Кĕçĕн Çĕрпÿелти «персона нон грата»

28 Апр, 2016

Унăн ачисен умĕнчи парăмĕ 700 пин тенкĕрен иртнĕ. Арăмĕпе уйрăлнă хыççăн икĕ ывăлĕшĕн 16 çул алимент тÿлемен вăл. Куншăн ăна темиçе хутчен те судпа айăпланă, тĕрмене те хупнă.

Нимĕн те хăварман

Пирĕн тĕле Василий Афанасьев ăнсăртран, Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел урамĕнче çынсемпе тăнă чухне, тупăнчĕ. Арçын журналистпа калаçса чунне лăплантарас терĕ-ши? Тен, ăнман пурнăçĕшĕн унчченхи арăмĕ айăплă пулнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Василий Афанасьев тÿрех кăсăклинчен тытăнчĕ. «Суя Нина, арăм пулнăскер, мана нимсĕр-мĕнсĕр хăварчĕ. Унăн пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ — мана тĕрмене хуптарасси, çурта туртса илсе труççи вĕççĕн урама кăларса ярасси е вĕлересси...» — терĕ. Кунашкал историе хăлха тăратсах итлеме хатĕрскерсем ун хыççăн утрăмăр. Йĕркеллĕ курăнакан, калаçакан çав арçын «рецидивист» пулнине пĕлмен-ха эпир, çавăнпах шикленмесĕрех пÿрте кĕтĕмĕр.

Василий колхоз панă çуртра, щитран хăпартнăскерте, пурăнать. Çурт умĕнче те, кил хушшинче те ăпăр-тапăр йăваланатчĕ, верандăра тасах марччĕ те пушмак хывмасăр кĕтĕмĕр. Пÿрт урайĕ те сăрă тахçантанпах курман. Ку килте хуçа алли пурри сисĕнмест. Василий пĕр пÿлĕмрен мастерской тунă. Унта вăл йывăçран тĕрлĕ япала ăсталать, турăшсем касса кăларать. Çавнашкал ылтăн алăллă çыннăн килĕ мĕншĕн юхăнать-ха? Пÿртре хăтсăр та сивĕ. Хуçи çине пăхсан ĕçкĕç евĕр туйăнмарĕ, çи-пуçĕ таса, çÿçне, сухалне ÿстерсе яман. Тата мĕншĕн «Суя Нина» терĕ-ха вăл? Нумай ыйту çуралчĕ.

Интервью пама хатĕрленсе Василий Геннадьевич сĕтел хушшине ларчĕ. Пĕчĕк кĕленчери бальзама черккене тултарчĕ. «Сире ĕçтерместĕп, хам валли те сахал», — текелесе черккине пушатрĕ, хыççăн çăмарта çыртрĕ. Ĕçес шухăш çукчĕ-ха пирĕн.

«Арăм килтен йăлтах, аннен шифоньерне те, тиесе тухса кайрĕ. Эпĕ килнĕ çĕре пÿрт алăкĕ яри уçăччĕ. Журнал сĕтелĕ çинче ал шăлли, пĕр кашăк выртатчĕ, манăн пушмакпа нускисене те хăварман», — пуçларĕ калаçăва Василий Афанасьев. Ку сăмахсене илтсен ăна хĕрхенес килчĕ. «Ай, Тур-тур! Сирĕн пушмакпа мĕн тăвать-ши? Кунашкал арăма ăçтан тупнă вара эсир?» — тĕлĕннипе пĕççе шарт çапманни кăна. Василий амăшĕн пилне итленипе авланнă-мĕн. Ĕмĕрлĕхех куç хупиччен амăшĕ ывăлĕсене çапла каланă: «Мана пытарнă хыççăн 40 кунран иксĕртен пĕри те пулин авланăр, çак килте пурăнăр». Ваççа пĕрре курнă хĕре мар, килĕштернĕ Нинăнах качча илнĕ. Салтакран килсенех каччă районти почта уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çар тумĕпе çÿрекен хитре йĕкĕте курма хĕрсем почта уйрăмне ятарласах килнĕ-мĕн. «7 çул пĕрле пурăннă хушăра темĕн те пулнă: вăрçăннă та, мирлешнĕ те. Эпĕ арăм ячĕпе арманта вăй хутăм, каçхине фермăра хурал тăтăм. Кунсăр пуçне сăмакун юхтарса кунĕн-çĕрĕн сутаттăм», — укçа ĕçлесе илме пултарнине ĕнентерме тăрăшрĕ Василий. Вăл касса кăларнă турăшсене Варнава митрополит туянать-мĕн. Ку ăсталăха арçын тĕрмере ларнă чухне вĕреннĕ. Унта вăл рэкетирсемпе çыхланнăшăн лекнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки уçăмлăн каламарĕ пулин те йĕтем заведующийĕнче ĕçленĕ Василие рэкетирсем тапăннине пĕлтĕмĕр. Вĕсене хирĕç вăл хĕç-пăшалпа тăнă-мĕн. «Эпĕ «зексемпе» ларса курман темелле. Вăхăта ытларах мастерскойра ирттернĕ. Офицер составĕпе манăн «блат» пулнă. Арăм тĕрмене пĕр хутчен çеç килсе кайрĕ. Намăсчĕ мана: вĕреннĕ çын-çке эпĕ, фельдшер профессине илнĕ, арăм килте пĕчĕк ачапа юлчĕ, иккĕмĕшне кĕтетчĕ», — аса илчĕ Василий. 3 çуллăха хупнăскере хăйне лайăх тытнăшăн тата йывăç касас енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн 1 çул та 2 уйăхран кăларнă. Офицер составĕпе мĕнле майпа «блат» тупнă-ха? Кун пирки те пĕлтĕмĕр. Ирĕке кăларас тесе арăмĕ кирлĕ çĕре пĕр КамАЗ вăрман леçнĕ. Анчах хĕрарăм тăрăшнине упăшки хаклама пĕлмен. «Эпĕ кирпĕч шутланă чухне эсĕ «типĕтсе» пурăнтăн-им?» — тесе хĕнеме тытăннă.

