Патшалăх пулăшма тăрăшать

26 Апр, 2016

Оренбургра федерацин Атăлçи округĕн Общество канашĕ граждан обществин институчĕсене аталантарас ыйтупа лару ирттернĕ. Ăна РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă. Ларăва Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата аппарат ертÿçи Татьяна Николаенко хутшăннă.

Ларăва уçнă май Михаил Бабич граждан обществисен институчĕсен пĕлтерĕшĕ çулран çул ÿссе пынине палăртнă. Акă, сăмахран, çулталăк пуçланнă тĕле Атăлçи округĕнче 40 пин ытла коммерциллĕ мар организацие шута илнĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлакан пĕрлĕхсен шучĕ те ÿсет — 6,5 пин ытла. "Çĕршыв Президенчĕ Федераци Канашне янă Çырăвĕнче коммерциллĕ мар организацисен умне федерацин грант конкурсĕсен темисене анлăлатма тĕллев лартнă", — пĕлтернĕ Михаил Бабич. Патшалăх пуçлăхĕ çĕнĕ право статусĕ те палăртнă — "коммерциллĕ мар организаци — обществăшăн усăллă ĕçсене пурнăçлакан". Ку енĕпе, полпред каланă тăрăх, Пушкăрт Республики малта пырать. Кунта социаллă сферăра аутсорсинг çине куçас тĕлĕшпе пилĕк çула яхăн ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри коммерциллĕ мар 59 организаци çынсене килте социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе тăрăшать.

Юлашки çулсенче патшалăх по­литики "виççĕмĕш сектора" ата-лантарассине кăна мар, коммерциллĕ мар организацисене пулăшассине те тĕпе хурать. Тĕслĕхрен, 2013-2015 çулсенче федераци бюджетĕнчен çак ушкăнри пĕрлĕхсене федерацин сакăр конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе грант пулăшăвĕ пама 10,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Полпред каланă тăрăх — Атăлçи округĕнчи организацисем юлашки виçĕ çулта хăйсен программисемпе проекчĕсене пурнăçа кĕртме 1,5 млрд тенкĕ ытла илнĕ. "Пирĕншĕн бюджетран уйăракан укçа калăпăшĕ пысăкланни мар, унпа усă курнин тухăçлăхĕ ÿсни пĕлтерĕшлĕрех", — тенĕ Михаил Бабич. Вăл çавăн пекех ку ĕçре регионсенчи Общество палатисем пысăк вырăн йышăннине палăртнă.

Михаил Бабич патшалăх пат­ри­отизм воспитанийĕпе çыхăннă общество пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Президент гранчĕн 2015 çулхи конкурсĕн пĕ-тĕмлетĕвĕпе округри коммерциллĕ мар организацисен 12 проекчĕ 34 млн тенке яхăн тивĕçнĕ.

Чăваш Республикинче ком­мер­циллĕ мар 1273 организацие шута илнĕ, вĕсенчен 993-шĕ социаллă пĕлтерĕшлисен ушкăнне кĕрет. 2015 çулта Президент грантне илме 74 заявка тăратнă, 7 проект çĕнтернĕ. Çапла майпа регион 9 млн тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Чăваш Енри Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Татьяна Николаенко каланă тăрăх — полпреда регионсенчи граждан обществипе патшалăхăн влаç органĕсен хушшинче сиксе тухакан çивĕч ыйтусем çинчен пĕл-тернĕ, патшалăхăн социаллă пулăшу сферинчи хăшпĕр тивĕçĕсене ком-мерциллĕ мар организацисене пама, ку тытăмри саккунсене лайăхлатма, бюджет укçипе мĕнле усă курнине сăнаса тăрассине вăйлатма сĕннĕ. Регионсен йĕркелÿ-методика тата информаци ĕç-хĕлĕн опычĕпе Чăваш Енри Общество палатинче тĕплĕнрех паллашасси çинчен пĕлтернĕ.

Ольга ИВАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