Ĕçлеме юратакансене пĕрлештерекен уяв

5 Мая, 2016

Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне Майăн 1-мĕшĕнчи демонстраципе паллă турĕç. Çав кун 32 пин çын Шупашкарти тĕп урамсемпе утса тухрĕ. Колоннăра Чăваш Енĕн тĕп хулинчи предприяти-организаци, политика партийĕсен представителĕсем пулчĕç.

Асăннă шествие профсоюз организацийĕсен лидерĕсем тата «Единая Россия» политика партийĕн хастарĕсем /сăмах май, вĕсен йышĕ чи пысăкки — 30 пине яхăн çын — пулчĕ/ ертсе пычĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, «Чăвашрессовпроф» ертÿçи Анатолий Коршунов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тĕп урамсем тăрăх утнисем çамрăксем валли нумайрах ĕç вырăнĕ йĕркелеме, ватăсене ытларах пулăшма, экономикăн пĕтĕм отрасльне аталантарма чĕнсе каларĕç.

Демонстраци Хĕрлĕ тÿремре малалла тăсăлчĕ, унта Михаил Игнатьев çынсене Çуркуннепе Ĕç уявĕпе саламларĕ, производствăра малта пыракансене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. «Майăн 1-мĕшĕ — тăнăçлăх, пĕрлĕхпе килĕшÿлĕх уявĕ. Ăна пĕтĕм халăх юратать. Пирĕн çитĕнÿсемпе ăнăçу никĕсĕнче — халăхăн пархатарлă ĕçĕ. Эпир паян пĕрле! Пĕрлĕхре — пирĕн вăй!» — терĕ Михаил Васильевич.

«Хĕрлĕ тÿремре паян Чăваш Ен аталанăвĕпе ырлăхĕшĕн ĕçлекен çынсем тĕл пулчĕç. Тăрăшуллă та пуçаруллă ĕç çеç Чăваш Ене малалла аталанма тата чечекленме, Раççее вара вăйлатма пулăшать», — палăртрĕ Алена Аршинова. Николай Малов та, Леонид Черкесов та, Анатолий Коршунов та уява килнисене саламларĕç, тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕç.

Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятисенче «Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ çăлтăрĕ» патриотизм акцине-автомаршне хутшăнакансем те пулчĕç. Автомарш командирĕ Павел Григорьев асăннă акци ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче — вырăс халăхĕ Пăр çинчи çапăçура çĕнтернĕ кун — старт илнине пĕлтерчĕ. «Эпир çул çинче 30 кун ытла пулăпăр, 35 пин ытла километра парăнтарăпăр, 150 ял-хулана кĕрсе тухăпăр. Акци харăсах 5 тăрăхра — Севастопольте, Архангельскра, Вырăс утравĕнче, Дербентра, Брестра — старт илчĕ. Эпир пурте пĕрле çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Владимир хулинче пухăнăпăр. Унтан пĕрлехи колонна Мускава каять. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир Хĕрлĕ тÿрем тăрăх «Вилĕмсĕр полк» колонна пуçĕнче Çĕнтерÿ Ялавне йăтса утăпăр», — палăртрĕ акци командирĕ.

Çав кунах республикăри чи лайăх ĕç династийĕсене те чысларĕç. Сцена çине 26 династи хăпарчĕ. «Эсир хăвăр ĕçпе экономикăна тата социаллă сферăна аталантарма пулăшатăр. Ырми-канми ĕçлесе çеç пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума май килнине ĕнентерсе паратăр», — тав турĕ вĕсене Михаил Игнатьев.

Патăрьел. Район центрĕнчи тĕп тÿреме ялавсемпе тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, транспарантсем йăтнă ĕç коллективĕсем пухăннă. Уява Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçнă. «Çак праçник ĕçлеме пĕлекенсемпе юратакансене пĕрлештерет. «Ĕç», «май» сăмахсем пирĕн пĕрлехи тĕллеве — пурнăçа лайăхлатассине, ырă улшăнусем тăвассине — палăртаççĕ. Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçе юратнипе уйрăлса тăнă. Ентешĕмĕрсенчен 5-шĕ — Социализм Ĕçĕн Геройĕ, нумайăшĕ пысăк çитĕнÿсемшĕн патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Ăрусен çыхăнăвне сыхласа хăварас тесен паянхи çамрăксем пĕрлехи ĕçе хăйсем те хутшăннине туйччăр тесе тăрăшмалла», — тенĕ вăл.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчех агропромышленноç комплексĕнче ертсе пыракан должноçра 10 çул ытла ĕçленĕ çынсен куçса çÿрекен фотокуравне, Мухтав Аллейине уçнă. Мухтав Аллейинче Социализм Ĕçĕн тата Совет Союзĕн Геройĕсен /Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен/ сăнÿкерчĕкĕсене курма пулать. Вăрçа хутшăннисен çемйисене уяв мероприятийĕсен вăхăтĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма сертификат панă.

Шупашкар районĕнче çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Ĕç çыннине мухтар!» аллейăна уçнă. Унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Конкурент политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова хутшăннă.

Ку аллейăна Шупашкар районĕн ят-сумне çĕклес тесе ырми-канми тăрăшнă тата унăн аталанăвне сумлă тÿпе хывнă çынсене халалланă. Вăл — уçă тÿпе айĕнчи музей, унта тава тивĕçлĕ ĕçченсен, тĕрлĕ професси çыннисен, ят-шывне тата çитĕнĕвĕсене палăртнă.

Çав кунах районта çулсеренех йĕркелекен «Георгий хăйăвĕ» акци старт илнĕ. Кăçал çу уйăхĕн 1-мĕшĕ Мăнкунпа пĕр кунра килнĕрен уяв лапамĕнче «Мăнкун композицийĕсем» конкурс, ачасем валли вăйăсем ирттернĕ.

Уяв кашни районтах савăнăçлă концертпа вĕçленнĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.