Улма-çырла йывăçне лартасси

28 Апр, 2016

Пирĕн тăрăхра улма-çырла тĕмĕсене, йывăçсене кĕркунне те, çуркунне те лартма юрать. Çуркунне лартнă çамрăк хунава çу каçиччен мĕнле аталаннине сăнаса тăма аванрах. Йывăç-тĕмсене çулçăсем тухиччен лартма тăрăшмалла.

Лартмалли шăтăксене 1-2 эрне маларах алтса хатĕрлемелле — тăпра уçăлать, сывлать. Енчен те малтан йывăç пулнă тĕлеллех çĕнĕ хунав лартас тесессĕн шăпах йывăç ларнă тĕле ан суйлăр. 1,5 метр та пулин аяккарах тата урăх йышши йывăç е тĕм лартма тăрăшăр. Кун пек чухне хунав валли шăтăка 1,5 хут пысăкрах алтмалла, унта çĕрнĕ тислĕкпе хутăштарнă çĕнĕ тăпра тултармалла. Шăтăкран кăларнă кивĕ тăпрана пахчана сапалăр.

Йывăç ÿсмелли вырăнта тăпра йÿçек пулсан лартмалли шăтăка тăпрапа пĕрле пурă çăнăхĕ, сÿнтернĕ извеç хушма юрать. Лартнă чухне чĕрĕ тислĕк, азотлă удобрени ан хурăр, вĕсем тымара аталанма чăрмантараççĕ.

Йывăçа тĕрĕс лартмалла. Шăтăка тарăн алтнă пулсан унта тымар лайăх вырнаçтармалăх тăпрапа пĕрле çĕрнĕ тислĕк хурса тултармалла. Тĕрĕс лартнă йывăçăн вулă тымарланнă тĕл /корневая шейка/ çĕрпе питех хупланмалла мар. Хунавăн сыпнă тĕлĕ 6-8 см çÿлерех пулмалла. Вулă тымарланнă тĕле çĕр айне тусан йывăç вăрах çитĕнет, хăвăрт çимĕç памасть.

Хурлăхан, крыжовник, сырлан, жимолость хунавĕсене лартнă чухне вулăна 5 см яхăн тăпрана антарма юрать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.