Çурт, йывăç лартрăм. Ывăлсем ÿстеретпĕр

28 Апр, 2016

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн хушма хуçалăхне аталантараççĕ. Килсерен капмар çурт-йĕр, çăмăл машина, ытти техника. Ялта ача сачĕ, чаплă çĕнĕ шкул, культура çурчĕ, лавккасем, такăр çул... Хуларинчен кая мар темелле. Вырăнти производство кооперативĕ ура çинче çирĕп тăни те ял пурнăçĕнче сисĕнет. Çамрăксем тăван тăрăхрах тымар яраççĕ. «Пирĕн хушма хуçалăхсем те лайăх аталаннă, 5-6-шар ĕне тытаççĕ, кайăк-кĕшĕк, вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ, - пĕлтерчĕç Сăкăт ял тăрăхĕнче. - Акă Кудряшовсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх».

Сăмах çинех кантура çÿллĕ те патвар арçын кĕрсе тăчĕ. Вăл специалистсемпе калаçнă май умра Александр Кудряшов тăнине ăнкарса илтĕм. Хастар çемьепе мĕнле паллашмăн-ха?

- Ыттисем пекех выльăх-чĕрлĕх усратпăр, - сăпайлăн пĕлтерчĕ вăл. - Ялта унсăр май çук. Халĕ ĕлĕкхи мар, хушма хуçалăха аталантарма условисем çителĕклех: пай çĕрĕ, çăмăллатнă кредит... Сĕтне те килсех туянаççĕ.

Чăн та, Кудряшовсен çемье ферми темелле. Хальхи вăхăтра сăвакан ĕнесем кăна вунă пуç. Пăрусемпе вăкăрсем вара 15-рен те иртнĕ. Унсăр пуçне çичĕ сысна ами çăвăрлаттараççĕ. Пыл хурчĕсем тытаççĕ.

- Кайăк-кĕшĕкĕ тата мĕн чухлĕ? - кăсăкланатăп унран.

- Кăвакал, чăх-чĕп, кăркка шучĕсене йĕркеллĕ пĕлместĕп. Çуркунне енне вĕсен йышĕ икĕ-виçĕ хут хушăнать.

- Пысăк хуçалăха та хăвăрах тытса пыратăр-и?

- Мăшăрпа иксĕмĕрех ĕлкĕретпĕр. Ирхи пиллĕкрех ĕçе тытăнатпăр. Ĕнесене сĕт аппарачĕпе сăватпăр. Вĕсем пăруланă май сăвăм хушăнчĕ, талăкра ĕне пуçне 22 литр антараççĕ. Йăлтах сутмастпăр, хамăра, çамрăк пăрусем валли хăваратпăр. Кунне 120-145 литр сутăнать.

Чĕртавара уйрăм пайтаçăсем килсех илеççĕ-мĕн. Çур енне унăн хакĕ чаксах пынине те палăртрĕ арçын.

- Сĕт пахалăхне тĕрĕс-леççĕ-и?

- Пахалăхне ветеринари тухтăрĕ, лаборант, пайтаçăсем тĕрĕслеççĕ. Уйăхра икĕ хут килрен киле çÿресе сĕте анализ валли илеççĕ. Çавна май çынсем те паха чĕртавар сутма тăрăшаççĕ.

Сысна çури те аван сутăнать-мĕн. Курттăм илсе каякансем те пур. «Капла йÿнĕрех, анчах хамăрăн пасар тăрăх сутса çÿреме вăхăт хĕсĕкрех», - ăнлантарчĕ вăл.

Александр Федорович унччен «Красное знамя» производство кооперативĕнче çирĕм çула яхăн ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă.

- Предприятире выльăх йышĕ чакнă, сысна усрама пăрахнă май ĕçсĕр юласси те хăратрĕ. Ирĕксĕрех хамăн çул-йĕре шырама тиврĕ. Хушма хуçалăхра выльăх йышне ÿстертĕмĕр. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илсе сутма тытăнтăмăр, - каласа парать кил хуçи. - Пире кура ялта пурăнакансем те ĕнесем ытларах усрама пуçларĕç.

Мăшăрĕ, Надежда Витальевна, ветеринари фельдшерĕ пулнă май хаваспах упăшкине пулăшнă, пĕрле тăрăшнă. Ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхне сыватма пулăшаççĕ вĕсем.

Мăшăр пĕр çемьене чăмăртанни 9 çул ĕнтĕ.

- Çуркунне, тавралăх чĕрĕлнĕ вăхăтра Атăл хĕрринче паллашрăмăр, - аса илет çав вăхăта арçын. Вăл та хамăр районтанах, Аслă Арапуçĕнчен иккенне пĕлсен савăнтăм, пĕр-пĕр тăвана курнăнах туйăнчĕ.

Çутă сăнлă, илемлĕ те ĕçчен хĕре каччă вĕçертмен, кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттернĕ. Çамрăк арăма икĕ хутлă чаплă çурта илсе килнĕ. Çапла, çемье çавăричченех ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пулăшнипе кирпĕчрен капмар кермен çĕкленĕ.

- Çемьере çиччĕн çитĕннĕ эпир. Тăван киле пуçтарăнсан çуртра кашни валлиех вырăн çиттĕр терĕмĕр.

Халĕ йыш татах хушăннă. Мăшăрăн Арсенипе Всеволод çитĕнет. Пĕчĕкскерсем халех ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ.

- Ку манăн ĕне тесе чупаççĕ. Сĕт аппарачĕпе сума хăтланаççĕ. Çулла курăк çитереççĕ, - ăшшăн каласа парать ашшĕ.

Кудряшовсен 1 гектар çĕр. Унта выльăх апачĕ туса илеççĕ, анчах ытларах туянма тивет. Александр сăмахĕ тăрăх – туянни меллĕрех, киле килсе параççĕ. Уй-хирте ĕçлеме вăхăт, халăх кирлĕ çав. Кăçал вите-сарайне çĕнетсе пысăклатасшăн çемье. Унта шыв кĕртме, тислĕк кăларассине механизацилеме палăртнă. Ĕнесен йышне татах ÿстересшĕн. Тен, малашне çемье ферми те йĕркелĕç-и? Ĕмĕт-тĕллев пысăк. Хастар та ĕçчен çемье вăл пурнăçланасса иккĕленмест.

Лариса Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.