«Авланнă хыççăн арăм: «Атя Ирçе Çармăса /вăл хăй çав ялтан/ куçса каятпăр теме тытăнчĕ. Тăван кил-çурта епле пăрахса каяс-ха? Унăн ялĕнче еркĕн пулнă иккен. Кун пирки эпĕ кайран пĕлтĕм. Хам та, психологи вĕреннĕскер, çакна сисмен мар. Арăм хăй манран уйрăлма тĕв тытрĕ. 1959 çулта çуралнă арçын тупса ячĕ те мана нимсĕр хăварса тухса кайрĕ. Эпĕ ăна: «Тархасшăн, лăпкă пурăнма пар», — тесе ыйтрăм. Унăн пĕр сăмах: «Хуптаратăп, вĕлерттеретĕп». Полици пуçлăхĕ те кун пирки илтнĕ. «Ачусене курма пĕччен ан кай, сотрудник паратăп. Арăму сана вĕлерессипе хăратать», — терĕ. Ывăлăмсем патне эпĕ, тĕреклĕ арçын, полицейски çурăмĕ хыçĕнче пытанса каймастăп ĕнтĕ. «Ачасене мĕн кирлине йăлтах илсе паратăп. Йĕпреçе вĕсемпе каятпăр», — терĕм. Эпĕ хамăн тĕпренчĕкĕмсемпе темĕн туса хурасран хăранипе ачасене парса ямарĕ. Мана суд вĕсемпе тĕл пулма чарман вĕт. Арăмăн айванлăхĕ «зашкаливает за пределы возможностей». Унпа калаçсанах çакна чухласа илетĕр...» — ăнлантарчĕ арçын.

«Мана укçа кирлĕ!»

«Кашни кунах хама валли вилĕм шыратăп, анчах мана илме Турри те, шуйттанĕ те килмеççĕ. Килти хуçалăхра пăта та çапаймастăп, ачасем валли мĕн те пулин тăвас тетĕп. Çук, пулмасть. Мускава çÿретĕп эпĕ, çĕлес, йывăçран касса кăларас енĕпе те алă-ура ларать. Мухтанмастăп, ку енĕпе Турри кÿрентермен. Анчах эпĕ киле валли нимĕн те илсе лартаймастăп. Ĕçлесе таврăнсанах ман пата приставсем пырса кĕреççĕ. Инструмент сасси кăларатăп çеç — тепĕр 5 минутранах ĕç хатĕрне арестлеме çитеççĕ. Нина хăй шăнкăравласа пĕлтерет: «Ваççа килĕнчех. Унăн инструменчĕсене илсе кайăр». «Разведка» — йĕри-таврах. Алимент укçи ыйтаççĕ, хăйсем ĕçлеме памаççĕ. Унсăрăн нухрат ăçтан тупмалла? Çара кут тухса ташласси çеç юлчĕ», — Василий Геннадьевич каланинчен те кулмалла, те йĕмелле. Алимент мĕншĕн тÿлемен-ха вăл? Ку ыйтăва арçын çапла хуравларĕ:

