Шăвăç тимĕре сăрлатпăр
Пурăнмалли çурт тăррине тимĕр листасемпе витнĕ. Ăна сăрлас тетĕп. Çак ĕç йĕрки çинчен çырса пичетлеймĕр-ши?
Владимир ЯБЛОЧКИН.
Вăрнар районĕ.
Ялсенче чылайăшĕн çурт тăррисене цинкланă е цинкламан шăвăçпа витнĕ. Цинкланă тимĕрпе витнĕ çурт тăрри 30-40 çул чăтать. Цинк сийĕ тимĕре тутăхасран сыхлать. Ахаль шăвăçпа витнĕ çурт тăррине тутăхасран сăрламалла. Сăрлас умĕн тăрăна çÿп-çапран тасатмалла, кивĕ сăрă хăйпăна пуçланă вырăнсене, тутăхнă тĕлсене тимĕр щеткăпа хырса тирпейлемелле. Сăрă лайăх лартăр тесен тимĕре уайт-спиритпа, бензинпа, сольвентпа е ксилолпа сăтăрса тасатмалла. Вĕсемпе усă курас умĕн инструкципе тĕплĕн паллашмалла.
Шăрăхра, çумăрлă чухне, сывлăш температури 3 градусран сивĕрех пулсан çурт-йĕр виттине сăрлама юрамасть.
Тимĕре çуллă сăрăпа е эмальпе икĕ хут витмелле. Сăрă çирĕп лартăр тесен тимĕре олифăпа е ятарлă шĕвекпе /грунтпа/ витмелле.
Сăрра е эмале çÿхерех сийпе витме тăрăшмалла. Пĕрремĕш сийĕ лайăх типсен çеç тепĕр хутчен сăрламалла. Сăрăна типме 24-36 сехетрен кая мар кирлĕ.
Çивиттие тул енчен çеç мар, шал енчен те тутăхасран олифăпа е грунтпа витмелле.
Цинкламан тимĕр çивитти сăрласассăн 25 çултан кая мар чăтать, ăна 5...7 çултан сăрласа çĕнетсе тăмалла.
Василий ИВАНОВ,
инженер-строитель.
Комментировать