Пĕтĕм тĕнче инкекĕ

26 Апр, 2016

1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыль АЭСĕнчи техноген аварийĕпе çыхăннă пулăмсем çулран çул манăçаççĕ, истори авăрне путаççĕ. Тĕнчене кисретнĕ инкеке сирме хутшăннă çынсен шучĕ те кунран кун чакать. Анчах нумай çул иртсен те усал асаилÿсем асран тухмĕç. Чернобыль çĕр-çĕр çын пурнăçĕнче тискер ÿкерчĕк пек çырăнса юлнă, чун-чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă. Хавшак сывлăх, мăшăра, аттене, ывăла вăхăтсăр çухатнипе çыхăннă ырату вара вăйланса кăна пырать.

Чернобыль аварине сирме мĕн чухлĕ çын хутшăннине ку таранччен те тĕрĕс палăртман. Хăшпĕр çăлкуçа ĕненес-тĕк — 1986-1992 çулсенче 600000 ликвидатора тата 30 çухрăмлă зонăри ĕçсене пурнăçлама пĕр миллион ытла çынна явăçтарнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, — Украина, Беларуç, Раççей, Казахстан, çавăн пекех СССР тытăмĕнче пулнă ытти республика гражданĕсем. Чăваш Ен те ку инкекрен айккинче тăрса юлман. Официаллă статистика кăтартакан хисеп — 1957 çын. Шел, çак йышăн пысăк пайĕ паянхи куна пурăнса çитеймен. Радиаци шелсĕр...

— Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Малашлăхра мĕн кĕтни пирки ун чухне никам та шухăшламан, — пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă "чернобылецсене" аса илнĕ май палăртрĕ "Раççей "Чернобыль" союзĕ" инвалидсен общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн президенчĕ Виктор Байдулов. — Чернобыль аварийĕн синкерĕпе кĕрешни çинчен нумай калаçма пулать. Унта хутшăннă кашни çын — хăй пĕр истори.

Виктор Иванович хăй те çав харсăр çынсенчен пĕри. Вăл радиаци сиенленĕ вырăнта тăватă хутчен командировкăра пулнă. Чернобыль хыççăн икĕ çула яхăн çĕр чĕтреннĕ хыççăн юхăннă Армени Республикине ура çине тăратма хутшăннă. В.Байдулова "Участник восстановления города Ленинакан" хисеп паллипе, СССР Стройминĕн Хисеп хучĕпе, Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Инвалидсен организацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене 1999 çултанпа пурнăçлать. Пĕрлĕхри кашни çыншăн чи çывăх юлташ тата тĕрев вăл. 2008 çулта Виктор Иванович Чăваш Енри "чернобылецсене" халалланă "Памяти живая нить" астăвăм кĕнеки кăларнă. Унта кашнине ятран асăннă. Халĕ пурăнаканнисене те, пурнăçран уйрăлнисене те...

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ "кашни çав çыншăн" — хăйнеевĕрлĕ кун. Çак кун радиаци сиенленĕ территорие пырса кĕнĕ чухне кĕлетке-çурăма чĕтрентерни ирĕксĕрех вĕсен асне килет, атом вăйĕ сарăхтарнă, чалăштарнă хырсем, Припять хулин пушăлăхпа янăракан урамĕсем, радиаци тусанĕнчен хÿтĕленес шутпа çатăркапа хупланă чÿречесем куç умне тухса тăраççĕ...

— Виктор Иванович, çак ыйту мана тахçантанпах канăç памасть: çынсене Чернобыле мĕнле паллăсене е кăтартусене тĕпе хурса янă-ха?

— Тĕрĕссипе, ниме те пăхман. Авари Чернобыль электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕнче çурçĕр иртни 1 сехет те 23 минутра пулнă. Сĕм çĕрле. Чи малтан унта Припять хулинчи пушарнăйсен бригади çитнĕ. Унтан — Чернобыльтен, Киевран, ытти районтан. Вĕсем çулăма 3-мĕш энергоблок çине сиксе ÿкесрен тытса чарнă. Анчах реактора "çăварлăхлама" пĕрре те ансат пулман, вунă кун кĕрешнĕ хыççăн тин радиаци вăйне кăшт чакарма май килнĕ. Пушарнăйсемпе вертолетчиксем хыççăн пин-пин ликвидатор ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕсем — çар çыннисем, ăсчахсем, инженерсем, строительсем, ахаль рабочисем...

