Уявра та - ĕç пиркиех

29 Апр, 2016

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕ — Пушар хуралĕн кунĕ, ăна халалласа республикăри район-хулара тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, çав шутрах — "Асăрханăр, вут-çулăм!" тематика кунне те.

Раççей пушар хуралĕн историйĕ пуян та кăсăклă. Вутпа çыхăннă инкексем тахçан авал та, халĕ те экономикăна аталанмашкăн чăрмантарма пултараççĕ, çавăнпа çынсемшĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем яланах — тĕп вырăнта. Раççейре 1624 çулта ятарлă пĕрремĕш пушар команди туса хунă. 1649 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕ асăннă тытăм историйĕнче паллă кун шутланать: шăпах çав кун Алексей Михайлович патша "Наказ о градском благочинии" кăларнă. Ăна тĕпе хурса профессилле пушар хуралĕн никĕсĕсене хывнă: тÿлевлĕ штат йышне туса хунă, хулари хăрушсăрлăха сăнаса тăма хурал йĕркеленĕ, вутпа асăрханусăр пулнă çынсене айăплама ирĕк пуррине палăртнă. Чăваш Ен пирки калас-тăк — Шупашкарта пушар службине йĕркелес ыйтăва пĕрремĕш хут 1806 çулта çĕкленĕ. Унтанпа пирĕн республикăра та, Раççейре те пушар хуралĕ аталансах, вăй илсех пынă, çитĕнÿсем тунипе пĕрлех тĕрлĕ йывăрлăхпа та тĕл пулнă. Çапах кирек хăш вăхăтра та пушарнăйсем хăйсен тĕп тивĕçне — çынсен пурнăçне çăласси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — тĕплĕн тума тăрăшнă тата тăрăшаççĕ те.

"Пире Раççей МЧСĕн тата РСЧС территорири çумтытăмĕсен ĕç-хĕлĕн пĕтĕм тытăмĕнчи пысăк кăтартусене сыхласа хăварма май килчĕ. Çакăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ — 270 пин ытла çын пурнăçне çăлни", — тенĕ Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков кăçалхи нарăс уйăхĕнче Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата сирекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн /РСЧС представителĕсен Пĕтĕм Раççейри пухăвĕнче. Унтах РФ МЧС пуçлăхĕ Чăваш Республики РСЧС ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕпе Раççейри чи лайăх 10 регион йышĕнче пулнине палăртнă. Çакă, паллах, савăнтарать. Чăваш Енĕн кăтартăвĕсем лайăхланнине те палăртма кăмăллă. Тĕслĕхрен, пирĕн республикăра пĕлтĕр техногенлă пушарсен шучĕ 5,5% чакнă /Раççейре — 4,6%, вилнисен йышĕ 18,8% /8,5% пĕчĕкленнĕ. Шывра путнисен шучĕ 9,6% /8% сахалланнă.

Владимир Пучков кăçалхи кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕччĕ. Ун чухне Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РСЧС Чăваш Енри территорири çумтытăмĕн ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне лайăхлатмашкăн хушма укçа парассипе, "Çĕнĕ хула" микрорайонта федераци укçи-тенкипе тунă пушар чаçне техника хатĕрĕсемпе пуянлатассипе, ун валли çынсем уйăрассипе тата ыттипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнăччĕ. Çак калаçусене тĕпе хурса Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленине 4 тоннăллă икĕ автоцистерна /КамАЗ никĕсĕ çинче, тулли приводлă пĕрремĕш пулăшу автомобилĕ тата пилотсăр вĕçекен аппарат пама йышăннă. Икĕ эрне каялла асăннă техника пирĕн республикăна килсе çитнĕ. Вĕсем, паллах, вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçне чылай çăмăллатма май парĕç.

Михаил Игнатьевпа Владимир Пучковăн çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ тĕлпулăвĕнчех Чăваш Енри предприятисенче Раççей МЧСĕн пушарнăйĕсемпе çăлавçисем валли ятарлă тумтир тата экипировка хатĕрлеме йышăннă. "Эпир Чăваш Ен предприятийĕсене пушарнăйсемпе çăлавçăсен ятарлă тумтирĕпе экипировка производствине — çав шутрах Арктика зонинче ĕçлемешкĕн, çавăн пекех хальхи экономика условийĕсенчи халăхăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн тытăмĕнче сăнав-конструктор ĕçĕсем ирттерес енĕпе те — хутшăнтарас ыйтăва сÿтсе яврăмăр", — тенĕччĕ ун чухне РФ МЧС пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Умра — уявсем. Çапах канмалли кунсенче те, хăйсен професси праçникĕнче те пушарнăйсен пысăк йышĕ кану пирки мар, ĕç çинчен шухăшлĕ, постра сыхă тăрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.