«Ирçе Çармăса Нинăпа çын пек калаçма кайрăм. Ачасем пĕчĕкчĕ ун чухне. Вĕсене Малиновкăри кану базине илсе каймашкăн калаçса татăлнăччĕ. Министерство УАЗик та панăччĕ. Ялти лавккана кĕтĕм те пĕр арçын: «О-о! Ваççа, эсĕ вилмен-и вара?» — терĕ. Суя Нина ман çинчен çапла сас-хура кăларнă. Лăня, аслă ывăл, мана урамра курчĕ те чупса пычĕ. Кĕçĕннине каларĕ: «Ан йĕр, ку атте». Лешĕ мана палламасть. Амăшĕ сиксе тухрĕ те: «Çас хуптаратăп!» — кăшкăрма тапранса кайрĕ. Çакăн хыççăн алимент тÿлемешкĕн ăçтан кăмăл пултăр? Ачасене мĕн кирлине йăлт илсе паратăп, мана лăпкă пурăнма пар çеç», — тесен Нинăн пĕр сăмах: «Мана укçа кирлĕ!» «Апла тăк ак сана укçа!» — чышкă кăтартрăм, тĕрмене кайса ларатăп пĕрех хут», — терĕм».

Калаçса ларнă хушăра Василий патне юлташĕ çитрĕ: «Эсĕ кунта майрасемпе терĕç». Чăнах та, «разведка» аван ĕçлет ялта. Йăлтăр-ялтăр шăлаварне стрелка тусах якатнă арçын пирĕнпе паллашас терĕ-ши? Василий хайхискере калаçтармарĕ, эрехĕпе хăналарĕ те ăсатма тухрĕ.

Çав хушăра ĕçтешĕмпе пĕр-пĕрин çине кăн-н! пăхса илтĕмĕр: ку килтен епле тухса тармалла? Темĕн ку арçын килĕшми пулчĕ. Редакци водительне шăнкăравласа чĕнсе илес шухăш та пурччĕ. Кĕçех кил хуçи çитрĕ, пирусне мăкăрлантарма тытăнчĕ. Сигарет тĕтĕмне сывлаймастăп, аллерги пуçланать. Урама тухма сĕнсен Василий пирусне сÿнтерчĕ. «Çын хушшине тухмастпăр», — терĕ. Унăн калавне малалла итлерĕмĕр.

«Çемьере пăтăрмах тухсан упăшки те, арăмĕ те айăплă. Нина Степановна хăй çеç тĕрĕс тесе шухăшлать. Вăл ывăлăмсене мана хирĕç тăратнă. Пĕчĕк чухнех суда пĕрле сĕтĕретчĕ. Мĕнле психологипе воспитани панă вăл ачасене? «Ÿссе çитсен сана вĕлериччен хĕнетĕп», — çапла калатчĕ Лăня», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Казарма юсама

Нина Степановна, ачисен ашшĕнчен пĕр пус та илсе курман пулин те, ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкелех пăхса ÿстернĕ. Лăньăна Президент полкне çара илнĕ, халĕ те вăл унта контракт мелĕпе юлнă. Ашшĕн уголовлă историйĕшĕн ăна çавнашкал чаплă чаçе лекме çăмăл пулман. Ачисемшĕн таçта çитсе темĕн тума та хатĕр амăшĕ Лăньăшăн сахал мар чупнă.

«Чĕмпĕр облаçĕнче учебкăра чухне Лăня ман пата шăнкăравларĕ, укçа ыйтрĕ. Вăл госпитальте выртать иккен. Эпĕ ун чухне ялтаччĕ, алимент тÿлеменшĕн тин кăна колони-поселенирен таврăннăччĕ. Укçа çукчĕ манăн, çапах юлташпа Лăньăн чаçне кайрăмăр. Ачана айфон, Интернет кирлĕ-мĕн. Çара килни те пĕр уйăх çеç. Мĕн тăвать-ши унпа? Хăй пирус туртмасан та пĕр блок сигарет илсе патăм. Ывăлпа юнашар пулас тесе кайран эпĕ Димитровграда, онкологи центрĕ тунă çĕре, ĕçлеме вырнаçрăм. Пĕррехинче ывăл 3 пин ыйтрĕ, рота командирне тÿлесен увольнительнăй илме пулать иккен. Тем каласан та, çарта йăлт укçалла. Кайран каллех айфон ыйтрĕ. Хам та çарта пулнă, психологи, деонтологи вĕреннĕрен çарти хутшăнусене ăнланатăп. Учебка хыççăн Мускав облаçĕнчи Чехов хулине куçрĕ. Эпĕ те Димитровграда пăрахса Мускава ĕçлеме кайрăм. Ывăл шăнкăравласа стройматериал ыйтрĕ, казарма юсама кирлĕ-мĕн. Пĕр машина леçрĕм», — ывăлне пулăшнине каларĕ Василий Геннадьевич. Президент полкĕнче те салтаксен шучĕпе юсав ирттереççĕ-ши вара?

