Аптекăсене тĕрĕсленĕ

22 Апр, 2016

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Шупашкар хулинчи Бондарев урамĕнче тата Мускав проспектĕнче вырнаçнă уйрăм çыннăн тата патшалăх аптекисене çитсе курнă.

Михаил Васильевич сентре çинче пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсем, хамăр çĕршывра туса кăларнă препаратсем пурри-çуккипе, хак политикине пăхăннипе интересленнĕ.

Алла Самойлова министр çирĕплетнĕ тăрăх — пурнăçа тытса тăмашкăн кирлĕ эмелсен переченĕ кашни аптекăрах пур. Кирек кам та хăйне кирлĕ тавар хакне ÿстерни-ÿстерменнине унта уçăмлатаять. Паянхи кун тĕлне асăннă перечене сиплев препарачĕсен пĕтĕм тĕнчери патентламан 646 ятне кĕртнĕ.

Хакĕсене регистрациленĕ тата вĕсене патшалăх тĕрĕслесе тăракан эмелсем пирки халăха пĕлтерсе тăрас енĕпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2015 çултах ĕçлеме тытăннă: аптека организацийĕсенче пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ препаратсен сентрисене йĕркеленĕ. Ку енĕпе «Фармаци» ПУП пуçару кăтартнă.

Хулари аптекăсенче пулнă хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев çакна палăртнă: аптека уйрăм çыннăн харпăрлăхĕ шутланать-и е патшалăхăн-и — хака, уйрăмах пурнăçа тытса пыма кирлине, сăлтавсăр хăпартни-хăпартманнине тивĕçлĕ тытăм сăнасах тăрать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.