Чăваш Енрен ытларах Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенче ĕçлекенсене ăсатнă. Чернобыль аварийĕ пулнă вăхăтра эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш АТПра ĕçленĕ. Пирĕн бригада, 20 техникăран тăракан колонна, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухса кайрĕ. Мана ушкăнра асли пулма çирĕплетрĕç. Вырăна çитсен миксерпа ĕçлерĕм: авари пулнă реактор патне бетон турттарнă, унтан вараланнă тăпрана радиаци каяшĕсен управне илсе кайнă. Ĕçлекенсене тĕрĕслесех тăратчĕç, сывлăх начарлансан тек унта кĕртместчĕç. Радиаци витĕмĕ сисĕнетчĕ, паллах: çăварта, сăмсара кăтăклама пуçлатчĕ. Пит-куçа, кĕлетке-çурăма сивĕ шывпа çума хушатчĕç. Тата эрех ĕçме сĕнетчĕç, анчах эпир ялан руль умĕнче пулнă, çавăнпа пĕр сыпкăм та туман. Тĕрĕссипе, радиацирен мĕнле сыхланмаллине, çакăн пек капашсăр пысăк инкекпе мĕнле кĕрешмеллине ун чухне тĕплĕн никам та пĕлмен. Тивĕçлĕ техника пулман, опыт çитмен. Каярахпа вара Чернобыле çамрăксене яма пăрахрĕç. Ытларах унта çар çыннисем ĕçленĕ.

— Каймасан пултарайман-и? Сывлăх хаклăрах-çке!

— Хушнă — пурнăçламалла, урăхла пулма пултарайман. Тата хăрушлăх çав тери пысăкки пирки ун чухне шухăшламан та. Авари синкерне сирес тĕллевлĕ çынсем вилĕмрен те, ĕмĕрлĕх сусăр пулса юласран та хăраман. Чылайăшĕ ятарлă хÿтĕлев хатĕрĕсемсĕр ĕçленĕ, радиаци тусанĕ вĕсен ÿпкисене ларнă, сывлăхне пĕтернĕ. Анчах вĕсемшĕн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласси пĕлтерĕшлĕрех пулнă. Çак çынсен паттăрлăхĕсĕр аварие сирме тата та йывăртарах пулнă пулĕччĕ.

— Пĕлетĕп, Чернобыльтен таврăннă çынсен пурнăçĕ çăмăл мар. Пĕрисем сывлăхĕ хавшанăран ыттисемпе тан ĕçлеймеççĕ, теприсене çывăх çыннисем ăнланмаççĕ...

— Йывăр, малтанхи вăхăтра пушшех те. Чылайăшĕ эрех-сăрапа туслашрĕ. Паллă ĕнтĕ, ĕçекен çын килтисене те канăç памасть. Вăрçă-харçă, çапăçу... Çурçĕр варринче арăмĕсем ман пата шăнкăравлани те пĕрре кăна мар пулнă: "Килĕр, тархасшăн, лăплантарăр!" Теприсем чăтайманнипе ĕçекен упăшкисене килтен те хăваласа кăларса янă. Çапкаланса çÿрекенсем те пулнă. Союза та ĕнтĕ чернобылецсен ят-сумне çĕклес, обществăна вĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллеве тĕпе хурсах йĕркелерĕмĕр.

— Виктор Иванович, чернобылецсен пĕрлĕхне 20 çула яхăн ертсе пыратăр. Çак хушăра эсир авари синкерне сирме хутшăннă кашни çыншăн, вĕсен çемйисемшĕн çывăх çын пулса тăтăр.

— "Чернобыль" союз аварие сирме хутшăннисене кăна пĕрлештермест. Пирĕн йышра Челябинск облаçĕнчи "Маяк" производство пĕрлешĕвĕнчи /унта 1957 çулта радиаци катастрофи пулнă/ ликвидаторсем, ытти радиаци, техноген тата экологи инкекĕсене пĕтерме хутшăннисем, вĕсен авари хыççăн çуралнă ачисем, ятарлă подразделенисен /Çĕнĕ Çĕр утрав çинче, Семипалатинск тата Тоцки полигонĕсенче ядерлă хĕç-пăшала сăнаса пăхакан/ ветеранĕсем, радиаци вараланă тăрăхран эвакуаципе Чăваш Ене килнисем — пĕтĕмпе 12 пине яхăн çын.

— Союз йĕркелес шухăш мĕнле çурални çинчен те пĕлес килет.