Аманнă чĕре

«Эс хăв айăплă, анне мар! Атте, санпа тек калаçмастăп», — Лăня отпуска килсен мана çапла калани чĕрене епле ыраттарнине пĕлесчĕ сирĕн. Çĕр тĕпне анса каяс килчĕ. Темле пулсан та ашшĕ-çке эпĕ. Çакна эпĕ халь тин ăнлантăм: аттесĕр çут тĕнче курмăттăмччĕ. «Эсĕ мĕнле чăтатăн?» — кăсăкланаççĕ юлташсем, вĕсем психологи, деонтологи начар пĕлеççĕ. «Молча», — тетĕп. Сăвă çыратăп, акă курăр», — тетрадьне кăтартрĕ Василий Афанасьев.

«Кĕр çитсессĕн йывăç çинчен çулçи тăкăнать. Аса илсен иртни çинчен куçăм шывланать», — ку юрра ман çинченех çырнă пек туйăнать. Нина Степановнăн шухăшĕпе, манăн бомжа тухмалла, эрех ĕçсе çапкаланса çÿремелле. Вара эпĕ «хисеплĕ» çын шутланăп. Çук, эпĕ ун пек мар, манăн çăвăнмалла, хырăнмалла, пушмака тасатмалла», — диван кĕтессинче йăлтăртатса ларакан пушмак çине куç ывтăнчĕ. — Эпĕ кунта «персона нон грата». Вăл мĕне пĕлтернине чухлатăр-и-ха эсир? «Çынсем питех юратман, ютшăнчăк этем» тенине пĕлтерет вăл. Эпĕ çапăçатăп, хĕнетĕп, ĕçкĕç, шăпана... Ман çинчен çак сăмахсене сарса çÿрекенни — манăн арăм пулнăскер. Çавăнпа эпĕ ăна Суя Нина тетĕп. Пурăнас, ĕçлес кăмăла тĕпрен касса татрĕ, нимĕн те тăвас килмест. Виçĕ турăш ăсталасанах кĕсьене 1 миллион тенкĕ кĕме пултарать. Анчах унашкал ĕçе хавхаланусăр пурнăçлаймăн. Акă мĕншĕн эпĕ кашни кун вилĕм шыратăп. Ку ялта мана хĕрарăм тупма йывăр», — мĕншĕн юхăнчăклăхра пурăннин сăлтавне уçăмлатрĕ арçын. «Эсир айккинче хĕрарăм тупăр эппин», — сĕнтĕмĕр эпир. Василин савни темиçе те пулнă-ха. Хулара пурăнакан балерина та яла килме хапăл тунă, пахчара та ĕçленĕ. «Вась, может «дринкнем». Купишь бутылочку?» — хăйне валли ĕç тупайман майра эрех ĕçнĕ. Учительница та тупнă, ун патĕнче пурăнкаланă Василий. «Паян хăнана каймалла, коллектива кăтартатăп сана», — тесен кăмăлăм пăсăлчĕ. Манăн никампа та паллашас килместчĕ. Мăкăртатнине итлесе тăмарăм, япаласене пуçтартăм та çĕрлех тухса кайрăм, унăн телефон номерне хуратрăм. Хăвăрах куртăр, эпĕ пултарулăх çынни. Манăн психологи урăхларах, строительсем пек мар. Чун питĕ сисĕмлĕ, хăвăрт аманать. Эсир ăна ăнланма тивĕç: эпир, пултарулăх çыннисем, хамăрăн хумсем çинче, сăмаха тÿррĕн калас йăла пур тата пирĕн. Кил-çурта тирпейлеме мана вăхăт нумай кирлĕ мар, çынсене те хваттер юсаса паратăп. Мана кашни кун «пăраççĕ», ăçтан кăмăл пултăр-ха ĕçлеме?» — тÿрре тухрĕ Василий. «Ачăрсем сирĕн пата килсе çÿреççĕ-и?» — ыйтрăмăр эпир.

