Çĕнтерÿçе –телефон

28 Апр, 2016

Иртнĕ çул "Тантăш" хаçатпа Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ /унччен вăл "Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ" ятлăччĕ/ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре!» конкурс ирттернĕччĕ. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ăна халаллăпăр та ĕнтĕ паянхи конкурса.

Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ /Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ/ тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ.

Тупăшăва 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем, колледжсемпе техникум студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс тĕллевĕ: рабочи профессийĕ пирки вĕренекенсен пĕлĕвне анлăлатасси, техника енĕпе ĕçлекен специалистсен ĕç-хĕлĕ пирки халăха каласа парасси, ачасемпе çамрăксенче рабочи профессине суйлас кăмăла чĕртесси, суйласа илнĕ професси вăрттăнлăхĕсене алла илес ĕçре ырă витĕм кÿресси, вĕренекенсен чăвашла литература хайлавĕсем çырас ăсталăхне туптасси.

Конкурс виçĕ номинаципе иртет:

1-мĕш номинаци — «Çамрăк çеç агроном тухрĕ аслă хире» — авторсен çыру ĕçĕсем;

2-мĕш номинаци — «Савăнсах паян ĕçлерĕм...» — авторăн социаллă плакачĕ е сăнÿкерчĕкĕсем;

3-мĕш номинаци — «Ылтăн алăллă пичче хитрелетрĕ униче» — автор презентацийĕсем.

Кашни номинацире виçĕ çĕнтерÿçĕ пулĕ. Сирĕн тăрăхра рабочи профессийĕпе тăрăшакан пурах. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл ыттисенчен? Мĕншĕн асăннă профессие суйланă вăл? Шăпах вĕсем пирки хăвăр ĕçĕрсенче журналистикăри /эссе, очерк, тĕрленчĕк/ е литературăри /калав, сăвă, пĕчĕк поэма/ жанрсемпе çырса кăтартмалла. Ĕç калăпăшĕ - 12 пунктпа, Arial Cyr Chuv гарнитурăпа А-4 хут çинче пичетленĕ 2 страница пулмалла.

Фотографи тусĕсем! Сирĕн "Производство портречĕ", "Фоторепортаж", "Фотоочерк" фотожурналистика жанрĕсене лайăх пĕлмелле, фотокомпозици саккунĕсене чухламалла. Социаллă плакат хайланă май Adobe Photoshop, ACDS, программăсене пĕлни кирлĕ. Фотофайлсене конкурса JPEG форматпа ярса памалла.

Пĕр-пĕр рабочи профессийĕ çинчен калакан презентацири сăнÿкерчĕксемпе текст конкурса хутшăнаканăн хăйĕн пулмалла. Презентацие 10-15 слайдран кая мар тăратмалла. Презентаци геройĕ кам пулнине, ăçта тăрăшнине пĕлтерĕр, унăн ĕçри çитĕнĕвĕ çинчен калăр.

Конкурсантсен ĕçсене çак адреспа ямалла: 428022, Чувашская Республика, г. Чебоксары, ул. Декабристов, дом 17, с пометкой «На конкурс «Быть рабочим — почетно!».

Электрон адреспа та яма юрать: chmtt@list.ru

Çырура хăвăр çинчен кĕскен каласа пама, çыхăнмалли адресăра тата телефон номерне кăтартма ан манăр.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-/8352/-63-15-13.

Хатĕр ĕçсене кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурса çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Чыслав Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ профессии колледжĕнче иртет.

Конкурс координаторĕсем: Анатолий Серафимович Абрамов, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, ЧР журналисчĕсен Союзĕн С.В. Эльгер премийĕн лауреачĕ, Галина Яковлевна Казанова, колледжри ятарлă дисциплинăсен преподавателĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Тĕп парне - кĕсье телефонĕ. Хавхалантармалли парнесем те хатĕр. Унсăр пуçне конкурса хутшаннă кашни вĕренекене тата ăна ăмăртăва хатĕрленĕ вĕрентекене Хисеп хучĕ е сертификат парса чыслаççĕ. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене «Тантăш» хаçатра пичетлеме палăртнă.

Республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăтартăвĕсене Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнчи /"Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнчи"/ «Реклама» специальноçпе тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ чух /2017-2018 вĕренÿ çулĕ/ шута илеççĕ. Эппин, васкăр, туссем!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.