Йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр

23 Апр, 2016

Коля тете тин çеç гараж умĕнче хăй ăсталанă çÿп-çап урапине юсатчĕ, тахăш самантра хирĕççисем патĕнчен ун çине хăйне кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе те çитрĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçтерсе кăна çÿрет. Картишĕнче мăлатукпа шаккакаларĕ те тепĕртакран кил хушшинче пăчкă сасси кăларчĕ. Çав самантрах витене кĕрсе качака путекĕсене апатлантарса тухрĕ. Утса мар, вĕçсе çÿрет 81 çулти арçын. Унтан ăшша пиçнĕскер сывлăш çавăрса илчĕ те: «Атя, хĕрĕм, ут халь ман хыçран, хам пуянлăхăма кăтартам», — тесе пĕчĕк пахчана илсе кĕчĕ.

Улма-çырла садĕнче — ретĕн-ретĕн вĕллесем. Ниçта пĕр ытлашши япала кураймăн. Хăва, ама хупаххи çурăлнă май ылтăн хуртсем пыл пуçтарма тытăннă ĕнтĕ. Пахчана сăмсана кăтăклакан ырă шăршă та сарăлма ĕлкĕрнĕ. «Кур-ха, кур, ав паян иртенпех епле ĕçлеççĕ, сап-сар чечек тусанне сĕтĕреççĕ, кунĕпех çавсене пăхса савăнатăп. Кăçал пыл аван пулма тивĕç. Çак хуртсемпе 40 çул ытла киленсе пурăнатпăр. Вĕсем пирĕн ĕмĕре тăсаççĕ, кил хушшине илем кÿреççĕ. Ачамсене хулана кашни çул икшер витре пыл парса яратăп. Ун пек усăлли тата мĕн пур-ши, çавăнпа та çак çимĕçе сĕтел çинчен пачах та татмалла мар», — хавхаланса калаçать хурт-хăмăрçă.

Ачаран хăнăхнă ĕç

Çава туптамалла-и е ав­рине лартмалла-и, атă-пушмак сапламалла-и е кăçатă тĕплемелле-и, вĕлле ăсталамалла-и е чÿрече хашакĕ кирлĕ-и — Аслă Елчĕксем пĕрин хыççăн тепри Коля тете патне вĕçтерсе çитеççĕ. «Ал ĕçĕ киленÿ кÿрет мана, никам хистемесĕр ачаран хăнăхнă та, унта ним йывăрлăхне те туймастăп. Хĕллехи кунсенче пушă вăхăт нумай, ахаль лариччен çĕçĕ ăсталатăп, кивĕ япаласенчен ăшă алса çĕлетĕп. Часах ака-суха ĕçĕ пуçланать, мотоблок тахçанах мана кĕтсе ларать», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать мучи. Ал ăсти çеç мар, сиплевçĕ те Николай Пантелеймонович — ал-ура сыппине туххăмрах вырăна лартать. Таврарисем кăна мар, Хусан тăрăхĕнчи тутарсем те мучирен пулăшу ыйтма килеççĕ. Пачах утайманнисене, ал-ура мăкăлтанисене, хулне çĕклейменнисене сахал мар сипленĕ вăл пурнăçĕнче.

Иртни манăçмасть

Паянхи пурнăçпа кăмăллă Коля тете. Çапах та иртни манăçать-и вара? Нушаллă ачалăхĕпе çамрăклăхĕ яланлăхах ăс-тăнĕнче çырăнса юлнă. Пĕчĕккĕллех мăн çынпа тан хирте тырă вырнă, утă çулнă, вутă хатĕрленĕ… «Вăрçă вăхăтĕнче халăх выçăччĕ, çимелли çукчĕ. Урама выляма тухнă вĕт-шакăр хырăма мĕнпе те пулин улталама тăрăшаттăмăр, çуркунне тĕрлĕ курăк, кăчкă çиеттĕмĕр, чечек сĕткенне ĕметтĕмĕр. Тумтир тавраш пулман, кĕпи-йĕмĕ çĕтĕкчĕ. Чĕркуççи хытă шăннăран шкултан таврăнакан ачасем хир варринче кукленсе лараттăмăр та пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе ăшăнаттăмăр. Хĕрарăмсем икĕ аркăллă чăваш кĕпипе кĕлте çыхатчĕç хирте, вĕсене ытла та йывăр лекнĕ-çке ун чухне. Кантăртан сÿс тăватчĕç, кайран арлатчĕç, куматчĕç, станпа пир тĕртетчĕç. Сÿсне туса илме те çич хут тар кăларма тивнĕ. Çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнасси пĕрре те ансат пулман. Халь халăх пурăнма пĕлмест, ытлашши иртĕхет. Йăлтах пур темелле, анчах та татах темĕн çитмест. Пĕр-пĕрне хисеплесси, тус-тăванлăх та çухалса пырать», — иртнипе хальхи пирки сăмах пуçарчĕ Николай Пантелеймонович.

Вăрçма сăлтавĕ пулман

«Ача-пăча ÿстернĕ май çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Анчах та килти шăв-шава урама кăларса нихăçан та ял кĕрлеттермен. Альтукăн вăрçма сăлтавĕ те пулман мана, 40 çул алла пачах та черкке тытмастăп. Тутарсем патне пÿрт ĕçлеме кайнăччĕ, киле урă таврăнтăм. Ман карчăк çăвар карса пăрахнă. «Эс ĕçмен-и?» — тет тĕлĕнсе. «Эрехе Çарăмсана пăрахса хăвартăм», — терĕм. Аншарлие виçесĕр ĕçни çемьене аркатать, ачасем сивĕнеççĕ, çавна пулах вăйпитти çынсем леш тĕнчене ăсанаççĕ. «Арлă-арăмлă мăшăр хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр», — тесе ахальтен каламан ваттисем», — çак каларăш паянхи кун та тĕрĕссине çирĕплетет Коля мучи.

Николай Обручков ĕмĕр тăршшĕпех Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнă. Йĕтем çинче тырă сăвăрнă, кĕркунне хăмла пахчинче вăй хунă. Мăшăрĕ те колхоз ĕçĕнчен юлман, кашни çулах чĕкĕнтĕр пайĕ илнĕ, хăмла татнă. Альтук аппан чăваш çи-пуçĕ яланах ал айĕнче. Халь те эрешлĕ саппунне çыхса ячĕ хĕрарăм. Эх, мĕнешкел хитре унăн тĕррисем! Ыттисем пек арча тĕпне пăрахман вĕсене, верандăра, кĕлетре вырăн тупнă хĕр чухнехи ытармалла мар ĕçĕсем.

— Альтукпа тантăшĕсене сахал мар купăс каласа ташлаттарнă эпĕ. Улах ларнă çĕртен пĕр каçхине чиперккене лаша урапи çине лартса килтĕм. Паллах, турткалананçи пулчĕ, хĕрĕн хăйĕн сăпайлăхне кăтартмалла-çке. Каçсерен киле те ăсатса курнă, хапхине те сахал мар сыхланă, юратсах пĕрлешрĕмĕр, çавăнпа телейне куртăмăр. 60 çул пĕрле эпир. Савнă мăшăр çумра пулни çунат хушать, Альтук хавхалантарса пурăннăранах 80-ран каçрăм, — мăшăрĕн куçĕнчен юратса пăхать Коля тете.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.