Çичĕ çул каялла, çуллахи каникулта, 15-ри ывăлĕ кунта ĕçлесе пурăннă. «Юлташ ăна стройкăна илчĕ, кунне 1 пин тенкĕ тÿлерĕ. Эпĕ ирхине те, каçхине те ача валли апат пĕçертĕм. Ывăл иртĕхсех кайрĕ: кашни кун сăра ĕçрĕ, хĕрсем илсе килчĕ. Вăрçни килĕшмерĕ курăнать, Леня мана хирĕç тăчĕ. Вара пиçиххие салтсах воспитани патăм... Шкула кайма йăлт тумлантартăм, эпĕ ăна валли çи-пуç туяннине такам та курчĕ. Чексене Нина Степановнăна кăтартрăм та: «Кунашкаллине эпĕ 25 штук та тупаятăп», — терĕ. Ним тусан та юрама çук çав хĕрарăма», — калаçăва вĕçлерĕ «персона нон грата».

Ывăлне суйса...

Кÿрши-арши каланă тăрăх, урă чухне Ваççа çăварĕнчен сăмах туртса кăларма çук. «Хĕр пек сăпайлă вăл. Ăна, çапла чиперскере курсан, тÿрех качча тухас килĕ. Вăл ÿсĕр чухне килĕнчен çĕрлесĕр те кăларса ямасть», — терĕç. Пирĕнпе тĕл пулнă чухне Афанасьев урă та, ÿсĕр те марччĕ, çавăнпа эпир çĕрлеччен лармарăмăр. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнакан Нина Холдеева пирки начар пĕр сăмах та калаçмарĕç. Василий Геннадьевич унăн «айванлăхĕ за пределы возможного» тенĕрен Нина Степановнăпа та çыхăнтăмăр, калаçу йĕркеллех сыпăнчĕ. Хĕрарăм пĕрремĕш упăшки мĕн тери нуша кăтартнине пĕлтерчĕ. Арçын килти выльăх-чĕрлĕхе, стройматериала, тыр-пула сутса эрех ĕçнĕ, ют хĕрарăмсемпе алхаснă иккен. Нина ачасене çавăтса килĕнчен тухса тарса пурăннă. Пĕрех вăл хуçалăха тĕреклетес тесе тăрăшнă. Амăшĕ панă укçапа çĕр кăмрăкĕ туяннă, сарай купаланă. Анчах унăн тăррине паянхи кун та витсе лартайман. «Эпĕ тухса кайнă хыççăн темиçе хĕрарăм та кĕртрĕ, нихăшĕ те унпа пурăнаймарĕ. Пĕрне, ача кĕтекенскере, хĕнесе тĕпсакайне хупнă вăл. Çакăншăн тĕрмере ларса тухрĕ. Кам чарнă ăна пурнăç тума? Ачасем-и? Кирек ăçта кайса ĕçле. Аслă типĕ эрнинче суйса çылăха та кĕместĕп. Вăл çынна эпĕ ултă çул курманччĕ. Нумаях пулмасть судра тĕл пулсан палласа илеймерĕм: ватăлса, хитре марланса кайнă... Урăх курас та марччĕ. Салтакри ывăла пулăшас вырăнне унран хăй укçа тăпăлтарчĕ. Вĕсем пĕлтĕр Мускавра Хусан вокзалĕнче ăнсăртран тĕл пулнă. Ваççа бомж евĕр таса мар çи-пуçпа ларнă. «Эпĕ Донбасран килетĕп. Выçă, киле çитме укçа пар-ха», — тесе улталанă. Лăня ăна хăйĕн патне илсе кайса çăвăнтарнă, хăйĕн тумтирне тăхăнтартса, 10 пин тенкĕ тыттарса ăсатнă. Каникулта, ун патĕнче пурăннă чухне, ĕçлесе илнĕ 60 пин тенке ашшĕ ачаран чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнесе туртса илнĕччĕ», — каласа кăтартрĕ Нина Холдеева.

Нумаях пулмасть Василий Афанасьев тĕлĕшпе каллех суд пулнă, ăна пĕр çулталăк ĕçлеттерме йышăну кăларнă: шалăвĕн 5% — патшалăха, 70% алимент парăмне татма куçĕ. 2006 çултанпа алимент тÿлеменшĕн ăна 4 хутчен судпа айăпланă, ашшĕн правинчен хăтарнă. Çавăнпах пуль суд приставĕсем пуçарнă производство папки — чи хулăнни.

Василие пурнăçа çĕнĕрен йĕркелеме мĕн чăрмантарать? Кая юлман-ха. Тен, психологипе деонтологи пĕлĕвне тарăнлатмалла та хăйĕн йăнăшĕсене тÿрлетнинчен тытăнмалла?

Алина ИЗМАН.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.