Конкурса хутшăнар

28 Апр, 2016

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленнĕ май 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурс иртет. Çак вăхăт тĕлне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 2 пин ытла сăнÿкерчĕк çитнĕ. Вĕсенче ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле, ял илемлĕхне, хăйнеевĕрлĕхне, хастар çыннисене сăнланă.

Конкурса Чăваш Енрен хутшăнакансем те нумай. Çав шутра массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем те. «Хыпар» Издательство çурчĕн çамрăк корреспонденчĕ Василий Кузьмин 60 ытла сăнÿкерчĕк тăратнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Альбина Замуткина - 15, Лариса Зайцева -13. Алтай, Пушкăртстан, Чулхула тăрăхĕсенче пурăнакансем те хастар. Хакаси Республикинчи пĕр фотограф 111 ĕç ярса панă.

Конкурс вĕçленесси шутлă кунсем юлчĕç. Кăмăл тăвакансен ĕçĕсене çак адреспа йышăнаççĕ: foto@vshp2016.ru. Профессилле сăнÿкерчĕксене жюри палăртать. Сăн ÿкерме юратакансенчен çĕнтерÿçĕпе икĕ призера сайтпа усă куракансем суйласа илеççĕ. Вăл 2016 çулхи çу уйăхĕн 5-31-мĕшĕсенче иртет. Çырав пресс-центрĕн сайчĕ: http://www.vshop2016.ruI. Кунтах конкурсри ĕçсемпе паллашма пулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.