Талăкри чĕп те лайăх çитĕнет
Аш валли кросс е бройлер чăх чĕпписене ÿстерсен аван. Мĕншĕн тесен хăвăрт ÿт хушаççĕ тата вĕсем хушшинче вилнĕ тĕслĕх сахал. Пĕр талăкри бройлер хакĕ кросран чылай йÿнĕрех. Унăн йывăрăшĕ - 40 грамран сахал мар. 56-мĕш кун тĕлне вăл 1500-1600 грама çитет, 80-мĕш куна виçи 3 килограмран та иртме пултарать. Аш валли бройлера 80 кунран ытла çитĕнтерме сĕнмеççĕ, мĕншĕн тесен çак вăхăт тĕлне майĕпен ÿсме тытăнать, ÿт япăх хушать. Капла ăна апатласа ытларах тăкакланма тивет.
Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе талăкри бройлера ÿстерме питĕ йывăр, нумайăшĕ вилет. Кăшт аслăрах чĕп туянсан лайăхрах-мĕн. Çапла та, анчах талăкри бройлер ыттисем пекех черчен те йăваш. Кăшт ÿсни вара пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнă чух питĕ чирлет. Унсăр пуçне пĕр талăкрин хакĕ йÿнĕрех. Тĕрĕс пăхсан ăна туянни тупăшлăрах, паллах.
Талăкри бройлер йывăрăшĕпе 40 грамран сахал пулмалла мар. Сăмси тĕссĕрленнине, мамăкĕ пĕр-пĕрин çумне çыпçăннине ан туянăр. Кунашкалли чирлĕ. Сывви йăрă, апата юратса çиет, мамăкĕ йăлтăртатать, куçĕ тĕппипех уçăлнă, сăмси яка. Чĕппе пысăк тата паллă чăх-чĕп фабрикисенчен туянма тăрăшмалла. Кун пек чух вăл лайăх ăратран пулни иккĕлентермест.
Талăкри бройлер сивĕрен питĕ хăрать, çавăнпа ăна фабрикăри ăшă витерен пурăнмалли çĕнĕ вырăна хăвăртрах илсе çитермелле. Ăна малтанах хатĕрлемелле. Чĕпсем валли пăчкă кĕрпинчен тунă çÿллĕ ай сарăм тумалла, ăна çиелтен таса, сарлака пирпе витмелле. Урăхла каласан, витере вырăн уйăрмалла. Унта пĕр тăваткал метр çинче 10-15 чĕпĕ вырнаçмалла. Вĕсене ăшăтмалли хатĕр пулмалла, ай сарăм шайĕнче температура 33-34 градуспа танлашмалла.
10 кун иртсен уйăрнă вырăн кирлĕ мар, пир татăкне илсе хураççĕ. Витене вăйсăр çутăпа тивĕçтермелле, çутă кун тăршшĕ 17 сехетрен сахал пулмалла мар. Лайăх çитĕнтерме чĕпсене тĕрĕс апатламалла.
Комментировать