Куçăхтарас марччĕ

23 Апр, 2016

Хĕрĕм шкул пĕтерсен хулана вĕренме кайрĕ. Часах Сергейпе туслашрĕ. Пĕр хушăран пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Туй тумасăрах арлă-арăмлă пурăнма эпир те чармарăмăр. Ун чухне тăвансене кĕрекене пухма укçа-тенкĕ çукрахчĕ. Хĕрĕмĕре шăпах хваттер туянса панăччĕ.

Часах Настя пире кукамайпа кукаçи тума хатĕрленни паллă пулчĕ. Куншăн хĕпĕртерĕмĕр кăна. Анчах... кĕрÿ ăна пăрахса кайрĕ. Хĕрĕмĕртен икĕ çул çамрăкрахскер яваплăхран хăрарĕ-ши? Нумай асапланчĕ Настя. Мана кăна систересшĕн пулмарĕ, анчах амăшĕн чĕри епле ан туйтăр çакна?

«Кайнă пулсан каялла ан килтĕр. Ан кĕрт», — терĕ упăшкам та. Хĕрĕм вăхăт иртсен чăннипех те макăрма чарăнчĕ, лăпланчĕ. Часах тĕнчене пукане пек хĕр пĕрчи килчĕ те пур хуйхă та манăçрĕ. Унпа савăнса пурăнтăмăр.

Çак хушăра пирĕн «тарнă» кĕрÿ те тупăннă иккен. Кун пирки Настя малтанах шарламарĕ-ха, каярах çеç пĕлтерчĕ. Сергей хваттер алăкĕ умĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе пĕрре мар ларнă иккен, тархасла-тархасла каçару ыйтнă. Хĕрне курма тĕмсĕлнĕ. Амăшне те кашни килмессерен чечекпе савăнтарас тенĕ, хĕрĕм алăкне уçманран çыхăсене хваттер умне хур-хура хăварнă.

Вăхăт иртсен каçарчĕ ăна Настя. Юратакан чĕре унсăрăн епле-ха? Мăшăрăм та хĕрĕме кÿренĕвне маннăшăн ÿпкелемерĕ.

Часах Сергей Настьăна качча илчĕ, туй кĕрлеттертĕмĕр. Маша ун чухне утакан та пулнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпах туйра шап-шурă кĕпе тăхăннă икĕ хĕр пулчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, кĕрĕве салтака илсе кайрĕç. Унтан таврăнни те çулталăк ĕнтĕ. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерне те иккĕллипе улăштарчĕç. Часах тепĕр мăнук парнелĕç ачамăрсем. Килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ. Вĕсен телейне куçăхтарас марччĕ çеç.

Мăнукăма ăмсанатăп та. Хăйнех çапла калатăп: «Телейлĕ эсĕ, Машенька, аçупа аннÿн туйĕнче те савăнтăн, аçуна салтака та ăсатса-кĕтсе илтĕн», — тетĕп. Пурнăçра çапла та пулать иккен.

ВАЛЕНТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.