— 1989 çул варринче СССР Правительстви Чернобыль аварине сирме хутшăннă граждансене хăшпĕр çăмăллăх парасси çинчен норматив акчĕсем йышăнчĕ. Анчах "чернобылецсен" йышĕнче ытларах рабочисем, юридици тĕлĕшĕнчен "тĕттĕм" халăх. Хастар темиçе юлташ пĕччен хулă шăпăр маррине ăнланса илсе "чернобылецсене" пĕрлештерме шут тытнă. Малтан вĕсем хăйсемпе пĕрле пулнисене шыраса тупнă, унтан Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти çар комиссариачĕсенчен пулăшу ыйтнă, килĕрен, предприяти-организаци тăрăх çÿренĕ. Çапла майпа "чернобылецсен" прависемпе интересĕсене хÿтĕлекен юхăм чĕрĕлнĕ.

Чăваш Республикинчи инвалидсен "Чернобыль" союзĕ" общество организацийĕ 1990 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Çĕршыври пирвайхи пĕрлĕхсенчен пĕри пулса тăнă. 1999 çулта мана организацие ертсе пыма шанчĕç.

— Мĕне тĕпе хурса ĕçлетĕр-ха эсир?

— Чернобыль аварине пула инвалид пулса тăнă çынсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси, вĕсене социаллă, медицина, реабилитаци пулăшăвĕ парассине йĕркелеме хутшăнасси, патшалăх органĕсемпе халăха вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассине тимлĕх уйăрттарасси — пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ.

1991 çулта Чернобыльти радиаци катастрофинче шар курнă граждансене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен федераци саккунĕ тухрĕ. Ăна туллин пурнăçа кĕртессишĕн организаци нумай тăрăшать. Авари пулнăранпа 10 çул çитнĕ тĕле темиçе "чернобылеца" Патшалăх наградисемпе чыслама пултартăмăр. Тĕрĕссипе, вĕсем пурте наградăна тивĕç. Анчах, шел те, кĕтсе илейместпĕр-ха. Çавăн пекех союз пуçарнипе тата тăрăшнипе 2-мĕш республика больници çумĕнче радиацирен шар курнă граждансем валли диагностика тата реабилитаци центрĕ уçăлчĕ. Пирĕн организаци тăрăшнипех Чăваш Республикинче пурăнакансем пурте федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн компенсаци илеççĕ. 2003 çултанпа юридици консультацийĕ парассине йĕркелерĕмĕр. Пирĕнтен çавăн пекех ытти регионта пурăнакансем те пулăшу ыйтаççĕ. Хирĕçлеместпĕр, май килнĕ тата пултарнă таран пулăшатпăр.

— Хăвăра пулăшакансем пур-и?

— Организацин тупăш çăлкуçĕ, тĕпрен илсен, пĕрлĕх членĕсен взносĕ. Çавăн пекех çын инкекне чĕре патне илекенсем нумай пулăшаççĕ. Малтанхи çулсенче, ыркăмăллăх ĕçне пысăк тÿпе хывакан предпринимательсене çăмăллăхсем панă вăхăтра, пулăшу алли тăсса паракансем ытларахчĕ. Кунсăр пуçне пĕрлĕх социаллă проектсен тĕрлĕ конкурсне хутшăнать. Акă, сăмахран, 2006 çулта Раççей конкурсĕнче çĕнтерсе организаци валли техника оборудованийĕ туянма, сĕтел-пукана çĕнетме пултартăмăр. Пĕтĕм тĕнчери коммерциллĕ мар организацисен проекчĕсен конкурсĕнче "Знание" гуманитари общество фончĕн грантне тивĕçни пире тахçанхи ĕмĕте пурнăçлама çул уçса пачĕ. "Памяти живая нить" астăвăм кĕнеки кăлартăмăр.

— Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисем нихăçан та асран тухмĕç. Вĕсен сăнĕсем çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсен чун-чĕринче ялан çамрăк курăнса тăрĕç. Паттăр ентешсем çинчен аса илтерекен паллăсем республикăри кашни районтах пур-и?

— Союз тăрăшнипе 2002 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чернобыль тата ытти радиаци катастрофисен ликвидаторĕсене асăнса обелиск уçрăмăр. Палăка туса хатĕрлеме, вырнаçтарма организацисемпе пысăк чунлă çынсем нумай пулăшрĕç. Чернобыль атом электростанцийĕнчи инкек çинчен аса илтерекен палăксемпе Астăвăм чулĕсем Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Çĕрпÿре, Элĕкре пур. Чăваш Енри кашни районтах пулма тивĕç вĕсем, анчах тĕрлĕ сăлтава пула çак ĕçе пурнăçа кĕртме май килмест-ха.

Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăри "чернобылецсем" палăк умне пухăнаççĕ, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнисене аса илсе пуç таяççĕ. Ку — çирĕпленнĕ йăла. Çавăн пекех çак вăхăтра республикăри районсемпе хуласенче, ялсенче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пулăшнипе астăвăм мероприятийĕсем иртеççĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.