Суран тÿрленĕ-ши?

30 Апр, 2016

Упăшкапа пĕр çăвартан пурăннăран пире ялта ăмсанатчĕç те пулĕ. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть, укçа ĕçлесе илме пултарать мăшăрăм. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хитре çурт-йĕр çавăртăмăр. Хĕрсем Шупашкарта аслă пĕлÿ илеççĕ, пĕри шăл тухтăрĕ, тепри экономист пуласшăн. Хамăр тăрăшулăхпа вăя пула тулăх пурăнатпăр. Çурçĕр иртсен те пирĕн килте ĕç вĕçленмест. Картиш тулли — ĕне-сурăх, уйра гектарĕ-гектарĕпе пахча çимĕç çитĕнет.

Анчах та нумаях пулмасть чĕрене çуракан хыпар илтрĕм. Ман упăшка ялти пĕччен хĕрарăмпа çыхланса кайнă-мĕн. Çут тĕнче пуçăм çине йăтăнса аннăнах туйăнчĕ. Шанчăк юлашкинчен вилет çав, малтан çакна ĕненесех килмерĕ. Вут хумасăр тĕтĕм тухмасть теççĕ, эпĕ çеç кая юлса илтнĕ, ял тахçанах кĕрлет-мĕн. Иккĕшĕ машинăпа вăрманалла, район центрне кайнине тăвансем те пĕрре мар курнă. Хĕрĕмсен хăлхине те тахçанах кĕнĕ, мана çеç пăшăрхантарас темен. Хам çине тĕкĕртен те пăхассăм килмест, ытла хытă хурланнăран пĕр уйăхра питĕме шуранка сăн çапрĕ, кĕлеткем çине хĕрлĕ шатра тапса тухрĕ.

Мăшăрпа чĕнсе калаçманни уйăх ытла та пуль. Çуркунне çитнĕ май хуçалăхра темĕн чухлĕ ĕç: пахча сухаламалла, çимĕç лартмалла… Кĕçех кĕтÿ черечĕ çитет. Вăл пурин çине те алă сулнăн туйăнать. Пĕр-пĕринпе канашласа малтан пур ĕçе те пĕрле пуçăнаканччĕ. Халь кил-çуртра вырăнтан йĕп те хускатас килмест. Вăл ăçта каять, ăçтан килет — ăна та пĕлместĕп. Чĕре çĕçĕпе каснă евĕр ыратать. Çак суран хăçан та пулин тÿрленĕ-ши? Сĕтел хушшине апат çиме те пĕрле лармастпăр. Ялти юхха хĕрарăмпа улăштарчĕ мана. Мĕншĕн, мĕнпе начар эпĕ? Айккинелле чупнине хăть мана систерес марччĕ. Ăслă арçын вăрттăн çÿрет теççĕ, ку ман тăмсаях çав. 50 çултан каçнă хыççăн иртĕхме тытăнчĕ. Эпĕ чунтан юратнă, ĕненнĕ ăна.

30 çул пĕрле пурăннă мăшăрпа пĕр кунра тăшман пулса тăтăмăр. Çурхи кун илемне те туймастăп халь. Ăçта та пулин тухса кайăттăм, анчах та кама кирлĕ-ши эпĕ? Çакăн чухлĕ пуçтарнă пурлăха шел. Хĕрсене те амăшĕ, тăван кил ăшши кирлĕ. Упăшкаран йăлт сивĕнтĕм, каять пулсан пĕр кун та тытмастăп ăна. Çул уçă. Кашни хĕрарăм тĕрлĕрен, эпĕ хама суйнине ниепле те каçараймастăп. Унпа çĕнĕ пурнăç пуçламашкăн вăй-хал çитмест. Вăл маншăн текех çук.

Иккĕшĕ те айăплă. Юххана чупма чараймăн. Ман упăшкана та çав хĕрарăм патне никам та вăйпа сĕтĕрсе кайман. Юмăç тăрăх çÿреместĕп, пăснине, тĕшмĕшленнине пирĕн çемьере никам та ĕненмен. Пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет.

Ял халăхне тĕлĕнтерсе хамăртан çеç култартăмăр. Пирĕн халь хĕрсене мăшăрлантарасси, пуласлăх пирки шухăшламаллаччĕ. Урама шăв-шав кăларма кирлĕччĕ-и? Эпĕ çеç мар, ачасем те чупкăн ашшĕнчен сивĕнчĕç.

Ирина П.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.