Патриот воспитанийĕ пур ĕçре те пур

22 Апр, 2016

Ăна пурнăçлама пĕлсен. Нумай халăх пурăнакан регионти çутĕçĕнчи патриот миссине вара ĕнер Наци библиотекинче уçăлнă регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕнче тишкерчĕç. Ăна Чăваш Енĕн тĕп библиотеки уçăлнăранпа тата чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 145 çул çитнине халалланă.

Конференцие Раççейĕн 9 регионĕнчен 150 ытла специалист хутшăнчĕ, çав шутра М.И.Рудомино ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ют чĕлхесен патшалăх библиотекин генеральнăй директорĕн канашçи Алексей Юдин, Тутарстан, Удмурт, Мари республикисен, Ульяновск, Киров, Пенза, Самар облаçĕсен библиотека ĕçченĕсем, общество хастарĕсем пулчĕç. Конференцин пленарлă ларăвне çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Михаил Васильевич шухăшĕпе — патриот воспитанийĕ хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ. “Патриотлăх туйăмĕ таса пурнăç йĕркинче те, çутĕçĕнче те, пур ĕçре те пулмалла, — терĕ. — Çавăн пек чухне кăна ыранхи пурнăç шанчăклă та тулăх пулĕ. Пирĕн ку енĕпе ÿсĕмсем çук мар: юлашки тăватă çулта республикăра ача çуратасси ÿсрĕ, тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕ чакрĕ, 93 çын 100 çултан каçнă. Бюджета сахал тупăш илекен çемьесене пулăшма иртнĕ çултинчен 20 процент ытларах укçа-тенкĕ хывнă. Çаксем пурте çыншăн, ун пурнăçĕ лайăхлантăр тесе тунă ĕçсем. Çынсем вара — пирĕн чи пысăк пуянлăх”.

Михаил Игнатьев пушă алăпа пыман. Наци библиотекине 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Çавăнпа пĕрлех чи пултаруллă библиотекарьсене тата общество ĕçченĕсене асăну медалĕпе чысларĕ. Ăна Раççейре Литература çулталăкĕ ирттерес тĕлĕшпе ĕçленĕ йĕркелÿ комитечĕн пуçарăвĕпе хатĕрленĕ.

Наци библиотекин историйĕпе çыхăннă доклада педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Шупашкар хулинчи библиотекăсен пĕрлешĕвĕн тĕп библиотекарĕ Ирина Балкова турĕ. Республика тĕп вулавăшĕн паянхи çутĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе философи наукисен кандидачĕ, Наци библиотекин директорĕн çумĕ Марина Андрюшкина паллаштарчĕ.

Пленарлă ларура çавăн пекех чăваш наци юхăмĕ тата çутĕç, Атăл тăрăхĕнчи тĕнпе çутĕç центрĕсем, патриот воспитанийĕ парас ĕçре библиотекăсем влаç органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлени çинчен те калаçрĕç.

Апат хыççăн секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Паян вара чăвашсен çĕнĕ çырулăхне халалланă “Чăваш çырулăхĕ йĕркеленни тата аталанни” “çавра сĕтел” иртĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.