Чăхă-храм

30 Апр, 2016

Индонези чăтлăхĕсенче тĕлĕнмелле çурт пур — вăл чăх чĕппине аса илтерет. Ăçтан тупăннă вăл çакăнта — вăрман варринче? Çитменнине, пушăскер...

Туристсем çакăнта, çул çуккине пăхмасăрах, тăтăшах килеççĕ. Вĕсемех çурта “Чăхă-храм” тесе ят панă. Ахальтен мар ку — çак храма вырăнти çынсем кĕлĕ вулама килсе çÿреççĕ, çитменнине — кам мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр. Ку çурта Индонезире пурăнакан Даниэль Аламсжах çак тĕллевпех çĕкленĕ — мĕнле тĕн пулнине пăхмасăрах пур çын та килсе çÿреме пултартăр. Унăн шухăшĕпе, пур тĕн храмĕ те ку.

Пур тĕн храмĕнче, йĕрке тăрăх, чăн пурнăçри е шухăшласа кăларнă чĕрчунсем пирки кăна шухăшламалла. Даниэль Аламсжах йĕркене çирĕплетнипе кăна çырлахман, çурта хăйне те чĕрчун майлă тума ĕмĕт тытнă. 1989 çул пулса иртнĕ ку. Арçын хăй те шухăшламан çĕртен çак вырăна çитсе тухнă. Унтан тăрук ăна вăл “палласа” илнĕ — тĕлĕкре шăпах çак тавралăх тĕлленнĕ-çке! “Эпĕ çĕрĕпе кĕлĕ турăм! — каласа кăтартнă каярахпа арçын. — Каярахпа пуçра темĕн мĕлтлетсе илнĕ пек пулчĕ — çурта манăн кăвакарчăн евĕр çĕклемелле”.

Çĕр лаптăкне Даниэль 160 доллар тÿлесе илнĕ те çак вырăнта хăйĕн ял çыннисемпе пĕрле строительство ĕçĕсем пуçланă. 2000 çул çитнĕ. Даниэлĕн те, ентешĕсен те укçи-тенки пĕтнĕ, храма вара çаплах туса пĕтереймен-ха. Çаплипех ларса юлнă вăл.

Çапах та Даниэль ĕмĕчĕ пурнăçланнă — халĕ кунта кĕлĕ тума, пуç çапма таçтан та, темĕнле тĕне ĕненекенсем те çÿреççĕ: христиансем, буддистсем, мăсăльмансем... Вĕсемсĕр пуçне ку вырăна туристсем те килĕштереççĕ — Индонезире Ява утравĕ çинчи Магеланг хули çывăхĕнче канакансем “Чăхă-храма” пырса курмасăр юлмаççех.

/Focus.it/.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.