Хăрушсăрлăх яваплăхпа кÿршĕллĕ
Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн организацийĕ пуçарнипе ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне паллă тунă май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтĕр тата кăçал çулталăк пуçланнăранпа çынсем производствăра суранланнă тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченипе çыхăннă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Шел те, тишкерÿ хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе çивĕчлĕх пуррине куçкĕрет çирĕплетет.
Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чух хăрушсăрлăх техникин правилисене пăснине УК 109, 143, 216 статйисемпе хаклаççĕ: ĕç сыхлавĕн правилисене пăснинчен пуçласа çынна асăрханмасăр вилĕм кÿни таранах. 2015 çулта асăннă йышши тĕслĕхсемпе 16 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра 8-шĕ — çынсем вилмеллех суранланнă тĕслĕхсемпе. Кăçал — 3 уголовлă ĕç. Шел те, икĕ тĕслĕхре çынсем вилнĕ. Иртнĕ çул çынсем производствăра аманнă тĕслĕхсем Шупашкарта 6 пулнă /виçĕмçул — 17/, Çĕнĕ Шупашкарта — 4. Çавăн пекех унашкал тĕслĕхсене Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче те шута илнĕ. Кăçал Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата Красноармейски районĕнче инкексем пулнă.
Строительство сферинче кунашкал тĕслĕх уйрăмах нумай. Уголовлă ĕçсене тĕпченĕ май инкексене яваплă çынсем хăйсене пăхăнса тăракансем хăрушсăрлăх правилисене уянине çирĕп сăнаса тăманни сăлтавлани палăрать. Хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтермен, çынсене юсавсăр оборудованипе ĕçлеттернĕ, тивĕçлĕ инструктаж ирттермен тĕслĕхсем пур. Тепĕр чухне ÿсĕр çынсене те ĕçлеме ирĕк параççĕ. Кун пек чухне инкек пуласси часах.
СК Следстви управленийĕн пресс-служби инкеклĕ пайăр тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Калăпăр, Вăрнар районĕнче сысна ĕрчетекен комплекс агрономне условнăй майпа çулталăк та 4 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Вăл пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче ÿсĕр арçынна тырă типĕтекен участокра ĕçлеме ирĕк панă. Унта вара питĕрсе илмелли ятарлă хÿтлĕх решетки пулман. Тырра пушатнă чухне хайхи арçыннăн кĕсйинчен телефонĕ тырă йышăнакан бункера тухса ÿкнĕ. Арçын ăна илме аннă. Çав самантра çÿлтен ун çине тырă йăтăнса аннă та — арçынна хупласа хунă, вăл сывлаймасăр вилнĕ.
Авăн уйăхĕнчех Шупашкарта та çын вилнĕччĕ. Ярмăркка урамĕнче асфальт хывас ĕçе вĕçленĕ хыççăн тягач çине тиенĕ чухне нумай тонна таякан юсавсăр асфальтоукладчик каялла кусса аннă та — 44 çулти хĕрарăм ун айне пулса вилнĕ. Инкекшĕн айăпли тĕлĕшпе ирĕклĕхне 2 çуллăха чикĕлемелли приговор палăртнă. Унсăр пуçне хĕрарăмăн тăлăха юлнă икĕ ачи валли кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма 350-шар пин тенкĕ шыраса илнĕ.
Пĕлтĕрхи нарăсра Шупашкарта строитель 8-мĕш хутран лифт шахтине ÿксе тĕлĕнмелле майпа кăна чĕрĕ юлнă. Çуртăн кашни хутĕнче хайхи шăтăка хăмасем хурса хупланă, арçын вĕсем çине ÿкнĕ. Анчах черченкĕ хăмасем унăн йывăрăшне тÿсеймен, çапах вилмеллех ÿкесрен çăлса хăварнă. Строитель икĕ урине те хуçнă. Иртнĕ çулхи кăрлачра çын юсавсăр лифт шахтине ÿкнĕ тепĕр тĕслĕх те пулнăччĕ. Шел те, ун çине тата металл изделисем тиенĕ тележка персе аннă. Çын чĕрĕ юлма пултарайман. Çакăншăн организаци гендиректорне çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.
Маларах вара, утă уйăхĕнче, тĕп хулари Ленин Комсомолĕн урамĕнчи стройкăра инкек пулнăччĕ. Унта çуртăн кирпĕч стенине купаланă чухне 7-мĕш хутран 39 çулти каменщик ÿкнĕ — вилмеллех. Ку тĕслĕхре ĕç паракана строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн уголовлă майпа явап тыттарнă. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнче хуçалăх ĕçченĕ тракторпа ĕçленĕ чухне урасăр юлнă. Çакă — ăна хăрушсăрлăх техникин правилисене вĕрентменнин кăтартăвĕ. Куншăн унăн пуçлăхĕ тĕлĕшпе айăплав тăратнă.
Тепĕр чухне предприятисемпе организацисен ертÿçисем ĕçре шар курнисенех айăплама пăхаççĕ: хăйсем асăрханусăр, тимсĕр имĕш... Анчах ку — яваплăха хăйсем çинчен сирес тени кăна. Хăрушсăрлăха вĕсен тивĕçтермелле. Тивĕçтермесен — явап тытмалла. Унсăрăн производствăра нихăçан та йĕрке пулмĕ.
Николай ДМИТРИЕВ
Комментировать