Тĕн урокĕсем ырра вĕрентеççĕ

30 Апр, 2016

Ачасем урокран тухасса ытти ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул коридорĕнче кĕтсе тăратпăр. Çав вăхăтрах 1-мĕш класра вĕренекенсем чупса çитрĕç. Пĕрне, пĕчĕкреххине, иккĕн алăран тытрĕç те тепри тапсах хĕнеме пуçларĕ. Вĕсем никама та асăрхамаççĕ тейĕн. Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах çак ÿкерчĕк çаплипех куç умĕнчен каймасть.

Тепрехинче пĕр класра вĕренекен арçын ача çÿçĕнчен туртса хĕрачана кÿрентернĕ-ши? Çилĕ тытса çÿрекенскер тантăшĕн курткине шыв кÿлленчĕкне тухса пăрахнă. Сивĕ çанталăкра арçын ача киле мĕнле çитесси пĕрре те шухăшлаттарман ăна. Çакăн хыççăн чи малтан класс ертÿçи хыпăнса ÿкнĕ. Хĕрача киревсĕр ĕç тунине йышăнасшăн пулман.

Усал сăмахпа перкелешни калаçăва варалать çеç. Çакна пĕчĕкскерсем хăйсем те ăнланмаççĕ. Пĕррехинче кĕçĕн класс вĕренекенĕнчен илтнĕ сăмах пĕлтерĕшне Интернетра шырарăм. Çĕнĕ йышши технологи усал сăмахсен словарьне уçса пăхма сĕнчĕ мана.

Юрать-ха юлашки вăхăтра пирус, сăра рекламăлама чарчĕç. Ачасемпе уçăлса çÿрекен вырăнта тăварлă пулăпа сăра ĕçсе ларнăшăн йĕрке хуралçисем явап тыттараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине сарасси малти вырăна тухрĕ.

Çапах агресси хумне мĕнле пÿлмелле? Пĕчĕкренех çынлăх йĕркине ăша хывсан тĕнчере çаратакансен, вĕлерекенсен, пусмăрлакансен... йышĕ çулсем иртнĕçемĕн палăрмаллах чакĕччĕ. Пурнăçра усалли мар, ырри, савăнăçли ытларах пулĕччĕ.

Çак эрнере 3-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшне шкула пухăва пуçтарчĕç. Унта çитес вĕренÿ çулĕнче хушăнакан «Тĕн культурисен тата тĕнпе çыхăнман этика никĕсĕ» урок çинчен каласа кăтартрĕç. Мĕн тума кирлĕ вăл? Чи малтанах çакă — чуна ырă витĕм кÿрекен урок. Çавăнпах шкул программине кĕртнĕ те ăна. Вĕренме пуçличчен тĕн культурисенчен пĕрне суйласа илме ирĕк пур. Ытларахăшне, паллах, православи тĕнĕ çывăхрах.

Сăмах май, ку проект çинчен нумайăшĕ пĕлет. Пирĕн тăрăхра çак урок кирлĕлĕхне 2009 çултанпа тĕрĕслеççĕ. «Пĕрре коридорта хытăрах калаçнине илтрĕм. Манăн вĕренекен пĕчĕк ачасене усал сăмахпа перкелешме юраманни çинчен ăнлантарать. Апла тăк тĕн урокĕсем усăсăр иртмен», — тет хăпартланса шкул директорĕн çумĕ. Çав вăхăтрах анлă сарăлнă сăмахсен пĕлтерĕшĕ тĕнпе çыхăннине те уçса парĕç унта.

Ку урокра пĕлĕве тĕрĕслесе журнала паллă лартмаççĕ. Ыйтăм кăтартăвĕсене пăхас тăк — çакăншăн хăш-пĕр вĕрентекен кăмăлсăр. Ашшĕ-амăшĕн шухăшĕпе вара çакна пĕр çул вĕрентнипе çырлахмалла мар, кайран та тĕн урокне расписание кĕртни ытлашши пулмĕ.

Çапах ку тема ачасемшĕн çĕнĕлĕхех мар. Вĕренÿ программинче пĕрремĕш класрах «Пуçламăшĕ» урок пур. Унта та тĕн ыйтăвĕсен хуравне тупма пулăшаççĕ, çынлăх йĕркине вĕрентеççĕ.

Пĕр 30 çул каялла анне пире тĕне кĕртме Шупашкара илсе килнĕччĕ. Чиркÿре халăх нумайччĕ, çапах Турă çуртĕнче пулнине пуринчен те вăрттăнлăхра тытнă. Шкула хĕрес çакса кайман. Унтанпа йăлтах улшăнчĕ. Халĕ кĕçĕн класра вĕренекенсем педагогпа пĕрле чиркĕве каяççĕ, çурта лартаççĕ, кĕлĕ сăмахĕсене ăша хываççĕ.

Чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче те хавхалансах вĕренеççĕ ачасем. Спектакльпе, концертпа тĕрлĕ тăрăха çитеççĕ. Ырă усалтан вăйлăраххине никамран лайăх пĕлеççĕ вĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.