем.

"Патшалăх влаçĕн органĕсен чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри — халăха синкерсенчен сыхласси. Эсир кирек мĕнле экстремаллă лару-тăрура та хăвăрăн тивĕçсене чыслăн пурнăçлатăр, чи яваплă та васкавлă йышăнусем тăватăр. Инкеке лекнисене пулăшнă май тепĕр чухне хăвăрăн сывлăхăрпа пурнăçăра та хĕрхенместĕр", — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче ĕçлекенсене професси уявĕпе саламланă май.

Михаил Игнатьев 2010 çулхи çулла вăрманта тухнă пушарсен вăхăтĕнче асăннă тытăмра вăй хуракансем ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен пысăк çухатусем пулманнине, пĕр çын та вилменнине палăртрĕ. ЧР Правительстви Раççей МЧСĕпе çыхăнса ăнăçлă ĕçленине, тĕлпулусемпе калаçусем хыççăн Чăваш Ене çĕнĕ техникăпа оборудовани уйăрса панине пĕлтерчĕ. Çакă халăха тата экономика объекчĕсене хăрушсăрлăхпа, шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтерме пулăшнине палăртрĕ. Раççей МЧСĕн ертÿлĕхĕ Чăваш Республикине кăçалхи ака уйăхĕнче çĕршывĕпех иртнĕ команда-штаб вĕренĕвне вăйсемпе хатĕрсене явăçтарас тĕлĕшпе Раççейри чи лайăх субъекчĕсен йышне /Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаçĕпе пĕрле кĕртнине аса илтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ пушар хуралĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, патриот воспитанийĕ парас ĕçе хутшăннăшăн тав турĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор пушарнăйсем кашни кун, кашни сехетре мĕн тери пысăк ĕç тунине сăмахпа каласа пĕтерме те май çуккине палăртрĕ. Вăл пушар хуралĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. "Эпир Чăваш Енри пушар ĕçĕн йăли-йĕркине тивĕçлипе хаклатпăр тата тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшатпăр: пушар деповĕсене хальхи йышши техникăпа пуянлататпăр, ăслăлăх-техника çĕнĕ ĕçĕсемпе тата технологисемпе пушар сÿнтернĕ чухне усă куратпăр. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ĕçрен киле яланах ырă-сывă таврăнма сунатăп", — терĕ Станислав Юрьевич.

Уява килнисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов саламларĕ. Пушарнăйсем профилактика ĕçне те лайăх йĕркелени çинче чарăнса тăчĕ. Пушар службин чи лайăх ĕçченĕсене уявра патшалăх наградисем парса чысларĕç. Мероприяти савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.