Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

25 Апр, 2016

Сире чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв пирĕн кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Тăван чĕлхе — кăмăл-сипетĕн, ăс-хакăлăн паха тупри, халăх пуянлăхĕ тата наци хăйевĕрлĕхĕн тĕревĕ. Çак кун эпир тăван чĕлхене, илемĕпе пуянлăхĕн вĕçĕ-хĕрри çукскере, пуç таятпăр.

Культурăн паллă ĕçченĕ тата чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев амăшĕн чĕлхи халăхăн кăмăл-сипечĕн чи асамлă вăйĕ, унăн тĕревĕ тесе палăртнă.

Чăваш поэчĕн Çеçпĕл Мишшин сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: «Чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ, Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пул».

Поэтсен шухăшĕпе — чĕлхе халăхсен ăс-хакăл культурине тата хăйевĕрлĕхне сыхласа хăварма тата малалла аталантарма пулăшакан чи вăйлă хатĕр.

Нумай нациллĕ Раççейшĕн пур чĕлхене хисеплени тата йышăнни тăнăçлăхăн, пĕр-пĕрне ăнланнин тата халăхсен хушшинчи килĕшÿлĕхĕн çăлкуçĕ пулса тăрать.

Чăваш Енре ун территорийĕнче пурăнакан пур халăх представителĕн чĕлхине тата культурине хаклаççĕ тата хисеплеççĕ. Патшалăхăн паянхи политики — наци чĕлхипе культурине пулăшасси тата аталантарасси.

Регионти нумай нациллĕ халăхăн культура еткерлĕхĕ тĕлĕшĕпе яваплă тата типтерлĕ пулни обществăн кăмăл-сипечĕпе ят-сумне çирĕплетме пулăшĕ.

Çак кун чĕлхеçĕсене, сăмахлăха вĕрентекенсене, литераторсемпе журналистсене — тăван чĕлхене пуянлатас тата халăхра сарас тĕлĕшпе ĕçлекен пур çынна та — тав тăватăп.

Сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ăнăçу сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.