Уявсем, бюджет тата арканнă çулсене юсамалли укçа

29 Апр, 2016

Кун йĕркинче Транспорт министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан отчет пулнине кура Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче юлашки вăхăтра нумай калаçтаракан çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч тишкерÿ çуратасса кĕтнĕччĕ. Анчах министр чирленĕ иккен — отчет пулмарĕ. Çапах çулсемпе çыхăннă çивĕч ыйту тавра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурпĕр сăмах пуçарчĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ. Чăн та, ку енĕпе ĕçлемелли пур. Шупашкарти нумай ачаллă çемьесене лаптăксемпе тивĕçтерме пĕртте çăмăл мар. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи 1-мĕш кварталта тĕп хулара çавнашкал çемьесене шута илесси тăруках ÿснĕ — иртнĕ çулхинчен те нумайрах. Пĕлтĕр çакăн валли 80 гектар çĕр уйăрнă — 600 лаптăк. Кăçал та вун-вун гектар кирлĕ пулать.

Республика бюджетне кă­çалхи 1-мĕш кварталта мĕнле пурнăçланипе финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Мухтанмалли çукрах. Тупăш тĕлĕшпе бюджета 7,8 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă — пĕлтĕрхи шая чылай çитеймест. Çакă Мускав сахалрах укçа уйăрнипе сăлтавланнă — каялла тавăрса памалла мар укçа виçи иртнĕ çулхи çак тапхăртин 72% чухлĕ çеç. Çав вăхăтрах республика хăйĕн тупăшне палăрмаллах, 7% яхăн, ÿстерме пултарнă. Мĕнпур налук — ÿсĕмлĕ. Организацисен тупăшĕнчен илекенни кăна — 95,9% шайĕнче /55 млн тенкĕ чакнă/. Бюджет тăкакĕсем 7 млрд тенкĕпе танлашнă. Çав шутра вĕрентÿ сферин тÿпи — 32, социаллă политикăн — 25%. Сывлăх сыхлавĕн тăкакĕсем те курăмлă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăр­çине хутшăннă çынсене, вăрçă инваличĕсене тата вĕсене ăсатакан çынсене çу уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенче транспортпа тÿлевсĕр çÿремелли май туса парас ыйтăва татса пачĕç. Михаил Игнатьев ку енĕпе питĕ тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: вак-тĕвек те ватăсен кăмăлне пăсма пултарать.

Сивĕсем вĕçленчĕç кăна-ха, анчах çурт-йĕре хутса ăшăтмалли черетлĕ тапхăра ха­тĕр­ленме те пуçламалла. Строймин ертÿçи Олег Марков ăшă сечĕсен 18 километрне улăштармалли, шыв пăрăхĕсене, котельнăйсене çĕнетмелли пирки каларĕ. Министерство мĕнпур ĕçе тĕплĕ тĕрĕслесе тăрĕ.

Хысна укçипе тирпейлĕ тата тĕллевлĕн усă курмалли пирки те калаçу пулчĕ. Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра Халăх туслăхĕн паркне хăтлăлатмашкăн 3 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Ку — ял çыннисен общество пуçарăвĕсене пурнăçламалли грант шучĕпе кÿрекен пулăшу. Çав шутра — федераци укçи те, республикăн та. Укçапа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăмалла.

Темăна тăснă май Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче Çĕньял таврашĕнче çурт-йĕр тумалли лаптăка йĕркелеме 111 млн тенкĕ уйăрнипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — унта 79 çурт пулмалла. 25 çурт çĕкленĕ ĕнтĕ. 9-шĕ — «Ольдеевская» агрофирма ĕçченĕсем валли. Çак цифра пĕчĕкки сисчĕвлентерчĕ пулас — Михаил Васильевич çуртсем ял ĕçченĕсем валли пулмалли тĕллев лартнине аса илтерчĕ. «Унта учительсемпе врачсем те, социаллă сфера ĕçченĕсем те пур...» — терĕ министр.

Предприятисем çĕнĕ оборудовани туянма яракан тăкаксене субсидилес ыйтăва хăвăрт татса пачĕç. «Çĕнĕ оборудовани валли укçа уйăратпăр — иккĕленÿ çук», — терĕ кун пирки Михаил Игнатьев. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин вара меллĕ самантпа усă курса палăртрĕ: ют çĕршывсенчи инвесторсене хамăр производствăна хавхалантарас енĕпе мерăсем йышăнни пирки калатпăр — унашкалли чылай регионта çук.

Чылай калаçтараканни вара чăннипех çул-йĕр ыйтăвĕ пулчĕ. Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Максимов республика бюджечĕн укçине хуласене автомобиль çулĕсене юсамашкăн валеçсе парас ыйтупа сăмах илчĕ. Пĕтĕмпе — 100 млн тенкĕ. Улатăр валли — 18,8 млн, Канаш хулине — 11,7 млн, Çĕнĕ Шупашкара — 17 млн, Çĕмĕрлене — 9,5 млн тенкĕ. Чи пысăкки Шупашкар валли — 43 млн. Николай Григорьевич çак виçесене асăннă хуласенчи юсамалли çулсен тăршшĕне кура палăртнине çирĕплетрĕ.

Михаил Игнатьев тĕп хула влаçĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ. Администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков яланхилле тÿррĕн хуравларĕ: «Ку виçе пирĕншĕн ытла та пĕчĕккине ăнлансах килĕшрĕмĕр. Мĕншĕн тесен укçа çуккине пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе вара хулари çулсене йĕркене кĕртмешкĕн пире 43 мар, 400-500 млн тенкĕ кирлĕ. Эпир хамăрăн бюджетра çулсем валли 100 млн тенкĕ хывса хăвартăмăр, ку виçене пысăклатас енĕпе малалла ĕçлĕпĕр».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ вара çак кунсенче Шупашкарта РФ транспорт министрĕ Максим Соколов пулни çинчен каларĕ. Ăна республикăри ĕç-пуçпа паллаштарнă. Пĕлтĕр Чăваш Ен çĕнĕ çулсене виçĕмçулхинчен икĕ хут ытларах туни, çулсем валли уйăракан укçапа тĕллевлĕн усă курни, паллах, министра килĕшнĕ. «Раççей Федерацийĕнче икĕ регион кăна çулсем валли уйăрнă укçапа кашни тенкĕ таран чăннипех çулсем тума усă курнă. Çав шутра — Чăваш Ен», — палăртрĕ Михаил Васильевич. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускав ялсенчи çулсем валли укçа уйăрмалли йышăну тунă. Чăваш Ен 80-85 млн тенкĕ илес шанăç пур. Михаил Игнатьев май пур таран ытларах илме тăрăшмалли пирки каланă май ку енĕпе Транспорт министерствин çине тăрса ĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.