Çитĕнсен кам пулатăн?

26 Апр, 2016

Темиçе çул каялла халăх ăс-тăнĕнче рабочи специальноçĕсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах чакнăччĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ ун чухне çапла шухăшлатчĕ: профессин пуçламăш е вăтам пĕлĕвне илнĕ çыннăн социаллă статусĕ аслă шкул пĕтернипе танлаштарсан самаях пĕчĕк.

Вăхăт малалла шунă май лару-тăру та улшăнчĕ. Паянхи ĕç рынокĕнче урăхларах хаклав хуçаланать: рабочи профессийĕсене алла илнĕ специалистсен ячĕ-сумĕ çĕкленсе пырать. Йывăр машиностроени, çарпа промышленноç комплексĕ, ял хуçалăхĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕ аталанни, çурт-йĕр тата çул-йĕр строительствинче çĕнĕ йышши технологисем вăй илни малашлăх тĕллевлĕ рабочисем кирлине палăртаççĕ. Çавна май пурнăç студентсемпе шкул ачисене профориентаци парассине тата ĕçе хăнăхтарассине çĕнĕлле йĕркелеме хистет.

Пулас профессие тĕрĕс суйламашкăн çамрăксене кам пулăшĕ? Аслă классенче вĕренекенсене хăйсен кун-çулне уçăмлатма май туса парасси — ĕçлев службин тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри. Шупашкарти служба центрĕн специалисчĕсем çамрăксене Чăваш хутлăхĕнчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, ят-сумлă профессисемпе паллаштараççĕ. Кунти профориентаци кабинечĕсенче тест ирттермелли хальхи йышши меслетлĕхсемпе тата технологисемпе усă курни те çамрăксене хавхалантарать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине тĕпе хурса асăннă служба хулари вĕренекен çамрăксене профориентаци парассине рабочи специальноçĕсен ячĕ-сумне çĕклессипе çыхăнтарма тăрăшать. 14-18 çулсенчи çамрăксем профессие тĕрĕс суйлама хăнăхаççĕ.

Психологсем «Пулас килет — Пултаратăп — Çапла тумалла» формула сĕнеççĕ. Урăхла каласан, ача пултарулăхĕпе чун туртăмĕ тата пурнăç чăнлăхĕ пĕр тĕвве çыхăнмалла.

Асăннă центр çулталăкĕпех ирттерекен «Манăн пулас професси» уйăхлăха кăçалхи пĕрремĕш кварталта 2120 шкул ачи хутшăннă, йышпа е уйрăмшаррăн йĕркелекен консультацисенче, профориентацин «Професси тĕнчи» кунĕсенче 719-ăн пулнă.

Иртнĕ кунсенче хулари 24-мĕш шкулта 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем центр специалисчĕсем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем — волонтерсем пулăшнипе професси диагностики тата тест тĕрĕслевĕ витĕр тухса хăйсен чун туртăмне тата хăш енĕпе ăнăçтарма пултарнине уçăмлатрĕç.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Александр Зайцев палăртнă тăрăх — çитĕнекен ăрăва пулас профессие суйламашкăн шкул сакки çинче ларнă чухнех вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах ача садне çÿрекенсене те майĕпен хăнăхтарса пымалла. Çул çитмен çамрăкăн ĕмĕт-тĕллеве уçăмлăн палăртса хăйне юрăхлă специальноçа алла илмешкĕн хăш техникума е аслă шкула кĕмеллине малтанах палăртса хумалла тата ăнтăлмалла.

Александр Иванович çакна çирĕплетрĕ: Шупашкарти ĕçлев центрне вĕренÿрен пушă вăхăтра вăй хумашкăн юрăхлă ĕç шыраса пынă ачасен йышĕ 2010-2015 çулсенче 105-рен 30 юлнă. Техникум-колледж пĕтернĕ хыççăн вырнаçайманнисен хисепĕ те асăннă тапхăрта 1458-тан 359 таран чакнă. Çакă — профориентацин ырă çимĕçĕ: професси пĕлĕвĕ илнисем хăйсем тĕллĕнех ĕç тупма пултараççĕ.

Тест витĕр тухса хăв мĕне пултарнине пĕл-ни лайăх паллах. Çапах та компьютер сĕнекен ĕç чун туртăмĕпе пĕр килет-и? Çакна уçăмлатмашкăн ятарлă пĕлÿ паракан учрежденисенчи профильлĕ центрсенче пулса курмалла. Хальхи вăхăтра техникум-колледжсенчен чылайăшĕнче йĕркеленĕ асăннă тытăма. Шупашкарти 40-мĕш шкулта 7-мĕш тата 9-мĕш классенче ăс пухакансем, тĕпрен илсен, тутлă пĕçерме хăнăхас тĕллевлĕ хĕрачасем, çав кун Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи профессисене инсталляцилекен центрта пулчĕç, çăкăр пĕçерекен, повар тата кондитер ăсталăхĕсемпе паллашрĕç.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.