Ĕç çыннин сăнарĕ тухрĕ куç умне
Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ĕнер «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2016» акци иртрĕ. Республика тĕп хулинче чăвашла тĕрĕс çырма пĕлнине тĕрĕслеме кăмăл тунă çынсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультетĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕсен тата журналистика факультетĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче тата Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче йышăнчĕç.
ЧППУра акцие чăваш халăхĕн гимнне — «Алран кайми аки-сухи» юрра — пурте ура çинче итленинчен пуçларĕç. Тĕлпулăва асăннă заведенин чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Татьяна Денисова уçрĕ. Сумлă хăнасем — ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, педуниверситетăн вĕренÿпе хушма пĕлÿ енĕпе ĕçлекен проректорĕ Дмитрий Иванов — пĕтĕм халăхпа пурнăçлакан çыру ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен аса илтернипе пĕрлех тăван чĕлхене упрама хăйсен тÿпине хывакан ентешĕмĕрсене пуç тайса ăнăçу сунчĕç.
— Шăп çак самантра йăхташсем пĕр пулса пĕтĕм тĕнчене çĕр çинче чăвашсем пуррине палăртса сас параççĕ. Эпир пĕр тĕвве пĕтĕçме пултарнине çирĕплетекен акци вăй илсех пытăр, — терĕ диктант текстне итлеме хатĕр ларакансене ăнăçу сунса, хăй те çырма вырнаçнă май Светлана Петрова.
...Аудиторире шăп. Акă «Тăван радио» редакторĕнче ĕçлекен Ольга Михайлова çепĕç те уçă сасăпа Чăваш халăх çыравçин Александр Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕнчи сыпăкпа паллаштарма пуçларĕ. Туйăмлăн, текстăн шухăш тĕшшине сасăпа палăртса вуларĕ вăл ăна. Кашни сăмах уçăмлăн илтĕнчĕ.
Аса илтеретпĕр: комисси диктант çырма юрăхлă текст сĕнме ятарласа конкурс йĕркелерĕ. Сĕннĕ ĕçсенчен пур енĕпе те тивĕçтерекенни Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем палăртнă «Çăкăр хакĕ» хайлавăн асăннă сыпăкĕ тесе йышăннă.
Текст наци шкулĕсен вĕренÿ программинче пур, çавăнпах диктант çырма пухăннисенчен чылайăшĕшĕн вăл кĕтмен-курман хайлав сыпăкĕ пулмарĕ. Çапах çакнашкал акцие çуллен /сăмах май, акци тăваттăмĕш хут иртрĕ/ хутшăнакансем мĕнлерех шухăш-кăмăллă-ши?
Тихон СЕРГЕЕВ, ЧППУн историпе филологи факультечĕн профессорĕ:
— Диктант тексчĕ çав тери килĕшрĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вăл Ĕç çыннин сăнарне чăннипех лайăх уçса панипе. Иккĕмĕшĕнчен, çыравçăн пуян та кăмăла хускатакан чĕлхипе. Сăмахĕсем йывăр теме çук, апла пулин те çакă диктант çăмăл тенине пĕлтермест.
Светлана КАБИРОВА, Шупашкарти 17-мĕш шкул вĕрентекенĕ:
— Тăваттăмĕш хут çыртăм пĕтĕм чăваш диктантне. Хам кăна мар, кашнинчех вĕренекенĕмсемпе пĕрле килнĕ. Ачасем текста интересленсе итленине сисрĕм. Хулари шкулсен программинче асăннă хайлав çук. Халĕ, паллах, ачасен ку произведени çинчен тĕплĕнрех пĕлес килĕ. Май тупса пăхса тухăпăр ăна. Кăткăслăхсем тĕлĕшпе пунктуаципе çыхăннисем ытларах. Ку таранччен йăнăшсăрах çырнăччĕ — хальхинче те лайăх паллă пуласса шанатăп.
Пĕтĕм чăваш диктантне пурĕ 5 пине яхăн çын хутшăннă. Акци пĕтĕмлетĕвĕпе туллин вулаканăмăрсене çывăх вăхăтра паллаштарăпăр.
Ирина ПУШКИНА.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать