Шкул пики

28 Апр, 2016

Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Шкул пики — 2016» республика конкурсĕ иртрĕ. Малтан хула шайĕнче çеç йĕркеленĕскер кăçал пуçласа çак шайра пулчĕ.

Конкурса ЧР Культура министерствин «Трактор тăвакансен керменĕ» халăх пултарулăхĕн центрĕ, «Шупашкарти вĕренÿ ĕçченĕсен «21 ĕмĕр» ассоциацийĕ», Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ассоциацийĕ «Чăваш юрри-кĕвви илемĕ» пултарулăх лабораторийĕ йĕркеленĕ.

Конкурс тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Пикесене К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, 2016 çулхи «Чăваш пики» конкурсĕн дипломанчĕ Олеся Никитина, Шупашкарти вĕренÿ ĕçченĕсен «21 ĕмĕр» ассоциацийĕн» чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Зоя Лукина, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин аслă категориллĕ вĕрентекенĕ Ирина Яковлева тата «Самант» журнал корреспонденчĕ Нина Царыгина тивĕçлĕн хакларĕç. \

Ăмăртăва 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем /1-мĕш тапхăрта/ йĕркелÿ комитетне хăйсем çинчен калакан видеоролик ярса панă, чăваш юррине юрланă. Тÿресем чи пултаруллисене 2-мĕш тапхăрта тупăшма суйласа илнĕ.

Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравласа, алĕçĕ пурнăçласа та тупăшрĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

Конкурс йĕркипе, хĕрсене икĕ ушкăнра — хула шкулĕсенчи тата республика шкулĕсенчисене уйрăммăн хакларĕç. Икĕ ушкăнра та сакăршар пике. Вĕсем пурте тĕрлĕ номинацие тивĕçрĕç. Хула шкулĕсенчен килнĕ хĕр-упраçран Ульяна Самохина /Шупашкар, 4-мĕш гимнази/ — «Хÿхĕм пике», Александра Николаева /Шупашкар, 2-мĕш шкул/ — «Çепĕç пике», Ирина Андриянова /Шупашкар, 43-мĕш шкул/ — «Ăста пике», Карина Антонова /Шупашкар, 50-мĕш шкул/ — «Хитре пике», Мария Васильева /Шупашкар, 55-мĕш шкул/ — «Сăпайлă пике» номинациллĕ пулчĕç. «Шкул пики — 2016» сумлă ята вара Етĕрне хулинчи 3-мĕш шкулта вĕренекен Екатерина Еремеева çĕнсе илчĕ. 2-мĕш — Татьяна Филиппова /Шупашкар, 35-мĕш шкул/, 3-мĕш вырăна Анастасия Мочалова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/ тухрĕç.

Республика шкулĕсенчен килсе çитнĕ чиперуксенчен Арина Галкина /Комсомольски районĕ, Хирти Явăш шкулĕ/ — 1-мĕш, Алевтина Григорьева /Çĕрпÿ хули, 2-мĕш вăтам шкул/ — 2-мĕш, Ева Семенова /Етĕрне районĕ, Тури Ачак шкулĕ/ — 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ыттисем те илемлĕ ятсене тивĕçрĕç.

Пĕтĕмлетÿ хыççăн çĕнтерÿçĕпе те кăштах паллаштарар. Арина Галкина тăххăрмĕш класра вĕренет. Пĕчĕкренех юрă-ташă тĕнчине иленнĕ вăл. Çак енĕпе тĕрлĕ тупăшăва хутшăнать, республикăри «Мехел» конкурса хутшăнса та палăрнă. Паян Арина тăван тăрăхĕнчи «Хурамаран пĕкĕ аврăм» халăх юррине тÿресемпе куракансен умне тăратрĕ. Çепĕç те янăравлă сасăллăскер ăна чунтан шăрантарчĕ.

Наци апат-çимĕçĕпе паллаштармашкăн Арина хуплу янтăласа килнĕ. Ăна хатĕрлеме пикене кукамăшĕ сĕнÿ-канашпа пулăшнă-мĕн.

— Паянхи конкурсра çĕнтерÿçĕ пуласси çинчен ĕмĕтленменччĕ те эпĕ. Халĕ чунра питĕ савăнăçлă. Малашне те тĕрлĕ тупăшăва хутшăнас туртăм çирĕпленчĕ, — пайларĕ шухăшне пултаруллăскер.

Тÿре членĕсем конкурс аван иртнине палăртрĕç. «Паян малти вырăна тухнă шкул пикисене Раççей шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене хутшăнтарма та намăс мар. Çавнашкал мелсем тупма тăрăшмалла та», — палăртрĕ Иван Иванович хĕр-упраçăн пултарулăхне хакланă май.

«Чăваш юрри-кĕвви илемĕ» пултарулăх лабораторийĕн ертÿçи Светлана Вячеславовна Тяхмусова пикесемпе ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕ. Чăваш чĕлхипе çыхăннă тупăшусене ытларах хутшăнма сĕнчĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.