Çамрăксене çыхăнтаракан юхăм кирлех

5 Мая, 2016

Республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттерекен планеркăна ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăшпĕр йышăнупа килĕшÿллĕн 2016 çулта федераци бюджетĕнчен пирĕн республикăна 4 млрд ытла тенкĕ куçмаллине, çав нухратран хăш тытăма мĕн чухлĕ укçа тивĕçессине палăртнинчен пуçларĕ. 2015 çулпа танлаштарсан çĕршыв хыснинчен кăçал уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 25 процент нумайрах.

Уйăракан кĕмĕлĕн пысăк пайĕ /1,1 млрд тенкĕ/ — çул-йĕр строительствине, унран кăшт сахалрах пайĕ /759 млн тенкĕ/ вĕренÿ тытăмне аталантарма кайĕ. Республикăра çĕнĕ шкулсем хăтлассипе çĕнĕ программа хута кайнă май вĕренÿ тытăмне куçарса паракан укçан пысăк пайĕ — 583,6 млн тенкĕ — шăпах пĕрремĕш объект строительстви валли. Сăмах Шупашкар хулинчи Гладков микрорайонĕнче шкул çĕклесси çинчен пырать.

Михаил Игнатьев республикăра ача-пăча канăвне йĕркелес ĕçре тимлĕхе ÿстернине палăртрĕ. Кăçал ку тĕллеве пурнăçлама 360 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасен канăвне йĕркелеме, сывлăхне çирĕплетме федераци бюджетĕнчен 19 млн тенкĕ куçĕ.

Ĕçлĕ кĕске эрне пуçламăшĕнчи ларура Çуркуннепе Ĕç уявне тата Мăнкуна халалланă мероприятисене пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев, культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова каласа кăтартнă тăрăх — республикăра пурăнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлăн, хастар хутшăннă. «Çынсен патриотлăх туйăмĕ акă мĕнлерех лару-тăрура палăрать», — терĕ политикăпа çыхăннă çивĕч самантсем сиксе тухманни халăхăн пĕтĕмĕшле лăпкăлăхĕпе çыхăннине палăртса Михаил Васильевич.

Патриотлăх тенĕрен, черетлĕ планеркăн кун йĕркинче унпа çыхăннă тепĕр ыйту та пулчĕ: Чăваш Республикинче шкул ачисемпе çамрăксен общество организацийĕсем хальхи вăхăтра еплерех аталанаççĕ-ха? Çакăн çинчен Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн калаçрĕ. Вăл çирĕплетнипе килĕшмеллех: патриотлăх туйăмне аталантарасси çамрăксене общество ĕçне йĕркелесе явăçтарнипе пулаймĕ, çитĕнекен ăрăвĕн хастарлăхĕ тапса тăмалла. Республикăра хута кайнă ача-пăча тата çамрăксен общество организацийĕсен шутне пăхсан /вăл самаях пысăк/ пуçаруллă вĕренекенĕсемпе çамрăксем чăннипех йышлă темелле. Апла пулин те, министр сăмахĕпе, пĕрлĕхсен шучĕ пысăккипе кăна çырлахма май çук. Общество организацийĕсене пĕр тытăма пĕрлештермеллех, вĕсене çул кăтартса пымаллах. Координацилекен организацие çĕршыв шайĕнче йĕркелеме тытăннă та ĕнтĕ. Раççей шкул ачисен юхăмĕ — акă унăн ячĕ. Кĕçех юхăмăн Чăваш Енри уйрăмĕ те ĕçлеме пуçлĕ. Çитес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче унăн пĕрремĕш съездне ирттерме палăртаççĕ.

Республикăра ака ĕçĕсем хĕрсех пынă май асăннă вăхăт тĕлне ку енĕпе лару-тăру мĕнлереххи çинчен те калаçрĕç ларура. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçсем палăртнинчен те кал-калрах пынине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич ака тапхăрне вăраха ярас мар тесе тăрăшнипе пĕрлех ресурссене перекетлеме майсем шырамалли çинчен аса илтерчĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.