Историсĕр, чĕлхесĕр малашлăх çук

23 Апр, 2016

Çитес тунтикун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Çак кун Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнăскер ыттисене те çак ырă пархатара малалла тăсма пилленĕ. «Халăх шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ унăн тăван чĕлхинче палăрать, çавăнпа та тăван чĕлхесĕр ăнăçлă çутĕçĕ те пулма пултараймасть», — тенĕ Иван Яковлев. Кирек хăш халăхăн та тăван чĕлхи, паллă çыннисем пур. Вĕсенчен пысăк пуянлăх çук. Шупашкарта пĕлÿ пухакан ачасем паллă чăвашсене пĕлеççĕ-и?

Арина СТЕПАНОВА, 9 «а» класра вĕренекен, 6-мĕш шкул:

— Пире чăваш чĕлхипе Светлана Геннадьевна вĕрентет. Алексей Шадрикова лайăх пĕлетĕп. Унсăр пуçне — Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Константин Иванов, Иван Яковлев.

КАТЯ, 10 «а» класра вĕренекен, 6-мĕш шкул:

— Эпĕ телевизор пăхмастăп, çавăнпа та нимĕн те пĕлместĕп. Мĕн вĕреннине манса кайнă.

КИРИЛЛ, 8 «а» класра вĕренекен, 4-мĕш гимнази:

— Константин Иванов «Нарспи» поэма çырнă. Иван Яковлев чăваш пулнă. Василий Чапаев Шупашкарта çуралса ÿснĕ, ун пирки кино та курнăччĕ.

Алексей БРОНИН, 5 класра вĕренет, 36-мĕш вăтам шкул:

— Иван Яковлев, Василий Чапаев, Петр Егоров, Вера Кузьмина, Анатолий Миттов, Андриян Николаев, Константин Иванов, Петр Хусанкай, Иоаким Максимов-Кошкинский, Çеçпĕл Мишши, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин.

Эдгар ЛАНДЫШЕВ, 8 «б» класра вĕренет, 36-мĕш вăтам шкул:

— Петр Егоров архитектор, карап тăвакан Алексей Крылов, Ефремов-купсасем, çырулăх тăвакан Иван Яковлев, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов, Федор Павлов драматург, Надежда Павлова балерина, ЧР гимнĕн авторĕ Илья Тукташ, вăрçă геройĕ Василий Чапаев, Геннадий Волков этнопедагог, Никита Бичурин ăсчах.

Андрей АЛЕКСЕЕВ, 8 «б» класра вĕренет, 36-мĕш вăтам шкул:

— Николай Ашмарин, Никита Бичурин, Петр Егоров архитектор, Пронтий Ефремов сутуçă, Константин Иванов поэт, карап тăвакан Алексей Крылов, опера юрăçи Максим Михайлов, Алексей Кокель ÿнерçĕ, Василий Магницкий историк.

Иван ЕГОРОВ, Роман ЖУКОВ, 9 «а» класра вĕренеççĕ, 56-мĕш шкул:

— Тăрук аса илме йывăр. Иван Яковлева, Константин Иванова, Андриян Николаева... пĕлетпĕр.

Виолина ГРИГОРЬЕВА, 7 «в» класра вĕренет, 56-мĕш шкул:

— Иван Яковлев, Андриян Николаев... çинчен вуланă. Петĕр Хусанкайăн, Леонид Агаковăн... хайлавĕсемпе паллашнă.

Вулаканăм, сирĕн ачасем, мăнуксем пирĕн ыйтăва епле хуравлĕччĕç? Ятарласах кăсăкланса пăхăр-ха. Чĕлхесĕр халăх çук, историсĕр пуласлăх çук. Историе те, чĕлхене те, чăваш ятне те иртнĕлĕхе хăварас марччĕ.

 

Е.АТАМАНОВА, Т.НАУМОВА,

М.ТУМАЛАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.